Атл // 1144.31.3791 
  2011.05.11 19:39  | |
Мускавсен те ял курас килет- сывлăш уçă, мунча,вăрманта кăмпа-çырла,ĕçлеме-чăвашла кшт ăнланма пуçлĕç, ялтисем сĕт-тăпăрч сутĕç,квартира ярса укçа илĕç..Дауфшопинг модăра халь.   | |
Тимер // 8568.8.6851 
  2011.05.11 23:00  | |
Тури чăоашсен ойрăмах пысăк трагеди. Яковлева пола хамăрăн ати-апин чĕлхи пĕтнĕпе пĕрех. Вырăсĕ те,чăоашĕ те порте пере хирĕç.Пĕр Ашмарин анчах пере майлă полнă.Ученăйсам  пĕлеççĕ:вирьялсан чĕлхи авалхи соуварсен опранса юлнă чĕлхе.  | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 
  2011.05.11 23:30  | |
Турипе анатри çине пайласси пĕрре те тĕрĕс мар. Ман пĕрре те чăвашсене çармăссене евĕр тăвас килмест. Икĕ чĕлхе пулнăран савăнмаççĕ пуль вĕсем — икĕ хут ытларах вăй хурса ĕçлеме тивет вĕсен. Википеди уçас пулсан — иккĕ уçмалла (туçи тата улăх çармăсĕсен)...
 Диалектсем пурри пĕрре те япăх мар — вăл пирĕн чĕлхене пуянлатать (уйрăмах, литературăна илем кӳрет).  | |
Елена // 2666.09.2156 
  2011.05.16 09:09  | |
Диалектсем пурри пĕрре те япăх мар — вăл пирĕн чĕлхене пуянлатать (уйрăмах, литературăна илем кӳрет.
 Эп те çапла шотлап. Атти-апи теме чарса атте-анне тетереççĕ пулсан эп лучшĕ мама-папа теп.тури диалект сăмахĕсене вара литература чĕлхине кĕретесшĕн мар. Ни паранкă, ни çитар, ни мамакпа маçак... Лексика диалектизмĕсем чĕлхене пуянлатни пирки вара калаçасшăн та мар.  | |
Елена // 2666.09.2156 
  2011.05.16 16:48  | |
тури диалект паха уйрăмлăхне эпир авалхи тĕрек чĕлхи вĕреннĕ чух уйрăмах аван сиснĕччĕ.  | |
Тимер // 8568.8.6851 
  2011.05.16 22:51  | |
Çармăссем икĕ чĕлхе пулнăран кулянмаççĕ. Манăн атти,маçок,мамок ухмахсем пулнă-и? Вĕсем поплянă,сысна поснă,хоная çÿренĕ. Турисен паянхи кон та çапла поплямалла. Çырăвĕ вара Яковлевăнни пек пултăр халлĕхе.  | |
Силюка Валери // 1437.98.2811 
  2011.05.22 11:19  | |
Сан шухăшупа килĕшмелле Тимĕр,ăсчахсем каярахпа татса парĕç,хăш сăмахĕ чăвашăн пулать хăшĕ кÿршĕ халăхран ильни. Васкаса тумалли ĕç мар. Паян калаçар атте -анне чĕлхипе. Пуянрах пулатпăр,историшĕн те паха.  | |
Силюка Валери // 1437.98.2811 
  2011.05.22 11:51  | |
Ялĕ-ялĕпе пурăнаççĕ чăвашсем тулайра,вĕсем калаçнине итлесе савăнасчĕ,юрри -ташшине,йăли-йĕркине ÿкерсе юласчĕ,упраса хăварасчĕ...  | |
Елена // 2666.09.2156 
  2011.05.25 16:21  | |
Чăваш видеоне уçласа лартăм. Çукпа пĕрех. Тен, эсир кирлĕ сайтсене пĕлтĕр. Шкул ТВ тата Сувар ТВ йăлтах пăхса тухрăм.
 Маттурсем, пысăк ĕç тăватăр.  | |
Элпи // 2666.09.2156 
  2011.06.15 09:38  | |
Камсем, камсем тесе ыйтатăр, пĕтсе пыракан халăх. Истори çук-тăк - халăх та çук!!!
 Чăваш халăх историйĕ питĕ кăткăслантарать. Шель, пирĕн библиотекăра вара нимĕнле кĕнеке те çук пек темелле. Пуррине те шкул ачисем-и, те учительсем илсе кайнă та - мана валли çук.  | |
