Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чи вӑрӑм ҫул

Аçтахар Плотников22.10.2006 22:195959 хут пӑхнӑ
Уф... Паян Шупашкартан-Чулхулана ҫитмелли ҫул ман чи вӑрӑмми пулчӗ. Темӗскер, эпӗ Шупашкара кайса килнӗ чухне яланах ҫул ҫинче аварисем лекеҫҫӗ. Юлашки кашни хутӗнче е Шупашкара кайнӑ чух, е килнӗ чухне — вӑрӑм пробкӑна лекетӗп. Пробки вара — авари пулнӑран. Ытти чухне эпӗ «Газельпе» кайнӑччӗ те — ҫавӑнпа та пробкӑри вӑхӑта туйса илеймерӗм. Халӗ вара «Икарусра» вӑхӑта самаях туйса илтӗм. «Икарусӗ» пысӑккӑ та черетрен малалла каймасть, ерипен-ерипен шӑвать. Лешӗсем вара, чи хӑюллисем, хирӗҫ енпе, ҫул айӑкипе малалла иртсе каяҫҫӗ. Темиҫе ҫухрӑм никам та кӗтесшӗн мар-ҫке-ха!
Тата кайран пӗр ҫур сехет водителӗ автобуса юсаса тӑчӗ... 8 сехет килтӗм вара паян Шупашкартан Чулхулана. Ҫӑмӑл машинӑпа ку ҫула виҫӗ сехет хушшинче тухма пулать...
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем