Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Вырӑсла юрӑсем

Аçтахар Плотников04.11.2011 22:205092 хут пӑхнӑ
Эпир, чӑвашсем, питӗ толерантлӑ халӑх. Ку пирӗнре ытлашшипех те. Сӑмахран, хӑна килсен чӑваш ун валли тем тума та хатӗр. Хӑй ҫимесен те хӑнине тӑрантарса ятарех.
«Аксар» дискӗсенче тӗл пулакан пӗр япала* мана ытла та кӑмӑла хуҫать. Юлашки вӑхӑтра тухакан mp3 пуххисенче шельмӑсем яланхи пекех вырӑсла юрӑсем кӗртме пуҫларӗҫ. Диска итленӗ чухне (уйрӑмах юрӑсен йӗркине ӑнсӑртран илмелле лартсан) ҫав вырӑсла юрӑсем тухсан мана, сӑмахран, питӗ тарӑхтараҫҫӗ.
Вырӑсла юрӑсене, тен, толерантлӑха кӑтартма лартаҫҫӗ? Тем тесен те вырӑслисене итлеме юратакансем тӑватӑ юрӑшӑн чӑвашла диск туянмаҫҫех ӗнтӗ. Вӗсем валли вырӑсла дисксем те пайтах. //сӑмах май, чӑваш концертчӗсенче вырӑсла юрӑсене кӗртнине те нимӗнле ӑнланмастӑп. халӑх чӑвашла итлеме килет-ҫке! Чӑвашлисем кирлӗ. Вырӑслисене шӑрантарнӑ чухне те хӑш-пӗрисем кӑмӑлсӑрланнине сахал мар курнӑ...
Вырӑсланнисен хушшинче чӑвашлӑха сарас тесен пачах урӑхла тумалла. Сӑмахран вырӑсла калаҫнӑ вӑхӑтра чӑвашла пӗр-ик сӑмах кӗртсе лартни калаҫакан чӑваш чӗлхине пысӑкрах шайра хакланине пӗлтерет. Чӑвашла калаҫнӑ вӑхӑтра вырӑсла сӑмахсене хушни — ҫав ҫын вырӑс чӗлхине аванрах пӗлнине, вӑл ӑна хӑй ӑсӗнче пысӑкрах хак панине кӑтартать. Урӑхла мар.
Ҫавӑнпа та чӑвашла дискра пӗр-ик вырӑсла юрӑ пулни чӑвашлисен шайне питӗ вӑйлӑ чакарать.
Эп вырӑсла ан юрлӑр тесшӗн мар. Юрлаччӑр. Анчах вырӑслисене уйрӑммӑн кӑлармалла, чӑвашлисемпе хутӑштармалла мар. Пачах урӑхла — вырӑслисене кӑларнӑ чухне пӗр-ик чавашла юрӑ хушсан вӗсен витӗмӗ самай пысӑк пулӗ. //тӗрӗссипе вырӑсла юрӑсене вырӑссем юрламалла ӗнтӗ... чӑвашсем мар.
______
* ытти килӗшмен япаласем пирки ҫырмӑп. «Аксар» тем тесен те йӑнӑшсем те сахалтарах тума пуҫланӑ, ытти енчен те лайӑх улшӑнусем пур.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем