Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2251077 хут пӑхнӑ
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Алюш // 1039.8.4424
2012.12.12 16:19

Темăран куçса каймасăр калаçсан, пирĕн паянхи пурнăçра та, иртнĕ ĕмĕрти пурнăçра та паттăрсем пайтах. В интерью журналу "Националь" один наш соотечественник пишет-жить в мире никому не желая зла. Пĕлетĕр-и кам çакна çырнă? Камăн двойная правда: одна для внутреннего пользования, другая- для широкой общественности.
Микуль // 1039.8.4424
2012.12.13 10:17

Сирĕн калаçăвăра валарăм, итлерĕм те çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм= пирĕн халăхăн пуласлăхĕ ку ĕмĕртен малалла мар. Мĕншĕн тесен ХАЛĂХ çук. Пур информаци пĕлекен Сайман, кĕрешме хатĕр Тимĕрпе Тымарлан тата критиклекен Якур, Алюш. Пĕтрĕ. Ыттисем ăшă пÿлĕмре, пенси çине тухса ÿкме хатĕрленеççĕ.
Васса // 1143.6.5867
2012.12.13 19:50
Мана ма сиктерсе хăвартăн?
Микуль // 1457.42.6280
2012.12.14 00:43

Васса, эсĕ то кушак çинчен ыйтатăн, то Архиповăн хырăмĕ çинчен, то тата темтепĕр. Ăнланма çук сана. Архиповăн хырăмĕ çинчен мĕн калаçас, вăл яланах янтă апатпа тулли, кăнтăрта конференци хыççăн хĕртсе килчĕ, вара пурнăç ăнчĕ теме юрать.
Тимер // 2980.58.1062
2012.12.14 11:47
Чăвашлăха упрас тесен кĕрешмесĕр пулмасть.Чи малтан кашнин чура туйĕмĕнчен хăтăлмалла.Хăрамалла мар тата вăтанмалла мар тăван чĕлхепе кашни утăмра калаçма.Аса илмелле эпир аслă та мăнаçлă халăх пулнине.Шел хырăм çинчен кăна шутлакансем халăха позорят.
Васса // 8871.3.8049
2012.12.14 14:10
Хĕрарăм тени çавнашал ĕнтĕ вăл...
Микуль // 1039.8.4424
2012.12.14 20:11

Пирĕн халăх патши Н.Васильевич хĕрарăмсене правительствăра питĕ анлăн усă курчĕ, Васса вĕсен хушшине кĕримарăн штоли. Халĕ те кая мар, ав Линник целăй Академи ертÿçи пулса тăчĕ, хотя Ăс-тăнĕпе санран малах кайман.
Алюш // 6738.419
2012.12.14 22:14

Апла-тăк атăрь Линника халăх Геройĕ ята парар, чăваш хĕрарăмĕ все же. Хамăр хушăри хĕрарăмсен те малалла ăнтăлма шухăш кĕрĕ.
Атнер // 1735.59.3426
2012.12.15 09:28
Линник пĕтерет чăвашлăха ял-хуçалăх академинче.Ахальте чăваш сăмахĕ сахал илтĕнетчĕ вăл çуртра.Ку майра вара пÿтсĕрскер ăçтан йăтăнса анчĕ.Кăравул!Васса ăçта эсĕ!Пуçтар чăваш амазонкисене!
Вихтăр // 2918-3898
2012.12.15 10:04
Линника е урăх хĕрарăма Герой ятне парассине Васса и Ко шутлаччăр. Сайман тата Тимĕр вăл енĕпе ăста. Вĕсем комиççи йĕркелеччĕр. Манран нумай килместь.

Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем