Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Утса тухрӗҫ...

Аçтахар Плотников23.06.2011 22:114329 хут пӑхнӑ
Пӗлтӗр Республика кунне палӑртакан уявсене кайса курманччӗ. Ҫапла май кӑҫал та пулин хальхи вӑхӑтра вӑл менле иртнипе пуллашас килчӗ. Шел те, курни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ.
«Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» фестивале хутшӑнакансен театризациленӗ утӑвне ман шутпа (тӗрӗссине пӗлместӗп те...) ытти ҫӗршывсенче иртекен карнавал евӗр йӗркелесшӗн пулнӑ. Чи малтанах вӑл республика шайӗнче иртнӗ, кайран ун шайне хӑпарта-хӑпарта Раҫҫей тулашнех тухса кайнӑ — утӑва хутшӑнакансем хушшинче италянсем те, сербсем те, белоруссем те пулнӑ, хутшӑнаҫҫӗ те. Анчах уяв кӑкӗ ӑҫта пулнине манса кайни питӗ япӑх. Енчен те малтанхи ҫулсенче (2006, 2007) чӑвашри пултарулӑх ушкӑнӗсем хыҫалтан та пулин утӑва хутшанатчӗҫ пулсан — халь вара вӗсене чӗнмен те пулас. Пӗр «Уяв» ушкӑн пур ӗнтӗ...
2006 ҫулхи утӑва асилетӗп, 2007-мӗшне (малараххисене курман). 2008 ҫулхине ӳкернине халь те «Чӑваш тӗнчи» сӑнсен галерейине вырнаҫтарман-ха... Чӑн та япӑхрах та япӑхрах иртетчӗ. Халӑхӗ те малтан ытларах хутшӑнатчӗ — ҫул тӑршшӗпе кӗперленсе тӑратчӗ. Паян вара ҫав ушкӑнсем сарлака ҫул ҫинче ытла та тӑлӑххӑн курӑнаҫҫӗ. Ҫанталӑкне те айӑпа кӗртес ҫук — чӑн-чӑн хисеплӗ уяв пулнӑ пулсан халӑх ниме пӑхмасӑр курма тухатчӗ. Ҫак уяв шайӗ ҫӗкленейменни ман шутпа тӑван республикӑри ушкӑнсене хисеплеменнипе ҫыхӑннӑ. «Уяв» ушкӑн вырӑнне илес пулсан — малта пулин те вӗсен вырӑнӗ хисеплисен шутӗнче пек туйӑнмасть. Вӗсен умӗнче те параппанҫӑсем, хыҫӗнче те — пан! пан! ҫапса пыраҫҫӗ. Урапан пиллӗкмӗш кустӑрми пекех туйӑнчӗҫ вӗсем мана... Чӑваш тумлисем Казахстанран пурччӗ пулас, тата Тӗмен тӑрӑхӗнчен. Ыттисем те куҫа лекмерӗҫ, курмарӑм.
Утӑва эп кӑҫал «Чувашия» хӑна ҫурчӗ патӗнче кӗтсе илтӗм. Вӗсене хирӗҫ утса пӗр ҫирӗм сӑн тунипех ҫырлахрӑм — малтанхи ҫулсенчи ҫитменлӗхе пӗтерменни, вӑл тата та тарӑнрах тымар яни ман кӑмӑла пӑсрӗ — эп вара килелле уттартӑм.
Ыран Ҫӗрпӗве кайса курас теп-ха. Хутшӑнакансен теат(ӑ)рланӑ утӑвӗ унта та пулмалла. Тен тулли версине (пур хутшӑнакана та) унта кӑтартӗҫ....
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2011.06.24 22:13
Аçтахар Плотников
Çĕрпӳре те паян чăвашри ушкăнсем çукччĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем