Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5735204 хут пӑхнӑ

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Akram // 4166.93.3794
2013.11.05 13:07
О национальной буржуазии...

Корпункт çырни çине тайăнса. "...третьим замом – еще более известный бизнесмен-парламентарий Олег Мешков. Ну, и разные «руководящие портфели» получили помимо них также известные господа Капитонов, Зорин и другие деятели аналогичного калибра. Таким образом, в руководящих структурах ЧНК оказалось, помимо господина Угаслова, немало иных бизнесменов-предпринимателей, причем – входили они в структуры ЧНК чуть ли не с благословения господина Угаслова. Так что, видимо, не одному лишь бизнесмену Угаслову хочется лавров «общественного деятеля» чувашского национального движения."
Akram // 4166.93.3794
2013.11.05 13:10
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.07 10:58
Ку статьяна çыраканĕ Мочалов та мар, Акрам та мар-И.Иванов çырнă çыру ку.Анчах темшĕн ку факта вăл пытарма тăрăшать.Сĕтев хаçатри "экстремистла" тесе каланă çыруне те Эп çыртăм тесе калама хăюлăх çитеримарĕ.Паттăрăн(Акасапар калашле)хăюллăрах пулмалла пек.Чăвашăн Аслă Пухуне те пырса кĕскен каламаллаччĕ палăртса хунă кандидатшăн вĕри те хĕрÿллĕ сăмах!
Якур // 2535.37.7258
2013.11.07 13:13
Акрам:" Так что, видимо, не одному лишь бизнесмену Угаслову хочется лавров «общественного деятеля» чувашского национального движения."- общественнăй ĕçченĕн Лавăрĕсем сумлах мар пуль вĕсем. Килĕшмесен активлăрах хутшăнмалла. Мăн канаш ларăвĕнче Микулай пичче ним те каламарь. Мĕншĕн апла хăтланчĕ-ши вăл?
Akram // 2560.21.8311
2013.11.07 15:18
Копилесе:

Якур // 2535.37.7258
2013-11-07 13:13
... Мăн канаш ларăвĕнче Микулай пичче ним те каламарь. Мĕншĕн апла хăтланчĕ-ши вăл?

Малтан, Микулай пичче тÿрĕ шухăшлă тенĕччĕ, анчах та унăн уçă çырăвĕ ултав, халăха минретни. Мĕнле пост кам йышăнасси тахçанах çÿллĕ шайри кабинетсенче йышăннă, имĕш. Çавăнпа Микулай чĕмсĕр. Çапла акци ирттермелле мар тесе тесе ÿпкелерĕ, "Сĕтев" хаçатра ун çырăвĕ пичетленнишĕн вара вăл питĕ хаяр пулнă тесе пуплеççĕ. Шутлăр, шутлăр... Кунта политика, таса мар политика. Конгресс пĕтнĕ. Танцор-диско вырăнне, укçа çапакан контора.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.10 10:45
Нимех те мар,Акрам.Наци юхăмне Иллепе Микулай çеç приватизировать туман вĕт!Çамрăксене ытларах сĕнмелле,вĕсем хастартарах.Лидерсене вĕсене çитĕнтермелле,хăйсем çитĕнессе кĕтсе пурăнсан вăхăт ытларах иртет пулĕ!Чăваш лицейĕсем иккĕ-виççĕ пулмалла,пулас лидерсен çав лицей атмосферинче туптанмалла,хĕрмелле тата хурçăланмалла. Вĕсен зашоренный, закомплексованный пулмалла мар ĕнтĕ!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.10 10:48
Татах:пулас лидерсене нумайрах,тарăнрах пĕлÿсем историпе, наци хутшăнăвĕсемпе тата экономикăпа финанс енĕпе пама тăрăшмалла.Акасапар пеккисем вĕсене малтанах серепене кĕртсе яма пултараççĕ.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.11 00:22
"..не одному лишь бизнесмену Угаслову хочется лавров «общественного деятеля» чувашского национального движения.." тенинчен теленсех каймалла. Ка-кам та, Угаславан унсарах тивесле чысе те, чапе те, есченлехе те пур. ЧНК пухеве умен "лаваршан" АШТАЛАННИХ КУРАНМАРЕ-ХА УНАН.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 09:18
Тĕлĕнмелле тĕрĕс ă пек туйăнать çак Ефим Н.. Ятне-шывне пĕлместĕп,шел пулин те. Халăхра сăнаса çÿретĕп те ун пек шутлакансем пайтах. Халăх халлĕхе хĕсĕр мар-ха, çуратать адекватный çынсене.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.11 09:47
bor1959, шутлама, курма пелекенсем те пур. Угаславан есне те курма пелмесен вара...тар ухмахах пулма тивет. Яче-шыве те пур, чапе те, есе те куранать унан. Анчах хаше-перисем пек каккар сапса мухтанса суремест вал. "Ефим" -чан ят.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем