| Agabazar // 3076.13.1702 2013.10.16 00:01 | |
|  | "Çич сехетре çитсе лар" (Илле Тăхти, 1937) | 
| Якур // 1218.80.9745 2013.10.16 00:09 | |
| ĔÇ программине хитре çырма пулĕ-ха чăвашсен чунне йăпатас тесе. Малалла мĕнле пулĕ-ши? | |
| Атнер // 3913.58.4645 2013.10.16 08:53 | |
| Админ.Кшни япалан хăйĕн вăхăчĕ тесе ларсан паянхи кун конгресра улшăну пулмасчех.Эсир 10процентне кăна пĕлме пултаратăр мĕнле йывăр пулнă йĕрке тума.Паянхи кун çак ĕçе хутшăнакансене те пуç таймалла.Турă пулăштăр вĕсене.  | |
| Серте Унтри // 3906.92.3183 2013.10.16 16:53 | |
| Итернетра тÿрĕ эфирпа транслировать тусан лайăхчĕ ЧНК съездне.
 Ытлаши хаклă мар пуль трансляци йĕркелеме? | |
| Владимир // 2556.73.4701 2013.10.16 17:33 | |
| Атнер Хусанкая мĕншĕн сĕнес мар. Эпĕ ăна хам университетра вĕреннĕ вăхăтран аван пĕлетĕп. Кунсăр пуçне, Атнер Петрович паллă тюрколог. | |
| Владимир // 2556.73.4701 2013.10.16 17:37 | |
| Ертÿçне тупсан мĕн тăвăпăр? Пур енчен пăхса тухнă программа пур -им? Ку ĕçе çамрăка лартма юрамасть- çамрăкки чуптăр, аксакалĕ шутлатăр. | |
| Владимир // 2556.73.4701 2013.10.16 17:42 | |
| Программине "Хыпарсем" çине кăлармалла. Атту хăшĕ-пĕри Конституцине пăхăнмалли пирки манса кайса сюпĕлтетсе ларать. | |
| Владимир // 2556.73.4701 2013.10.16 17:46 | |
| Мĕншĕн вара: Мочалов: "Октябрĕн 26-мĕшĕ чăваш халăхĕн шăпин чĕрĕлĕвĕ". 27-мĕшĕнче тĕнче пĕтсе килет им? Пуçтарăнма пулĕ. Анчах халăха мĕн калăн?   | |
| Владимир // 2556.73.4701 2013.10.16 17:50 | |
| Куна лартас! Уна лартас!,- тесе кăçкăрнине итлеме пуçтарăнмалла -и? Пысăк ĕçе пуçлама, паллă чăваша лартас пулать! Кайран вара, вăл хăй тавра хăйех кирлисене пуçтарĕ. | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2013.10.16 20:21 | |
| "Куна лартас! Уна лартас!,- тесе кăçкăрнине итлеме пуçтарăнмалла -и?"- куна Володя питĕ тĕрĕс те вырăнлă çырать. | |
