Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир: Европӑран вӗренмелли пайтах ха пирӗн.

Владимир19.02.2014 14:0216159 хут пӑхнӑ

Халӗ кашни ял ачи зоопарк мӗнне пит лайӑх пӗлет: тӗнчери мӗнпур чӗрчунпа таҫта ҫити каймасӑрах юнашар хуларах курса килленме пулать.Анчах та кунта эпӗ сире зоопарксем кӑна мар, этемпаркӗсем те тӗнчере пайтах пулни пирки каласа парасшӑн. Суймастӑп, юлашки этемпаркӗ европӑри Брюссель хулинче 1958-мӗш ҫулта "Экспо-58" ятлӑ куравӑшра пулнӑ. Этемсене тискер чӗрчун евӗр тимӗр картара 1936-37-мӗш ҫулсем ҫити таранах Базел тата Турин ятлӑ Европа хулисенче куракана укҫалла курма сӗннӗ. Ку тимӗр картасенче негрсем, индеецсем, эскимоссем тата пигмейсем пулнӑ имӗш. Европеецсем ку этемпаркӗсене талккишӗпех пуҫтарӑннӑ тет, 1929-34мӗш ҫулсенче ҫеҫ кризиса пула куракансен йышӗ чакнӑ пулать. Укҫасӑр кӗртмен ҫав. Чи малтан негрсене 16-мӗш ӗмӗрте аристократсем туянма пуҫланӑ,ҫемьисенче курса йӑпанма, 18- мешӗнчех вара вӗсене Раҫҫее те илсе ҫитернӗ иккен. Петӗр патшан Арапне астӑватӑр пулӗ ха? Анчах та Петӗр патшан арапӗ аристократсен шутне кӗрсе А.С.Пушкин маҫакӗш пулма пултарнӑ! Ку япала вырӑссене япӑхах палӑртмасть, паллах, анчах та пулнӑ-пулнах. Ҫав 18-мӗш ӗмӗртех чи пирвайхи зоопарксем те уҫӑлма тытӑннӑ.Шеремет ӑсчахсем ниепле те упӑтене негртан уйӑрма килӗшмен. ХХ-мӗш ӗмӗре кӗрекен Германи канцлерӗ О.Бисмарк та ҫак этемпарка ятарласа негра пырса курнӑ: упӑтех тесе килӗшнӗ! 1902-мӗш ҫулта Лондон хулинчи зоопарка негрсене сӑнама 800 пин ҫын хутшӑннӑ тет. Шеремет негӑрӗсем ку тыткӑнлӑхра нумаях пурнайман, Европа сиввисене хӑнӑхман - 1912-мӗш ҫулта 27-шӗ вилнӗ. New York Times хаҫат 1904-мӗш ҫулхи кӗркунне картара ларакан упӑтепе негр пирки ҫапла хуравланӑ: иккӗшӗте пӗр ҫӳллӗш, иккӗшӗте пӳрне кӑтартснах ҫӑвар карса шӑл йӗреҫҫӗ. Ак сана,тусам, Европа!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 2670.8.5476
2014.02.24 22:37
Ой,ой мĕн пулчĕ Акапасара? Те ватăлать, те йÿтеть, паян маçак мамаксем пирки калаçма пуçларĕ ку хăта. Апла пулсан "Не все потеряно" -пĕтĕмпех тĕпĕ-йĕррипех çухатман, Акапасар та çурăлса пиçме пултарать. Ку питĕ савăнăçлă хыпар. Да пусть возродится АГАБАЗАР в своем человеческом обличии!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.25 09:10
Пĕтрĕмĕр, Ай-уй, Акасапар хăта йĕркеленсех пырать, шутсăр кăмăллă пулăм-япала темелле. Европа çинчен, Украина çинчен калаçма пăрахасшăн, ну тĕпĕ-йĕрĕпех(не полностью)мар пулĕ ĕнтĕ. Çапах та паян маçаксем çинчен калаçасшăн, ыран Киреметсене те асăнма пуçлĕ. Асамлă япаласем пулса иртеççĕ, виртуально пуль ку, тĕлĕкре пуль? Лайăх, пит кăмăллă.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.25 09:17
Ман иккĕленÿ çуралать-ха. Ку сăмахсене:"Темăпа калаçас пулсан, Европа пирки сахалрах калаçмалла. Мĕншĕн тесен пиртен çав тери аякра. Атте-аннерен, маçаксемпе-мамаксенчен вĕренсе пымалла чăн малтан."-Акасапар çырман пуль, провокаци пуль ку? Ĕненмелĕх тата çав темăпа мĕн те пулин çыр-ха, тархасшăн, Акасапар хăта!
Владимир // 4132.37.7347
2014.02.25 09:39
Ку темăна эппин хупатпăр -им?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.25 15:02
Çав вăхăтрах Европăран чăнах та лайăххине вĕренмелли те пурах,килĕшмелле,сÿтсе явмалла.Çав енĕсене тупса палăртса хамăрăн кулленхи пурнăçа кĕртсе пымаллах.Кунта ним те япăххи çук темелле, анчах та çав Европăри çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме хамăрăн та улшăнмалла.Халлĕхе килхушшинче те,урамра та, тем более подьездра(килумĕнче )та йĕрке хамăра тĕллĕн тăвимастпăр.Кунпа килĕшмелле те хамăрăн яваплăха ÿстермелле.
Владимир // 3088.63.1917
2014.02.25 18:51
Европапа АПШ хăйсем сисмесĕрех Украинара пит пысăк йынăш туса хучĕç иртнĕ уйăхра. Раççее хирĕç пыракан кĕрешÿре çĕнтеретпĕрех тесе хыпаланса хăйсен чăн-чăн тискер ăшчикне пытарма манса кайрĕç пулас. Паян вара, хыпаланса ÿкрĕç, анчах та "пушар хыççăн пушали насос",- теççĕ вырăссем.

