Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Надписи в Болгарии переводятся с чувашского.

11.02.2011 01:3837609 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Иранское происхождение болгар. Надписи переводятся с чувашского. Читайте на сайте mosentesh2
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

elbi-21 // 2666.09.2156
2011.03.21 09:14
Эпĕ сирĕнпе питĕ килĕшетĕп. Çамрăксемпе, ача-пăчасемпе ĕçлемелле. Çамрăксем - хура çĕр пек. Мĕн акатăн - çав вăйлăн аталанать. Халăх туйăмне аксан, халăх темиçе çултан ураланĕ. чĕлхе пĕтет, вĕреннин усси çук тесен, темиçе çултан чĕлхе те пĕтĕ.
Тĕнчене улăштарас тесен 30-50 çулхисемпе мар, 10-20 çулхисемпе активлă ĕçлемелле.
Тайр // 4124.11.7990
2011.03.21 09:42
elbi-21 питĕ тĕрĕс калать.Çамрăксем çине кăна шанчăк-вĕсемпе ĕçлетпĕр.
Пер херарам // 1827.73.8956
2011.03.21 20:26
Ну, калăпăр, сувар ятпа çÿреме пуçларĕç тет, хулара çуралса ÿснĕ çамрăксем, вара мĕн вĕсем чăвашла калаçма пуçлаççĕ-и, йăла-йĕркесене тытса пырĕç-и, вĕсен ачисем чăвашла вĕренĕç-и, мĕн улшăнĕ? Суварсен йышĕ ÿсĕ-и? Малалла мĕн?
Пер херарам // 1827.73.8956
2011.03.21 20:49
Вон народ на полном серьёзе думает, кем лучше записаться — булгарами или суварами. На полном серьёзе, абсолютно не разобравшись в этнониме чуваш собираемся от него отказаться, так как этот этноним на русский слух звучит некрасиво. Якобы не красиво. Но это же смешно и грустно, что мерим самих себя по русской мерке. Притом не по мерке образованных русских людей, интеллигентов, а по мерке каких-нибудь несчастных забулдыжек, которых-то поди и сами русские стесняются. И вот этим забулдыжкам и дуракам слово чуваш кажется смешным и некрасивым, ибо среди всех слов на ч в своём родном русском языке эти люди прежде всего вспоминают слова чувак и чушка, а слова чудо, чувство, честь эти дурачки возможно и позабыли. И вот из-за таких "русских" маргиналов мы зачем-то стали стесняться слова чуваш. Именно так! И придумываем себе историю. Так этим людям и название русские кажется смешным и нелепым, читала таких аффторов. И что нам на них ориентироваться? Из-за того, что наша история выдумана нашими деятелями, да ещё и в разных вариантах, серьёзные взрослые люди перестают ею интересоваться, переключаясь на реальные дела.(Хĕвелпи)
Atner // 8568.8.6851
2011.03.21 22:44
Паллах.Сувар теме пуçласан вĕсем хăйсене ниепле те вырăс тесе каламаççĕ. Сувар вăл чăвашах пирĕншĕн. Хăйсене ниепле те халиччен чăваш темен çын савăнсах сувар теме пуçланинче мĕе япăххи пур? Суварăн вара тăван чĕлхене пĕлмелле-ку тĕп условисенечен пĕри. Унсăрăн вăл катăкрах. Сувара намăс тăван чĕлхене пĕлмесен,ачисене вĕрентмесен. Суйса каламастăп:кĕске вăхăтрах улшăнать çын хăйне сувар теме пуçласан. Йăла-йĕркесене çĕнĕрен тытма пуçлать. Суварсен нумайĕшĕн ачисем:Атилла,Азамат,Атнер,Арслан,Эмиле,Тайпи е вырăсла малтан ят панă пулсан халĕ авлхи илемлĕ ятпа чĕнме тăрăшаççĕ. Халăх эрехе пула нумай пĕтнине шута илсе суварсем эрех наркăмăш пулнине ăнланаççĕ.Эрехе сивлеçĕ.
