Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Каларӑшсене куҫармаллах-ши?

«Хыпар»26.04.2013 01:135538 хут пӑхнӑ

Чӑваш литературине юратакансем Роман Чепунова лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ӑста учитель, хӗрӳ критик, интереслӗ прозаик пек палӑрнӑ. Юлашки ҫулсенче филологи ӑслӑлӑхне, фольклора тӗпчес енӗпе пултаруллӑ пулнине ҫирӗплетрӗ: чӑваш халӑх каларӑшӗсене пухса вӗсене «Хыпар» хаҫатра пичетлет.

Роман Андреевич ӗҫне пысӑка хурса хакламалла. Вӑл пуҫтарса тишкернӗ каларӑшсене кӗнекен пичетлесе кӑларма та юрать. Ку кӑларӑм ӑсчахсемшӗн те, вӗренекенсемпе студентсемшӗн те, ахаль вулаканшӑн та усӑллӑ пулӗччӗ. Пирӗн вара Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем ҫакна асӑрхӗҫ тесе шанасси ҫеҫ юлать.

Филологи ӑслӑлӑхӗнче каларӑшсене идиомӑсем теҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пӗлтерӗшӗпе пӗр чӗлхерен теприне куҫарӑнмаҫҫӗ. Акӑ вырӑсла «Бить баклуши» идиома чӑвашла тӳррӗн куҫарӑнмасть. Анчах чӑваш чӗлхинче те ҫакӑн пекрех пӗлтерӗшли пур: «Кӗрӗк арки йӑвала». «Ӗмӗр сакки сарлака», - тет чӑваш. Вырӑсла ӑна «Жизненная скамья широка» тесе куҫарма пулать. Анчах вырӑс ун пек каламасть, «Жизнь прожить - не поле перейти» тет.

Р.Чепунов ҫакна пӗлмест мар ӗнтӗ. Вӑл чӑваш халӑх каларӑшӗсемпе вунӑ-вун пилӗк ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ хыҫҫӑн вырӑсла идиомӑсене чӑвашла куҫарма пуҫларӗ. Ҫакӑ - пичкери пыла пӗр кашӑк тикӗт янӑ пекех. Куҫарнӑ каларӑшсем чӑвашла мар пулса тухаҫҫӗ. Акӑ хаҫатӑн пӗр номерӗнче вӑл «Москва слезам не верит» сӑмах ҫаврӑнӑшне «Мускав куҫҫуле ӗненмест» тесе ӑнлантарать. Чӑвашсем «куҫҫуле ӗненмест» тесе каламаҫҫӗ. Куҫҫуль юхтарать, куҫҫуль тӑкать, куҫҫуль тӑварлӑ теҫҫӗ. «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест» каларӑш та пур. Чепунов хальлӗхе вырӑссенне анчах чӑвашла куҫарать-ха. Вӑл - хӗрӳллӗ, ывӑнма пӗлмен ҫын. Каларӑшсем ытти халӑхӑн та - китайсен, французсен, акӑлчансен, нимӗҫсен тата ыттисен - пур. Пурӑна-киле вӑл ҫавсене те куҫарма пуҫӑнӗ-ши, ҫак ӗҫ ӑнӑҫлах пулӗ-ши? Иккӗлентерет.

Геннадий УТКИН.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Игорь Сайман // 4212.7.3202
2013.04.26 14:52
Геннадий УТКИН:"...чăваш халăх каларăшĕсене пухса вĕсене «Хыпар» хаçатра пичетлет..." Кунта ман шутпа Роман Чепунов тăвакан ĕçе тĕрĕс мар палăртнă. ВĂЛ ЧĂННИПЕ КАЛАСАН ТĔРЛĔ АФОРИЗМСЕН ПĔЛТЕРĔШĔСЕНЕ "ХЫПАР" ВУЛАКАНĔСЕНЕ ĂНЛАНТАРСА ПАРАТЬ. Çавă çеç.
2013.04.26 18:29
Аçтахар Плотников
Эп вара Геннадий Уткинпа килĕшĕп. Роман Чепунов тĕрле афоризмсене ăнлантарса панă пултăр, анчах та чăвашли (çавнашкаллиех) пур пулсан ма ăна илсе кăтартмалла мар? «Çын куççулĕ çĕре ӳкмест» — питĕ хитре те сăнарлă каларăш. Мускавсене асанмасăрах.
2013.04.26 18:33
Аçтахар Плотников
Роман Чепуновăн та лайăх статьисем пур — чăн чăвашлисене ăнлантарса панă чух вуланăçем вулас килет. Шел те, сайтра хутра çеç леккелеççĕ вĕсем. Сăмахран «юлашки» сăмахпа сайрарах усă курмалли пирки.
2013.04.26 18:34
Аçтахар Плотников
Унсăр пуçне чăвашăн тата ытти хитре каларăшсем мĕн чухлĕ? Ма вĕсене ăнлантарса парас мар? Йывартарах пулнипе пуль тесе шутлатăп. //вырăслисене интернетра та тупма пулать — куçар та статья хатĕр.
Игорь Сайман // 1177.19.6259
2013.04.26 18:54
Роман Чепунов ярăмĕнче çав тери расна япаласем пур. Чăваш каларăшĕсем вĕсен хушшинче сав тери сахал. Пĕринче вăл пиар сăмаха ăнлантарма хăтланать, тепринче çĕнĕ вырăссем пирки... Тата ытти те.
Agabazar // 1259-0391
2013.04.26 21:51
Agabazar
Мускав куççуле ĕненмест. Пĕлтерĕшĕ: хăвăн çине çеç шан,- никам та сан хутна кĕмĕ. Çын куççулĕ çĕре ÿкмест. Куççуль тăкни хăçан та пулсан хăйĕн витĕмне кăтартатех тенине пĕлтерет. ПĔЛТЕРĔШĔСЕМ РАСНА ÇЕÇ МАР, ЧАТ ХИРЕ-ХИРĔÇЛЕ! Эппин вĕсене пĕр-пĕринпе улăштараймастăн!
Agabazar // 1259-0391
2013.04.26 21:56
Agabazar
Чăвашсем апла калаççĕ, капла калаççĕ текелесе "лăкăртатма" крлĕ мар пуль. ТЕМЛЕ ТЕ КАЛАÇÇĔ ЧĂВАШСЕМ! Ĕç унта мар... Сăмах витĕмлĕрех, тĕрĕсрех пулмалла — акă мĕн чи кирли!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем