Ку Ҫӗнӗ ҫула ялта кӗтсе илтӗм. Пӗрре те каяс килмесчӗ унта малтан. Аннепе аттене тахҫанах курманнипе ҫеҫ ялалла кайрӑм.
Халь пӗрре те кулянмастӑп!
31-мӗшӗнче каҫпа ял клубне тухрӑмӑр. Вӑт тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм вара!!!! Кунта ҫур ял пуҫтарӑннӑ пулӗ!!! Ватти те, вӗтти те пур клубра!Чӑрӑш тавра хоровод тӑваҫҫӗ, такмаксем калаҫҫӗ, сӑвӑсем вулаҫҫӗ аслисем те пӗчӗккисемпе пӗр танах!
70 ҫулхи карчӑксем те тухнӑ ҫак уява!!!!
Ялӗ пӗчӗк ҫеҫ пулсан та, клуб лӑк тулли!
12 хыҫҫӑн тепре тухрӑмӑр. Ҫынсем килӗсене кайман та тейӗн!!! Клуб, ҫыннисемпе пӗрле, ташласа ҫеҫ тӑрать!
Хампа пӗрле юлташ ачине илсе аннӑччӗ. Вӑл пит тӗлӗнсе те савӑнса кайре вара хулана. Пирӗн ялсем 10-15 ҫул каяллах кунашкал пӗрле пуҫтарӑнса уявлама пӑрахнӑ тет.
Вӑт, усал сӑмахсем ялта ҫамрӑкки те, ватти те ӗҫме ҫеҫ пӗлет, ӗҫлемес тесе сӑмах сараҫҫӗ. Пӗрре те ун пек маррине ӑнласа килтем халь :)
Кун пек хаваслӑ кӗтсе илсе курманччӗ-ха Ҫӗнӗ ҫула!
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.