Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852317 хут пӑхнӑ
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Игорь Сайман // 2434.80.4273
2013.01.29 20:26
Пурнăç Пурисĕ
2013-01-28 14:28
"Вăрттăн хыпар янă тени вăл черетлĕ теори..."
Нимĕнле теори те мар вăл Ку вăл - тискер практика.
Игорь Сайман // 2434.80.4273
2013.01.29 22:50
Татах Тимер валли http://ru.wikipedia.org/wiki/Хаматова,_Чулпан_Наилевна Чулпан родилась в семье инженеров Наиля Ахметовича Хаматова и Марины Галимулловны Хаматовой[3]. По-татарски имя Чулпан означает «звезда рассвета».[4] По национальности — татарка, однако татарским языком не владеет[5][6]. В юности приняла православие[7][6].
Игорь Сайман // 4067.26.7678
2013.01.29 23:04
Каçарăр, Википедирен илнĕ текста кавычкăпа хупма манса кайнă.
Тимер // 8327.2.8366
2013.01.30 09:20
Тата кама чакалтаса кăларатăр Тутарсене хăвăрн ачусене атте-анне тетерейминшĕн тата чăвашла ят парайманнишĕн.Курман эпĕ папа-мама текен тутар ачине Шупашкарта та Хусанта та.
Якур // 1039.8.4424
2013.01.30 09:43
Чулпан Хаматова Тутар Çĕршывĕн обществăлла-политика деятелĕ, Хусан чиновникĕ те мар, вăл тата "Выдающаяся актриса та мар". И.Сайман кирлĕ-кирлĕ мар тĕслĕхсем Инетран илсе çырма хаклă вăхăтна ан пĕтер, е сана вăхăт шел мар-и? Твори, рамышляй, пиши свое,енчен те эсĕ творчество çынни пулсан -е сана Чăваш-сувар ачисен хĕрÿлĕхне сивĕтнĕшĕн шалу параççĕ-и?
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2013.01.30 10:09
акапасар, ятна чăвашларах çырта та лăплан! "Русский марш" енне туртăнаканнисем е "заскорузлый чуваш"( чăвашсем хушшинче вырăссене темле сăмахпа витекеннисем хамăр хушăрах пур)тесе çухрашакансем вĕсем Пурнăç урапине кустараймаççĕ халлĕхе хамăр ирĕк памасан. Ĕçпе( кантурта мар)пиçĕхнĕ, мĕн тусан мĕн пулса тухассине ăнланакансам пур Халăхра. Вĕсене тилхепе!
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2013.01.30 10:29
И.Сайман Тутарстана е Пушкăртстана уйăхра миçе хут пулать-ши, е Инетра кăна пулăмсене шырать. Тутарстана кайса пурăн наука тĕпчевĕсем тума пĕр çур çул. Посыл Тимера: тутарсем аталанаççĕ. Статьине вуласа тухрăм вăхăта шеллемесĕр. Ним те çук ытлашши унта. Пирĕн ФСБ генералĕ Тихонов ун пеккисене 90-мĕш çулсенче пайтах пичетленĕ.
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2013.01.30 10:36
И.Сайман. Кам Сана сăмах панă пурнăçра тертсĕр, çапăçусăр Пурнăç Урапине кустарма ирĕк паратпăр тесе. Пулмасть ун пек япала нихçан та. Эсĕ ав 5 миллинлă тутар хушшинче Ч.Хаматовăна тупнă та хăвна кăшт Ăс пама тивĕçлĕрех тесе шутлан. Ну туп тепĕр 50 тутар хушаматлă тутарла калаçман çынна, вара мĕн?
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2013.01.30 10:57
И.Сайман: "Эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне пĕлместпĕр. Эппин пĕр-пĕрне нимĕн те кăтартма пултараймастпăр" -анчах та эпир пурнăç шар-шурине курнăскерсем хăш-пĕр япаласене куçа куçăн курмасăрах ăнланма пултаратпăр. Эпир,сăмахран, Н.Федоров командинчи кам мĕн иккенне хăйсене пĕлмесĕрех чухланă, 15 çул иртсен çав Ăнлану пурнăçа кĕчĕ çеç. Тата мĕн каласшăн?
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2013.01.30 10:58
И.Сайман: "Эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне пĕлместпĕр. Эппин пĕр-пĕрне нимĕн те кăтартма пултараймастпăр" -анчах та эпир пурнăç шар-шурине курнăскерсем хăш-пĕр япаласене куçа куçăн курмасăрах ăнланма пултаратпăр. Эпир,сăмахран, Н.Федоров командинчи кам мĕн иккенне хăйсене пĕлмесĕрех чухланă, 15 çул иртсен çав Ăнлану пурнăçа кĕчĕ çеç. Тата мĕн каласшăн?

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем