Тимер // 8568.8.6851 
  2011.04.19 07:09  | |
Чурара çуралнă çын чурарах пурăнасшăн. Кам каланă-ха"...Каждый день по капле выдавливать из себя чувство раба"тесе.Чеховчĕ пулас?  | |
Анатсем // 2882.54.1707 
  2011.04.19 13:05  | |
«Камсем эпир?» ,- тесе ыйтать Шанчăк. Паллах, чăвашсем. Чăваш пулар та пĕрле утар!  | |
Атл // 1937.51.8407 
  2011.04.19 14:07  | |
Suas..
 arsuas....Arsuasen  | |
Елена // 2666.09.2156 
  2011.04.20 15:26  | |
Сирĕн çырăвăрсене вуласа çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне çите пуçларăм: ЭПИР КАМ ИККЕННЕ ПĔЛМЕСТПĔР! Апла пулсан мĕншĕн шавлатпăр-ха? Пире хăть те мĕнле чĕнсен те çавах иккен. Хăть чăваш, хăть сăвар, хăть пăлхар, хăть çын?! Пирĕн атте-анне кам пулни те çавах пулĕ: хăть тарçă, хăть вăр-хурах, хăть çын вĕлерекен…   | |
Елена // 2666.09.2156 
  2011.04.20 15:32  | |
Атте-анне кам пулни темех мар, мана ман ятшăн хисеплеççĕ тетĕр-шим?  Чăвашсем çичĕ сыпăк таран тăвансене пĕлсе хутăшса тăнă. Çакна тума пултарайманни çур чăваш шутланнă. Халăхăн хăть 7 ĕмĕр таран хăйĕн историне пĕлмеллех пулĕ. Халăх вăл 3-4 ĕмĕр хушшинче çуралса  мил таран çитеймест. Пирĕн истории чылай тарăнрах.   | |
Елена // 2666.09.2156 
  2011.04.20 15:35  | |
Çакна вулакан кашни чăвашран, сăвартан, пăлхартан ыйтас килет: ЭСИР ТĂВАН ХАЛĂХ КУН-ÇУЛНЕ 7 ĔМĔР ТАРАН ПĔЛЕТĔР-И? Пĕлместĕр пулсан – эсир çур çын кăна. Вĕсен шутне эп хама та кĕртетĕп  | |
Atl // 2557.47.9024 
  2011.04.20 18:32  | |
Р.Х.Амирханов:"Организаторы переписи, в отличие от историков, татар «вывели» из состава тюрков."  | |
Atl // 2557.47.9024 
  2011.04.20 20:16  | |
Тимĕрçĕсем авалтанпа, тен Булгарсен кĕмĕль укçине те тунă пуль, лашасене подкова ларттарма вĕсем патне пынă пĕтĕм округран.  | |
Тимер // 8568.8.6851 
  2011.04.21 12:06  | |
Шанчăк каланă сăмахсем тарăн щухăша яраç. Чăннипех-те тăван халăхăн шăпи чуна ыраттарни куçкĕретех. Пысăк тав сана пире те çавăн пиркиех шутлама чĕнсе каланишĕн. Тен,майĕпен,хамăр историпе кăсăкланса халăх вăранĕ те хăйне хисеплеме пуçлĕ. "Иван не помнящий родства" ан пултăр пирĕн хушăра.  | |
Елена // 2666.09.2156 
  2011.04.23 16:43  | |
Калăр-ха,  пуçлăх ачи, вăрă ачи е ашшĕ-амăшне пĕлмесĕр пурăнакан ача хăйне ыттисен хушшинче мăнаçлăрах, килĕшÿллĕрех тытать? Вăрă ачи те ашшĕ-амăш пуррипе мăнаçлăрах. Тăлăха - туратпа перĕнни те пĕренепе çапнă пекех туйăнать.   | |
