Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2251076 хут пӑхнӑ
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимер // 1029.46.0167
2012.12.20 14:02
Сайман.Таçта аякка илсе ан кай.Паттăрсем хамăр хушăрах пур.Амазонкăсем те.Вĕсенчен пĕри Пăлхарти Валентина йывăрлăхра.Тăнлă сăмахсемсемĕр пуçне конкретно мĕнпе пулăшма пултаран.?
Владимир // 5676.9.5626
2013.01.04 13:07
Николай Горшковăн "Куян гаишник" ятлă сăвă вуларăм. Литературă тĕлĕшĕпе ним те калаймăн, анчах та шухăшĕпе сăнарлăхесем, астăватăп, 70-80мĕш çулсенче тухкалатчĕç. Çыруçăн "конкретностĕ" илĕртет, хушамачĕсене асăнасси çеç юлнă.
Игорь Сайман // 3948.30.0131
2013.01.04 18:20
Тимер:"...Тăнлă сăмахсемсемĕр пуçне конкретно мĕнпе пулăшма пултаран.?"
Эп хама "тăнлă" сăмахсем калатăп тесе каппайланасшăн мар-ха... Ĕнтĕ сан çывăхунта шанчăклă çынсем пачах юлмарĕç-и? Шупашкарта 300 пин чăваш пурăнать. Эс ав таçти темĕнле "Саймана" шыраса çуретĕн.Шырăр хăвăр хушăри паттăрсене.
Игорь Сайман // 3948.30.0131
2013.01.04 18:28
Тимер:"Сайман.Таçта аякка илсе ан кай"

Халлĕхе Агафия Гаврилова пек паттăр хĕрарăм чăваш хушшинче çуралман-ха. Эпир вара унăн "Женщина-гражданка" ятлă кĕнекине те тепĕр хут пичетлесе кăларман.
Игорь Сайман // 3948.30.0131
2013.01.04 18:51
Тимер, ма Валентина Якличева валли пулăшу леш хайхи ГАИ пуçлăхĕпе ГАИ инспекторĕнчен ыйтмарăр? Тен пĕрер пин кăларса паратчĕç пуль?
Тимер // 1758.46.9316
2013.01.04 22:50
Тавтапуç ,Сайман.Тек сан пата ыйту çук.Халĕ ăнлантăм мĕншĕн пире 16мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче "чуваши"теме пуçланă.
Игорь Сайман // 1643.60.3827
2013.01.05 06:10
Хăвна та пысăк тав, Тимер!
Игорь Сайман // 1643.60.3827
2013.01.05 06:17
Васса
2012-12-19 15:54
"Хуть те мĕнле шухăш аталантараканни пултăр, ăна хăртмасăр хирĕçлеме çук-им?"
ЭПИР "ХĂРТНИНЧЕН" ХăРАСА ТĂРАКАН ЙЫШШИСЕМ МАР ВĔСЕМ.
Якур // 1039.8.4424
2013.01.05 10:11
Вулатăп вулатăп та, И.Саймана тутарсем ярса панă пулĕ тетĕп. Кун йĕрки:ПАЯНХИ( е ХАЛЬХИ) ГЕРОЙ ятлă, эсĕ 19-мĕш ĕмĕре илсе каясшăн. Эсĕ( эп тишкернĕ тăрăх) хăв виçĕмкун мĕн çырнине те йĕретлĕ ас тумастăн. Мĕнле чунпа çырма пултартăн çав ГАИсен шăршлă укçи пирки, е вăл иккенне пĕлместни?
Васса // 3875.82.8101
2013.01.05 14:18
Малтан мана тылласа тăкрĕç, халь Сайман çине сиксе ларчĕç, урăххисен пулмалла мар кунта...

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем