Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852328 хут пӑхнӑ
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Васса // 3506.47.3879
2012.11.22 16:56
Юрĕ,ухмах мар эс тенишĕн те тавах.Эпĕ мĕнле амăш пулнине пĕлместĕн эсĕ,атя, чарăнар,арçын ăслăрах пулса чарăнасса кĕтрĕм те ....
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.04 09:17

Васса, каçар та, эсĕ шала кĕрсе кайма ан тăрăш арçынсемпе калаçнă чухне. Мусульманпа еврей хĕрарăмĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшсан меллĕрех пулмалла пек. Е сана Жанна Д,Aрк сăнарĕ кăмăла каять-и?
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.04 09:18

Васса, каçар та, эсĕ шала кĕрсе кайма ан тăрăш арçынсемпе калаçнă чухне. Мусульманпа еврей хĕрарăмĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшсан меллĕрех пулмалла пек. Е сана Жанна Д,Aрк сăнарĕ кăмăла каять-и?
Васса // 1447.31.7756
2012.12.04 18:18
Алюш,здравствуйте,сана тата мĕн килĕшмерĕ-ха,Кураковсене çитĕнтернĕ чух ,паллах, амăшсем кăна айăплă, ашшĕсем лавкка умĕнче сăра ĕçсе тăнă е Мускава туха-туха кайнă,çак килĕшмерĕ-и, ăçта пирĕн арçынсем,мĕншĕн вĕсем хĕрарăмсене çеç вырăн кăтартма пултараççĕ, эп хам вырăна пĕлеп...
Атнер // 3513.83.6407
2012.12.04 19:28
Тимер вăл çавăнпа Тимер.Если ты мудр не противоречь:богачу правителю ребенку старику аскнту мудрецу ЖЕНЩИНЕ дураку и учителю тенĕ Платон.Тăнлă çын пулнă вăл.
Атнер // 3513.83.6407
2012.12.04 19:28
Тимер вăл çавăнпа Тимер.Если ты мудр не противоречь:богачу правителю ребенку старику аскнту мудрецу ЖЕНЩИНЕ дураку и учителю тенĕ Платон.Тăнлă çын пулнă вăл.
Игорь Сайман // 2943.88.3813
2012.12.04 21:45
Жанна Д'Арк тарам-ха. Мана Голда Меир, Тансу Чиллер, Фаузия Байрамова е, калăпăр, Майя Плисецкая сăнарĕсем аса килчĕç. Мĕнле "еврей", мĕнле "мăссăльман"? Ман шутпа, пуринчен те пĕр пекех ыйтмалла:арçын-и унта, хĕрарăм-и...
Игорь Сайман // 2943.88.3813
2012.12.04 22:39
Атнер:"...тенĕ Платон.Тăнлă çын пулнă вăл" Çапла пуль-ха та, анчах та вăл(Платон) нихçан та вырăсла калаçман...
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.05 09:04

Васса, хĕрарăмăн хăйĕн вырăнне питĕ лайăх пĕлес пулать: Сцена çинчен В.Сергеев кулăш ăсти паллах хулăмрах йĕплеть-арçынсем Мускавра укçа çапаççĕ, арăмĕсем вара ... . Ку шÿт вырăнлине яла кайса пĕр уйăх пурăнсан ăнкарса илетĕн, паллах хулара мĕнлине тавçăратпăр çеç( йĕрлесе çÿрени илемсĕр япала).
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.05 11:22

эсир тата Израиль çĕршывне Голда Меир туса хунă тесе мана ĕнентерме ан тăрăшăр-ха( политикăра строкасем хушшинче информаци вуламаллине те ăнланатпăр эпир).

Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем