Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: "ШТАТСЕНЕ ОПТИМИЗАЦИЛЕС ТӖЛЛЕВПЕ"

Agabazar14.06.2013 02:3011285 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин Тӳре-Шари Шупашкарта чӑвашла тухакан пӗтӗм хаҫат-журнала пӗр "тӑрӑ" айӗнче пуҫтарма шут тытнӑ.

"Государственные СМИ Чувашии, издаваемые на чувашском языке, объединят в медиахолдинг. Соответствующий проект постановления был одобрен 13 июня правительством республики." http://www.irekle.org/news/i1051.html

Тӗллевӗсене те палӑртнӑ:"Согласно принятому постановлению, холдинг создается "в целях эффективного использования государственного имущества". Мининформполитики добавляет, что объединение изданий позволит "оптимизировать штаты редакций", "гибко реагировать на запросы рынка" и "обеспечить экономию бюджетных средств"(Ҫавӑнтанах).

Хушма тӗллевсем ак ҫапла иккен:"В правительстве заявляют, что объединенный ИД "Хыпар" послужит "формированию единого информационного пространства", "обеспечению населения социально значимой информацией", "сохранению и развитию чувашского языка"(Ҫавӑнтанах).

Ҫак йышӑнусем, ӑнланмалла чӗлхене куҫарсан, ҫакна пӗлтереҫҫӗ:ЧӐВАШЛА ҪЫРАКАН ЖУРНАЛИСТСЕН ЙЫШӖ ЧАКМА ПУЛТАРАТЬ (Ара, палӑртнӑ тӗллевсене тата мӗнле пурнӑҫлама пулать? Пулӑшу ӗҫӗсенче тӑракансене чакарса ҫеҫ-и?). Шупашкарсӑр пуҫне чӑвашла пичет продукцийӗ кӑларакан вырӑн ҫукпа пӗрех. "Сувар" (Хусан), "Канаш" (Чӗмпӗр), "Урал сасси" (Пушкӑртстан) тата район хаҫачӗсем ҫеҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2144.07.8720
2013.09.03 13:33
Agabazar
Оптимизаци текен асамла сăмахпа усă курнă тепĕр тĕслĕх:"Дополнительных решений об оптимизации состава российского посольства в Дамаске не принято." http://www.echo.msk.ru/news/1149154-echo.html
Agabazar // 2144.07.8720
2013.09.03 13:35
Agabazar
Тÿрех курăнать мĕн пирки сăмах пыни: ЧАКАРНИ.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 11:12
Тĕрĕс, Акасапар. Хыпар-ти аналитика статьисем çукки никама тĕнтерместь. Алюш хăй те çыраймасть, хăй тавра та Çырма пултаракансене пухаймасть. Алюш и Аналитика несоместимы. Алюш и Прогрессивный взгляд в будущее-нонсенс.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 11:19
ЧАКАРНИ е глобализаци туни. Çакна пĕлетĕп: Алюш та Архипов пекех çак должноçрен пенси кÿлепине( тĕнчине) шăнкăрт çеç тухса ÿкесшĕн.Кайран куç курĕ, может тепĕр виç-тăват çул ĕçлеме ирĕк парĕç. Ахальтен мар хăйĕн таврашĕнчен пултаруллисенчен хăтарăнман пуль.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 11:42
Чиновниксен утăмĕсене пĕлсе тăма ăс-тăн нумай кирлĕ мар. Вĕсен психологине пĕлмелле çеç.Кашни Пĕрремĕш ертÿçин шалу самаях пысăк ыттисемпе танлаштарсан. Пĕрремĕш çумĕн шалу самаях пĕчĕкрех, анчах Унăн Пĕрремĕш вырăнне ларма май пур хăйне лайăх, "тĕрĕс" тыткаласан. Вот çавăн пекрех пуль порнăç.
Agabazar // 4181.59.6163
2013.09.09 14:39
Agabazar
"Алюш" тени ЫТЛАШШИ ПЫСĂК ЧЫС ПУЛАТЬ ПУЛЬ... Тен, Алексей Петрович тенипех çырлахмалла?
Якур // 3913.58.4645
2013.09.09 17:47
Ун пекех ан кул-ха, Акасапар. Алюш яланах Алюш, ан ятла ытлах bor-а. Япалана хăй ячĕпе каламалла, кунта калта пек авкаланмалла мар. Çавăн пек пурăнсах кунçул иртет.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 20:20
Акасапар,Петрович тесе ятлă, халăхра сумлă вырăн йышăнакансене чĕннĕ. Редакцинче ĕçлекенсемпе уçă çĕрте, ĕç вырăнĕнче мар, сăмахран -"мунчара"( унсăрăн ĕç паракан ĕçрен хăтарассине чухлатпăр) калаç Пуçлăх çинчен вĕсем мĕн шутланине. Вара малалла поплепĕр. Чыс пирки нумай ан шутла.
Agabazar // 3335.60.8673
2013.09.10 14:06
Agabazar
Алюш — чăн чăвашлăхра çуралнă сăмах (çын ячĕ). Çавăнпа та ниепле тье "начар" пулма пултараймасть. Алексей Петрович тени, тем тесен те, ютран килнĕ япала. Çавăнпа та иккĕмĕш варианта пĕрремĕшенчен каярах хуратăп.
Якур // 2756.59.4186
2013.09.11 00:40
Акапасар, эс интерелĕ çын. Архипова хÿтĕленçи турăн та, вара ун малашлăх çуккине кура Алюша хÿтĕлеме пуçларăн. Ăнлан. Алюшăн та малашлăх питĕ иккĕленÿллĕ. Тепĕр çулталăкран курăн акă. Эс çынна Иваныч( вырăссем каланă тăрăх-Иван ачи)тенине ансат япала тесшĕн, хăвна Эсир тетересшĕн.

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем