| Аксар Чунтупай // 1355.3.8761 2013.06.14 15:54 | |
|  | Интеллигенцисĕр Чăваш Республики çинчен тĕлĕкре те тĕлленмен пулăттăмăр эпир... | 
| Agabazar // 9550.6.0411 2013.06.14 16:16 | |
|  | Папа-мама текеннисем (Тимер сăмахĕ)—чăннипе интеллигенци те, интеллигенци марри те. ПУРТЕ! Интеллигенци —тĕрлĕрен. Министрсем, судьясем прокурорсем, ытти тиексем те интеллигенциех шутланаççĕ. | 
| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.06.14 19:07 | |
| Пурте мар.Интеллигенци кăна.Халăхра паллă интеллигенци яваплă папа-мамăшн.Кунта пурте килĕшеççĕ:чи малтан учительсен çемьинче пуçланчĕ ку пулăм.Колхозниксем кăна упраса хăварчĕç паянхи кун" атте-анне." | |
| Agabazar // 4232.47.6658 2013.06.14 20:35 | |
|  | Мухтавлă "колхозниксен" ачи-пăчи тахçанах, тĕпрен илсен, вырăслану çулĕ çине тăнă. "Колхозниксем" тахçантанпах хăйсен хуларан яла килекен мăнукĕсемпе вырăсла çеç калаçаççĕ. Тимĕр, эсир хăвăр та "колхозник"-и? Шет сирĕн çывăх тăвансем хушшинче учительсем, ытти интеллигентсем çук? Вĕсем тĕлĕшпе те курайманлăхпа çунатăр-и?  | 
| Тимӗр // 1845.53.0439 2013.06.17 14:14 | |
| Яланхи пекех суятăн Акапасар.Колхозник ачисене пула паянхи кун чăвашла калаçакансем упранса юлчĕç.Интеллигенцине эпĕ питĕ хисеплетĕп.Анчах та чĕлхене çемьере упрас ĕçре вĕсем "сутăнчăксем" пулчĕç. | |
| Agabazar // 3266.97.2600 2013.06.17 18:44 | |
|  | Пĕр енчен: "Интеллигенцие хисеплетĕп..." Тепĕр енчен:"Сутăнчăксем пулчĕç". Кунашкал тĕнчекурăма "когнитивлă диссонанс" теççĕ. http://www.psychologos.ru/articles/ ... ognitivnyy_dissonans | 
| Agabazar // 3266.97.2600 2013.06.17 18:58 | |
|  | Илле Иванов, Марина Карягина, Балттай Микуçĕ, Сирĕн Хăватлăхăр Тимĕр...—кусем те "колхозниксем"-и? Чăвашлăхран хăракансем хушшинче "колхозниксен" ачисем пайтах. Колхозниксенче çеç чăвашлăх тĕрекне шырама çук. Е пирĕн ĕмĕрĕпе (хĕвел сÿниччен) колхозниксен халăхĕ пулмалла-и? Унашкал халăха никам та хисеплес çук. | 
| Ленин // 1910.09.2941 2013.06.22 06:29 | |
| Интелигент сăмах интеллект сăмахра. Кашни хут варалакан, е алă пусакан, е пичет лартакан интеллектлă теме юрамасть. Дипломпа интеллигенци шутне кĕрейместĕн. | |
| Унтри // 3163.72.4851 2013.06.22 21:03 | |
| Аслă классра чăвашла вĕрентейместĕн  Чăвашлăх çемьере, е садикре. Чăвашлаха  ача çуралсанах кĕртеççĕ. | |
| Ленин // 2361.10.1348 2013.06.23 17:10 | |
| Мĕн макăратăр. Чăваш, чăвашах юлать. Кам чăваш, çав чăваш. Вăйпа чăваш тăваймастăн. | |