Владимир // 3088.63.1917
2014.02.25 18:57
Чăнахта, Раççее Тур пулăшатех пулас. Арканса кайнă АПШ па Раççейĕн шахмăт партийĕнче Путин çиеле тухни палăрсах пырать.
Владимир // 3088.63.1917
2014.02.25 19:25
Януковичне халĕ çине тăрсах шыраççĕ иккен. Суда паратпăр теççĕ. Анчах та ун "çемьин" вăрланă укçине Европа е АПШ çĕн Украин патшалăхне тавăрса парать ши?
Якур // 5118.7.2940
2014.02.26 01:00
Эпир Володя юлташпа( тата Бор хăтапа) çине тăрсах кăшкăртăмăр-ăнлантарма тăрăшрăмăр Украинăра мĕнле вăйсем влаç патне туртăннине.Акапасар ухмаха персе Гимн ăсталанă пек турĕ. Паян курăр мĕн хăтланаççĕ "неофашистсем".
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.26 10:11
Киевра хохолсем,Майдан куштанĕсем часах пĕр-пĕрне кăшлама пуçлĕç. Халĕ Радăра хăлаçланаканнисем хушшинче тăнлă-пуçлă çынсем çукрах.Тата Львовра мĕн хăтланаççĕ "калашниковлă" западенецсем, эпир курман чунсăрлăх тата мĕн чухлĕ пулĕ. Çак япаласемшĕн-пулăмсемшĕн Акасапаркка пакарта курăниччен кăшкăрнине(паян кăшт громофонне хупрĕ) халь те астăватăп-ха,пуçра тĕрлĕ шухăшсем явăнаççĕ-Акасапара чăваш "Радинче" куратăп тĕлĕкре. Пĕр сăмахпа каласан, Акасапар Европăран питĕ лайăх вĕренсе пырать.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем