Акасапарĕ те, Илле Ивановĕ те тар кăларнинех курса кайман.Акасапар :"Чăваш чĕлхишĕн тар кăларса ĕçлекен Илле Иванова ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!"-тесе çырни Советсен вăхăтĕнче:" Слава Великому Советскому народу-Строителю коммунизма"-тесе çырнă пекех. Тепĕр тесен Акасапарĕ те, И.Ивановĕ те Совет влаçĕн мăнукĕсем вĕт. Мана питĕ интереслĕ: Совет влаçĕ тепĕр 50-100 çула тăсăлнă пулсан, мĕн тесе кăшкăратчĕ-ши Акасапар?
Илле Иванов Патăрьел районĕнчи Красномайск (Начар Упи ĕлĕкхилле) ялĕнче çуралса ÿснĕ. Район хаçачĕн корректорĕнчен пуçланă ĕçне. Районтах комсомолта ĕçленĕ. Шупашкарти "Молодой коммунист" редакторĕ пулнă. Борис Чиндыковăн "Уроки чувашского" статйине пичетленĕшĕн редактортан кăларнă. Çĕнйĕркелÿ вăхăтĕнче "Хыпарăн" редактор çумĕ пулса тăрать. Кунтан ăна каллех сирпĕтеççĕ: малтан редактор çумĕнчен, унтан ахаль корреспондентран та. Малаллине сайтташсем пĕлĕççĕ пуль. Илле Иванова мухтав!
Маттур Акасапар, санран питĕ лайăх биограф пулать. Анчах мухтавлă Акасапар ăçта вăй хунă-ши, мĕнпе палăрнă вăл Советсен вăхăтĕнче,Çĕнйĕркелÿ вăхăтĕнче тата Путин эринче Форумра çырнисĕр пуçне? Илле Ивановăн пурнăç çулĕ ытти комсомолецсен çулĕнчен ытлах уйрăлса тăмасть пек, пĕр вăхăтра урапаран татăлса юлнă вăл.Унсăрăн çав обоймăрах пулмаллаччĕ.Куратăр вĕт обоймăри ыттисем мĕнле ăшталанаççĕ татаăлса юласшăн мар?
Часах Акасапар хăта Король çинчен те,унăн свити çинчен те пĕлĕпĕр.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.05 09:56
Комсомол ертÿçисем çутă малашлăха йыхăрнине,куçкĕретех сĕмсĕррĕн суйнине пурте астăваççĕ ĕнтĕ.Комомола салатса ярсан никам та ĕçсĕр юлман.Стройкăна никм та кирпĕч хурма, е станок умне кайман.Ĕçлеме хăнăхманскерсем çухалса каймаççĕ система улшăнсан.
Атнер килĕшетĕп санпа, 100%. Ман çав комсомол хастарĕсене кирпĕч хума, чукун çул юсама( шартлама сивĕре е шăрăхра) пит ярас килет.Анчах ĕçлемеççĕ вĕсем,тарламаççĕ пĕр кун та.Хăйсен ĕçлеменлĕхне пире ăнлантараççĕ "своей уникальностью".Эпĕ хам та,сăмахран,Акасапар уникальнăй çын тесе ĕненме пуçларăм.
Ходорковский бизнеса киличчен шăпах "комсомол ертÿçи" пулнă. Ăна ăçта 10 çул хушши "тарлаттрнине" пит аван пĕлетпĕр. Путин юлташăн биографине пĕлместĕп, анчах вăл та хăй вăхăтĕнче çавнашкал ертÿçĕ пулма пултарнă.
Тепĕр тесен, мĕн тахçанах çухалнă "комсомол" пирки калаçмалла? Ун хыççăн килнисем актуаллăрах: калăпăр, "нашистсем", скинхедсем, "Жириновский кăйкăрĕсем", титушкăсем тата ытти братва евĕрлисем...