| Галина Зотова // 2751.06.5391 2012.07.12 08:14 | |
| Игорь Сайман // 1537.98.3152 2012.11.08 19:24 | |
| Республика Пуçлăхĕ Игнатьев Шăнкăртамра пулса чаплă ача сачĕ уçнă. Ячĕ - "Сандугач", тутарларан куçарсан шăпчăк тенине пĕлтерет. Юнашарти Патăрьелĕнче те чаплă ача сачĕ уçма хатĕрленеççĕ. Вывескăсем те хатĕр. Ят чăвашла мар("Сказка").Вăт çакнашкал "парне" хатĕрлеççĕ пире валли. Питех те шел!  | |
| Игорь Сайман // 3656.05.4459 2012.11.08 21:47 | |
| Епле пулса тухать-ха? Тутарсем "ют" республикăра пурăнса хăйсен чĕлхин чысне сыхлаяççĕ, пирĕн вара ку "тăван" республикăра та пулса пыраймасть. Калас пулать, Патăрьелпе Шăнкăртам йĕкĕрешсем пекех, халăх йышĕпе те, ытти енĕпе те. | |
| Игорь Сайман // 3656.05.4459 2012.11.08 22:36 | |
| Тавлашас текенсене малтанах каласа хуратăп: "нумай нацилĕх", "туслăх" тата ытти çавнашкал ăнлавсене аса илтерни ăнăçлă пулас çук, мĕншĕн тесен чăваш чĕлхин ИНТЕРНАЦИОНАЛИЗМЛА ВĂЙĔ ытти чĕлхесенчен пĕрре те кая мар. | |
| Галина Зотова // 1646.34.4997 2012.11.09 07:56 | |
| Шупашкар тăрăх утса пăхсан ют çĕршыв тăрăх утнăнах туйăнать,вывескăсем пурте тенĕ пекех ют чĕлхепе. | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.11.09 12:42 | |
| Мĕн каламалли.Йытă-кушаккусене те вырăсла ят паратăр вĕт-ха.Ачасене е мăнуксене хамăр ятсене хума вара конгресс "куштанĕсен"те хал çитместь.ХĂРУШĂ!   | |
| Игорь Сайман // 1537.3.6754 2012.11.09 13:47 | |
| Çапли çапла та, анчах та ют çĕршыв чĕлхи вырăс чĕлхи тĕлĕнчи тепĕр пĕчĕк АЛЬТЕРНАТИВА, çавна кура пĕтĕмпех пĕрпекленсе каясран кăштах та пулин сыхлать... | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.11.09 14:10 | |
|  | Кампур, Хураçка ятлă йытăсем пур-ши камăн та пулин?
 //ман кушаксем — Тяпа, Тяпук :) Йыттине хам ят паман та — Шарик вăл :( | 

- Ăçталла?
- "Шăнкăрава!"
- Эс тата?
- "Юмаха!"