Владимир // 2832.73.8823
2011.03.22 08:10
Мĕнрен хăраççĕ ха пер херарампа хĕвелпи, халăх пăлхар е сувар ятне чĕрĕлтернĕшĕн. Тĕрĕсрех ман шутпа булгары ятне тавăрмалла. Вăл внешний экзоним кăна пулать, чăваш тени юлать. Чуваш тени историнче те палăрман. Жириновский пеккисене историнче палăрман ятсемлĕ халăхсене хĕстерме тата та лайăхрах халĕ, вĕсен нихăçан та патшалăхсем пулман тесе ун пек çынсем автономисене пĕтересшĕн. Булгар тени пире хÿтĕленме те пулăшать, пур енчен те. Чĕлхе пирĕн булгар чĕлхи,- тесе палăртаççĕ пĕтĕм тĕнчери ученăй-лингвистсем. Чуваш тенĕ вăхăтра çуралнă чĕлхе мар вăл, уйрăмлă архаичнăй (авалхи) чĕлхе. Çав чĕлхемĕре сыхласа хăварассишĕн те булгар ятне илсе чĕлхен чăн ятне тавăрсан йăнăш пулмасть, хăйсен вырăнне кăна кĕрсе лараç сăмахĕсем. Халĕ эпир ученăй-лингвистсен шучĕпе:"Чуваши говорящие на булгарском языке".
Владимир // 5384.0.6392
2011.03.22 14:53
Паян телевизорпа Раççей президенчĕ милицирен полици туни ребрендинг кăна мар тет. Урăхла шухăшласа йĕрке тума тытăнмалла президент шучĕпе. Эпир булгар ятне чĕрĕлтерсен пуянланатпăр кăна, истори енĕпе тÿрĕ пуянлăх хутшăнать. Раççейра тата тĕнчере реклама пулать, таварсене ытларах туянма пуçлĕç. Тунай Пăлхарĕнчи надписсене тата Тутарстанри Болгар хулинчи надписсене ШУПАШКАРТА оригинал копийĕсем пек кăтартса парсан туристсем пĕтĕм тĕнчерен çÿреме пуçлĕç. Пирĕн пăлхар чĕлхипе çырнă вĕт вăл надписсене, пирĕншĕн. Вĕсене асаттесене,вĕсен ятне ан манччĕр тесе çырса ларнă. Пер херарам туристсене хăй тăрăшса çитĕнтернĕ çимĕçне авалхи пăлхар-чăваш тумне тăхăнса сутма тытăнĕ, частарах Шупашкара çÿреме пуçлĕ. Тупăшне ытларах илме пуçлĕ. Пĕтĕм тĕнче çавăнпек аталанать, истори урлă, туризм урлă, аваллăх урлă, асатесен мăнаçлă ячĕсем урлă.
Atner // 8568.8.6851
2011.03.23 13:25
Халлĕхе пĕтĕм тĕнче пăхать Тутарстанри Пăлхар хули çине. Унта мĕн пулса иртнине кайса курма сĕнетĕп сана,Кубрат. Хăрушла вăйлă стойка пырать. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлеççĕ. Шаймиев хăй тĕрĕслесе тăрать. Мускав тăватă миллиард укçа уйăрнă. Хăйсем те нумай хываççĕ пăлхар историне тĕнче шайĕнче кăтартма. Чăваш валли ,паллах,унта вырăн çук. "Пĕрле ĕçлемелле!"-тенисĕр пуçне. Конгресс унта кайса килме бензин укçи тупаймасть,пĕр çыру çырнă та -ĕç тунă:пĕр май çавăн çинчен калаçать. СУВАР пĕрлешĕвĕн маттур ертÿçи Ултияр Цыпленков автобуссемпе туртарать пирĕн туристсене Пăлхара. Ма мускаври сувар-пăлхарсем хутшăнмаçĕ?
Atner // 8568.8.6851
2011.03.24 11:20
Хăрушла вăйлă СТРОЙКА пырать тесшĕнчĕ.
Владимир // 8416-7830
2011.03.24 19:55
Май уйăхĕн варринче Мускаври Булгар-Фонд презентаци тума хатĕрленеть. Вăхăт кирлĕ. Болгара кайма та тытăнăпăр. Стройка пырать пулсан Болгарта, питĕ аван, вĕсем ăна пире валли тăваççĕ вĕт. Хамăра кăна пулкар теме пăрахмалла мар. Халĕ те юттисем кăна аса илтереççĕ пире эпир пулкар пулнине. Тутарсем вара хăйсене пурте пулкар тееймеççĕ. Вĕсен чингизичĕсем хăрушла пулкар пуласшăн мар. Эпир Чингиз ханран, Ылтăн Уртаран теççĕ, историне вулăр теççĕ, пулкарсем чăвашсем теççĕ. Анчах та темшĕн пирĕн хушăра манкуртсем нумай.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем