Тимер // 8568.8.6851 
  2011.05.10 21:25  | |
Саккун ирĕк панă пире пур çĕртете тăван чĕлхепе усă курма:вокзалта,почтара,лавкара. Пирĕн хал çитместь ыйтма. Тымарланпа Илле Иванов чăвашла ыйтнине тивĕçтермесен тата кÿрентерсен суда параççĕ. Хÿтĕлеççĕ чĕлхемĕре. Кĕрешеççĕ.Халлĕхе иккĕшĕ кăна.  | |
Тимĕрке Митяй // 3125.60.8464 
  2011.05.11 13:41  | |
Тимер2011-05-10 21:25 
 Пирĕн хал çитместь ыйтма. Ман шутпа, питĕ тĕрĕс çырса патăн. Как та пулин Шупашкарта чăвашла заявление çырнăччĕ-ши, çырса парăр ха тархасшăн,влась çынсем мĕнле хуравлаççĕ питĕ пĕлес килеть.  | |
Тайр // 3471.07.5415 
  2011.05.12 10:35  | |
Чăвашла çырнине патшалăх органĕсенче йĕркеллех йышăнаççĕ.Хуравĕ те чăвашлах.Хăш чухне çирĕпрех ыйтма тиветь .паллах.Сăмахран,Тымарлан адвокат судсене пĕтĕмпех тăван чĕлхепе ирттертереть.  | |
Пуян // 3102.29.9914 
  2011.05.12 21:50  | |
Пăлхар хулине кайма шут пулсан ăçта тата камран пĕлмелле?  | |
Тимер // 8568.8.6851 
  2011.05.15 21:44  | |
Чĕмпĕртен кашни çулах Мустаев йĕркелет Пăлхара каяссине. Шпашкартан тĕрлĕ ушкăнсем çÿреççĕ. "СУВАР"фонд июнь уйăхĕнче кайса килме хатĕрленеть. Çак сайтра пĕлтерÿ пулать.  | |
Силюка Валери // 1437.98.2811 
  2011.05.22 12:12  | |
Суварсен Таяпа,Тикеш хулашĕсене туристсене илсе кайма шухăш çук-ши?   | |
Тимер // 8568.8.6851 
  2011.05.25 17:09  | |
Юхма тата профессор Тафаев кашни çулах Таяпа тата Тикеш тăрăхне ушкăнсене илсе каяççĕ. Суварсен халлĕхе Пăлхарта йĕрке тумалла. Тата ытти проектсем пур кун йĕркинче.  | |
Силюка Валери // 1651.61.3537 
  2011.05.27 21:52  | |
Аякри тăванăн усси çук. Мĕн туса усăллă пулам-ши,сирĕншĕн суварсем...  | |
Атл // 2429.15.7601 
  2011.05.28 19:20  | |
Карачаево-балкарцы -сувары с кыпчакским языком  | |
Тайр // 2627.54.0281 
  2011.06.02 15:32  | |
Суварсем пур Чĕмпĕрте,Кĕтерне хулинче,Хусанта,Пушкăртра.Республика кунне уявлама пухăнăпăр Шупашкарта.Пурне те йыхравлатпăр.  | |
