| Владимир // 2182.42.4004 2013.10.25 17:23 | |
| 12-мĕш пунктра.Халăх ĕçкĕ-çикĕпе аташса кайнăран, эрех –сăра кунĕн-çĕрĕн сутма пăрахтарма хистемелле. Ку енĕпе Чечня халăхĕн тĕслĕхĕпе усă курма пулать. | |
| Agabazar // 3649.02.5584 2013.10.25 18:37 | |
|  | Володя:"...Ку енĕпе Чечня халăхĕн тĕслĕхĕпе усă курма пулать." Ку вара мĕскер, пирĕн патра ислам йĕркине туса хурассине пĕлтерет-и? | 
| Владимир // 1860.54.1986 2013.10.25 21:24 | |
| Эп пĕлнĕ тăрăх, Чечняра эрех-сăра талăкра ик сехет кăна сутма ирĕк панă. Ислам е урăх тĕн йĕрки кунта вырăнлă мар. | |
| Agabazar // 1271.68.2700 2013.10.25 21:38 | |
|  | Тĕрĕссипе каласан, эп хам та, ман çывăх тăвансем те ĕçкĕ-çикĕлле çынсем мар. Ыйту ку енĕпе татăлнă теме пулать. | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2013.10.27 10:08 | |
| Маттур, Акасапар. Ĕçкĕ-çикĕ пирки татăклăн каларăн. Тата ялсене, экономикăна аталантармалли пирки татăклăнрах каласан паха пулĕччĕ. Хăв та яла кайса аталантарсан вуççех-"5 с +". Ялта интернет пур, телевидени пур, телефон пур. Сана Пурпĕрех ăçта çырса ларма, хулара пулăмсене хутшăнмастăн,вирлĕ сăмахна илтимастпăр.  | |
| Атнер // 3913.58.4645 2013.10.27 20:28 | |
| Конгресра стена çинче приказ çакăнса тăрать.Мĕнле чĕлхепе тейĕр?Тĕрĕс!Паллах вырăсла!Мĕнле резолюци кирлĕ сире ЧНК на хăйĕн хучĕсене чăваш8ла туса пыма.Устав чăвашли çук!Намăс мар-и? | |
| Agabazar // 2328.15.6817 2013.10.27 22:19 | |
|  | Атнер, халь вара эп каланисене тăнлама хатĕрленĕр.Ахтунг! | 
| Agabazar // 2328.15.6817 2013.10.27 22:21 | |
|  | ЧНК — обществăлла организаци. Вăл Раççĕй Федерацийен юридици системинче тăрать. | 
| Agabazar // 2328.15.6817 2013.10.27 22:23 | |
|  | Ку системăра вырăс чĕлхи çеç сумра. Мĕнпур документсем вырăсла пулма тивĕçлĕ. | 
| Agabazar // 2328.15.6817 2013.10.27 22:28 | |
|  | Паллах Устава, Приказсене, ыттисене чăвашла çырса пыма пулать. Анчах та вĕсем юридици тĕлĕшпе çырăннă-çырăнман ниме тăман хут таткине çаврăнаççĕ. Чăвашла çырнă Устава никам та пичет çапса çирĕплетес çук. ЫЙТУ: Мĕнле тухмалла ку лару-тăруран??? | 
