Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Надписи в Болгарии переводятся с чувашского.

11.02.2011 01:3837608 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Иранское происхождение болгар. Надписи переводятся с чувашского. Читайте на сайте mosentesh2
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Atner // 8568.8.6851
2011.03.18 16:28
Кубрат ан васка. Моисей еврейсене хĕрĕх çул хăваланă пушхир тăрăх. Чуралăхра пулнса курнă юлашки еврей виличчен. Пăхăр халĕ:еврей пиччесем тĕнчене тытса тăраççĕ. Пилĕкçĕр çул колонинче пурăнса ирĕклĕхпе мăнаçлăх мĕнне манса кайнă,паллах,эпир. Пирĕн халăха вырăссем "чуваши"тесе чĕнме пуçланă вăхăтра эпир питĕ хавшак пулнă. Халĕ те çавăн пекех. "Хоть горшком назовите-только в печь не сажайте"-тенĕ пек. Ăçтан пирĕн осетинсемпе якутсемпе танлашас-вĕсем вĕт ХАЛĂХ!
Atner // 8568.8.6851
2011.03.19 00:46
Ниеплете сувар-пулкарсем хăйсен ирĕкĕпе хăйсене "ЧУВАША"тесе калама пултарайманнипе паянхи кун нумайĕшĕ ăнланаççĕ. Хирĕç тăма питĕ хавшак пулнă халăхăмăр. Черемиссем,вотяксем,якутсем,осетинсем-пур хăйне хисеплекен тата вăйлă халăх хăйĕн авалхи мăнаçлă ятне тавăрма пултарнă,темле йывăр пулсан та. Чăваш,,уйрăмах çамрăк ăру хăрушла вырăсланса пырать. Кĕнеке çамрăк ăру вуламасть. Шкулта вĕрентнин усси курăнмасть-тарăхтарать кăна чăваш ашшĕ-амăшнех. Ниепле те "чуваши"пуласшăн мар авалхи сувар халăхĕ. Çав вăхăтрах çĕршер çын юлашки переписьре хăйне "сувар" тесе çырни шухăшлаттарать тата халăх вăранма пуçланнине кăтартать. Ку пулăм ,паллах,пурне те килĕшме пултараймасть. Лăпкă та хирĕç тăмасăр пурăнтарасшăн пире хăшĕ-пĕрисем.
Владимир // 6066.9.7171
2011.03.19 11:57
Админ:"Авалхине асра тытса унта таврăнни мĕне кирлĕ вăл?" Админ шучĕпе авалхи ятсене илнине каялла кайнă пек пулать. Анчах та пурте авалхи ятсемпе çÿреççĕ, çынсем те. Киносем аваллăх çинчен ÿкереççĕ, чуваш тенине калас килместь пулсан,ма вара ăна вăйпа калаттармалла. Чăваш тесе хамăра каланипе, ыттисен умĕнче чуваш тени пĕр мар. Чăваш тени пирĕншĕн хамăршăн сакральнăй смыслпа пулсан, вырăссемшĕн чуваш тени пачах урăх смыслпа, Даль сăмахлăхĕ урлă.
Пер херарам // 1364.19.1740
2011.03.19 17:20
Вырăссем чăвашсем çине кăна мар, ытти халăхсем çине те темле пăхаççĕ,сана вырăссем мĕнле пăхни çеç пăшăрхантарать пулас,ку вăл веç сан проблему кăна,лайăх вырăс пурне те хисеплет,апла пулсан сан вырăсу та вăл сан пеккиех.
maria77 // 2305.71.8147
2011.03.20 01:09
Мĕне кирлĕ пер херарама пулкарсен мăнаçлă ятне тавăрассине чăрмантарма. Чăваш тени пĕтместь. Пулкар тени вырăссемпе хутшăнса пурăнакансене авантарах, халăхăмăра упранса юлма пулăшать. Нумай чăвашсем, чăваш тĕнчинчен тухса çÿременнисем хăйсем пулкар ячĕпе те çÿренине,пулкар пулнине туйса та юлмĕç.Вырăссем хисеплени çинче мар, хамăра упранма кирлĕ вăл истори ячĕ.
Тимерсень // 2444.2.4009
2011.03.20 14:07
Мария77 тĕрес калать, чăваш тени чăваш ялсенче аван. Анчах-та ялран тухса кайнă хамăрăн ачасем Мускавра-и, Чул Хулара-и, е Воронежра-и, хăй чăваш ачи пулнине пытарса паурăнат. Камтăр-та пулма хатĕр, только чăваш мар. Чăваш пулнинпе вăтанат. Инçĕ каймалла мар, вара Шупашкарта темиçе хут пултăм. Хам чăващла калаçма тытăнмасан, никамта калаçмаст. Калаçма-та вăтанса калаçаççĕ. Хăна çÿртенчĕ ĕçлекен хĕрсем сĕтел айенчен пек вăртăн кăна , йери-тавра пăхса чăвашла калаçаççĕ. Пирĕн ачасем пурте Пер Херарăм пек ăнлануллă пулнă пулсан, чăваш йыше те чакман пулĕчче.
