| Agabazar // 3126.18.5031 2012.12.26 00:10 | |
|  | Мĕн килĕшрĕ? Хутшăнакансен пĕрне-пĕри хирĕçлеме именменни. Харкашас шутпа мар, чăнлăха тупас тесе,ĕçе лайăхрах тăвас тесе хирĕçлени. Тĕрĕс, алай-пăлай туса ларнипе çеç ĕç пулмасть çав вăл. Тавлашкаласа илни пĕрре те ытлашши мар. | 
| Владимир // 4845.5.3222 2012.12.26 02:42 | |
| Тимлесех пăхрăм, анчах та каллех халăхăн тĕп шухăшĕсем пирки каламарĕç.Наци идеологийĕ пирки сăмах хускатмалла. | |
| Тимер // 2024.67.9770 2012.12.26 18:08 | |
| Наци идеологи паллă:чĕлхене упрасси.Халăхăмăрăн хăйнеевĕрлĕхне упрасси.Ку вара хăвăнтан тата çемьерен пуçланать.Раççей патшалăхĕнчен,депутатсенчен,шкултан йĕрсе ларса ыйтнипех çур миллион чăваш вырăсланчĕ. | |
| Аксар Чунтупай // 2714.71.1500 2012.12.26 19:10 | |
|  | Тăванăмăрсем, ачана шкулсăр та чăвашла вĕрентме пулать (кăна Микулай тете тĕрĕс калать). Анчах çак ĕçе  ашшĕ-амăшĕ тумасть пулсан, ăна ирĕксĕрех шкулăн тума тивет. Кунта вара тепĕр ыйту сиксе тухать: ачан вĕренеслĕхĕ пур-и, обществăра тăван чĕлхе кирлине (ачана!!!) палăртакан пулăм пур-и,патшалăх ăна вĕренме хистет-и тата ытти те...  | 
| Аксар Чунтупай // 2714.71.1500 2012.12.26 19:10 | |
|  | Тĕрĕссине каласан (ман шутпа), ачана чăвашла калаçма вĕрентес тесен ача тавра тăван чĕлхе калаçăвĕн микросфери пулмалла. Вăл вара - çук. Апла пулсан, çакăнта калаçнин усси пур-ши? Тепĕр енчен,ыйтăва çĕклени те паха... Апла эпир Çĕр çинчен çăмăллăнах çухаласшăн мар... Хамăра епле пулсан та упраса хăварасшăнах! | 
| Владимир // 1333.14.9197 2012.12.26 19:58 | |
| Мĕн-ма Чăваш Çĕршывĕнче Çĕн Çул уявне чăваш чĕлхипе (чăвашла) ирттерейместпĕр. Кам тата мĕн пире кансĕрлет? | |
| Владимир // 1333.14.9197 2012.12.26 20:00 | |
| Паян кăна район администрацин ёлкинче пултăм. Пĕр чăваш ачи те чăвашла сăвă каламарĕ, ертÿçисем пирки сăмах та çук. | |
| Agabazar // 4009.22.5849 2012.12.26 20:46 | |
|  | Тимер:"Раççей патшалăхĕнчен,депутатсенчен,шкултан йĕрсе ларса ыйтнипех çур миллион чăваш вырăсланчĕ."
 Вара мĕн тăвасшăн эсир? Килтен-киле чăвашсене ÿкĕтлесе çÿремелле-шим? Усси пулĕ-ши апла? Кам килĕшĕ килтен-киле ыйткалакан пек çÿреме? Кутран тапса хăваласа ямĕç-и? | 
| Владимир // 3965.57.5200 2012.12.27 01:28 | |
| Çук, никам та хăваласа ямаç, халăхăн тĕп шухăшне(идеологине) тĕрĕс йышăнсан. Анчахта "чĕлхене упрасси, халăхăмăрăн хăйнеевĕрлĕхне упрасси", культура енĕпе кăна халăха чĕртсе, çул тăрăх утма вĕренеймĕпĕр.Халăх тĕп шухăшне(идеологине) официаллă майпах палăртмалла. | |
