Çак страницăра Акташ çырма тăрăшать историлле пулăмсене.Ман шутпа И.Ивановăн мĕнла майпа,мĕншĕн "Çамрăк коммунист" тата "Хыпар" хаçатсен редакцинчен тухса кайнине çырса кăтартсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ.Аттун Акасапар хăта хăйне кирлĕ пек ăнлантарма пăхать хура халăха.Акташ-сăр пуçне татах çак историне пĕлекен хăта çырса кăтартма пултарать. Тавах пурне те, тĕрĕс çыракансене.
Карьера тени пачах та усал сăмах мар.
Мĕншĕн варягсен, Тимруксемпе Исмуксен тата ытти çавнашкал манкуртсен çеç карьера тумалла? Карьера кирлĕ вăл чăн-чăн чăвашсене те. Атту пире мĕнле вĕрентеççĕ борсем? Варягсен "патшара" лармалла та ахаль чăвашсен пăх хырма тухмалла имĕш.
Комсомол вăл хăй вăхăтĕнче ертсе пырас ĕçе вĕренмелли шкул пулнă. Шел, паянхи çамрăк чăвашсем валли çавнашкал шкул пурри курăнмасть.
bor1959:"Акасапар хÿтĕлеме пуçларĕ Иллене, мĕнрен хÿтĕлет хăй те пĕлмеç."
Илле Иванова темиçе хут та ĕçрен хăваланă, каярахпа килĕнче ухтарнă, следстви пуçласа айăплав тăратнă, суд тăрах сĕтĕрнĕ, "ирсĕр уголовник" туса хунă. Хăвăра хăвăр çавăн пек шăпа сунма пултаратăр-и?
Акасапаркка,"А"саспалли хыççăн алфавитра "Б" саспалли пур алфавитра.Çавăнпа та Илле пирки А каласан Б каламалла.Илле малтан тĕп редакторсене хирĕç евит çине евит янă(хăй тĕп редактора ларасшăн пулнă ĕнтĕ-карьера кирлĕ япала ним те каламас,анчах меслечĕсем тĕрĕс пулмалла).Нимле уголовник та туман, ан суй хура халăха,Акасапар.
Илле Иванова темиçе хут та ĕçрен хăваланă, каярахпа килĕнче ухтарнă, следстви пуçласа айăплав тăратнă, суд тăрах сĕтĕрнĕ, "ирсĕр уголовник" туса хунă. Хăвăра хăвăр çавăн пек шăпа сунма пултаратăр-и?
Акасапар,халь вара сана кунта "очный ставка" туса кăтармалла-им? Акасапар хăта,""ирсĕр уголовник"" хăçан тунă Иллерен? Каласа кăтарт-ха хура халăха,анчах ним суймасăр. Аттун Эсĕ эмоципе суйкаласа, хак хăпартса çыркалан!
Акасапар хăта,сана хăвна ĕçрен хăтармани тата?Следстви ĕçне пуçласа айăплав тăратман-и, суд тăрах сĕтĕрмен-и? Каласа кăтарт-ха!
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.12 14:47
Исмуксемпе Тимруксем нихçан та комсомол урлă суя карьера туман.Унта вара суймалла пулнă.Акапасар,эсĕ çамрăксене суйма пултаран вăл вăхăт пирки.Пĕрремĕш спекулянтсем перестройка пуçласан санăн комсомол ертÿçисем пулчĕç.Нихăшĕ те инженер,маçтăр пулса ĕçлемен стройкăра е цехра вĕсем кайран та.
Микула // 3913.58.4645
2014.02.12 16:17
Цыпленков та Илле пекех патăрьелтен.Комсомолта чи пысăк ертÿçĕ пулнă.Пян Илле пекех чăвашлăхшăн кĕрешет.Кĕрешесси вĕсен професси.Анчахта Иллене хÿтĕлеме Муркаша вăл та çитеймен курăнать.Унта кайса карьера тăваймăн çав.