Atner // 8568.8.6851
2011.03.20 20:01
Паллах чăваш пуласшăн мар çамрăк ăру. Вĕсене улталаймастăн"Чуваши;сăмахи хăех вăл ниепле те мăнаçлăх параймасть. Çавна пулах халăх писателĕсен,артисчĕсен академикĕсен мăнукĕсем чăвашла пĕлмеççĕ,мĕншĕн тесен çемьисенче калаçмаççĕ тăван чĕлхепе. Ялсенче вара эрех хуçаланать.Хĕрарăмсем те банлатараççĕ.Йĕркеллĕ халăхăн:тутарсен,чеченсен е мăкшăсен пулма пултарать-и кун пекки?
Пер херарам // 8684.3.8804
2011.03.20 21:04
Туятăп:сирĕн хăвăрăн ачăрсем те чăваш пулнишĕн вăтанаççĕ,
мĕншĕн тесен хăвăрăн шалта чăвашлăх хăвачĕ çук.Хăна çурчĕнчи хĕрсем хăвăр çăвар тулли чăвашла калаçнă пулсан чăвашлах хуравланă пулĕччĕç.Ялта çынсем эрех ĕçнипе чăващла манаççĕ тесшĕн-и вара эсир?Çапла пулмасăр,кĕтсех тăрăр.Ачасем вĕсем çитĕннисене курса вĕренеççĕ.Тин кăна телевизорпа пĕр казах:"Ман арăм- чăваш ",-тесе калама вăтанмарĕ те эсир аванмарланатăр,унсăр пуçне тата кун çинчен çырма та именместĕр вĕт-ха, сирĕн ачăрсем вĕсем ни чăваш мар, ни вырăс мар, так себе,ни рыба,ни мясо.
Владимир // 1621.3.7853
2011.03.21 00:45
Вăтанатпăр, ан вăтанăр тенипе вăтанма пăрахмăпăр. Шалта чăвашлăх пулман пулсан кунта çырса та лармаспăрччĕ. Пăлхар е пулкар (булгар) тени кирлĕ пире, вара вăтанмастпăр."Чăвашсем вĕт пулнă çке пăлхар, ас ильсен чĕреçĕм ман çунать"- Петĕр Хусанкай тĕрĕс çырнă, мăнаçлă ят чĕрене çунтарать, хăватлантарать. Этемлĕх ку тарана çитиччен урăх меслеть шутласа кăларман, модернизаци тăвас тесен, япăх ĕçсене лайăхлатас тесен авалалла пăхмалла, авалхи мăнаçлă ятсене тавăрмалла, вара тин вăтанма пăрахатпăр. Милицинче те йĕрке пĕтнĕрен, милицисене хисеплеме пăрахнăран, Раççей президенчĕ милици хушшинче йĕрке тума тытăнассине малтанхи полици ятне каялла тавăрса тытăнмалла туса хучĕ. Эпир те чуваш тенине хисеплеме пăрахнă. Çавăнпа вăтанатпăр чуваш сăмахран.Пирĕн айăп çук кунта. Астăватăп, сакăрвуннăмĕш çулсенче, анчах Шупашкара килсен, эпĕ ун чух шкул ачи, пĕр паллакан чăваш тытăçса хирĕçсе кайнă та, тепĕр чăвашне, чувашин,чувашин тесе вĕтелеть,вĕсем пиртен тем тери малтан ăнланнă чуваш тени вĕтелемелли ят пулнине.Халĕ эсир чуваш тенинчен вăтанмалла мар тесе,чăннипе çав чăвашсен,ĕлĕкех пĕр-пĕрне чуваш чуваш тесе вĕтелекенсен шухăшĕсене улăштарасшăн , пирĕн шухăшсене мар. Ку пĕр тĕслĕх кăна. Пирĕн пеккисем, чуваш тенинчен вăтанакан чăваш каччисемпе хĕрĕсем, анчахта чăвашлăхра юлас текенсем пинĕ-пинĕпе. Булгар тенине тавăрнăшăн чăвашлăх пĕтместь, хамăршăн чăваш тени юлать вăл,сирĕн те нимĕн те чакмасть. Хамăра, хамăр ята хисеплеме вĕренмелле, чуваш тенине никам та хисеплеме тытăнмасть.Булгар тени ирĕклĕ асаттесен ячĕ,хисеплĕ ят. ."Чăвашсем вĕт пулнă çке пăлхар, ас ильсен чĕреçĕм ман çунать"- Петĕр Хусанкай,тепре те тепре çырас килеть çак мăнаçлă поэтăн мăнаçлă йĕркисене. Ăнланатăп, хăш пер çынсем (херарамсем) пĕтĕм улшăнăва хирĕç,вăл улшăнусем хăйсене пĕр енчен те чăрмантармасть пулсан та. Улшăнусемсĕр пурнăç, чăвашлăх аталанмасть.
maria77 // 1771.9.0410
2011.03.21 07:13
Сувар-пулкарсем маттур, чăвашлăха упраса хăварас тесе мероприятисем ирттереççĕ. Анчахта çав йăласене ирттернĕ чух ваттисене чĕнсе, пулкар тусан мĕнле-ши тесе вĕсен шухăшĕсем çине пăхса ман шутпа тĕрĕс мар тăватăр. Люди старшего поколения не подвержены модернизации в принципе. Если бы президент Медведев спрашивал у старых милицейских генералов в отставке, -возвращать ли милиции старое название полицию-, до сих пор бы закон не начали даже обсуждать, а о переименовании милиции осталось бы только мечтать. Любое предложение о модернизации старшее поколение воспринимает как упрек в свой адрес. Надо стараться работать побольше с молодежью. Тата пирĕн чăваш президенчĕ патне хамăр шухăшсене çитерме тăрăшмалла.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем