Ҫавал (выр. Цивиль) — Чӑваш Республикинчи юханшыв, Атӑлӑн сылтӑм юппи. Вӑл Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнче Мӑн Ҫавалпа Кӗҫӗн Ҫавал пӗрлешнӗ вырӑнта пуҫланать. Юханшыв тӑршшӗ — 172 км, шыв пухакан бассейн лаптӑкӗ — 4690 км².
Юханшыв Ҫӗмӗрле районӗнче пуҫланса Вӑрнар, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ районӗсем витӗр юхать. Ҫӗрпӳ ҫумӗнче Мӑн Ҫавал Кӗҫӗн Ҫавалпа пӗрлешет, унтан юханшыва Ҫавал теҫҫӗ. Малалла вӑл Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри районӗсен хушшинчи чикӗ пулса юхать те Атӑла юхса кӗрет.
Юханшыв ытларах юр шывӗпе тулать (80%). Шыв шайӗ пуш вӗҫӗнче — акан пуҫламӑшӗнче хӑпарма тытӑнать. Шыв чакнӑ вӑхӑтри юхӑм ҫӗр айӗнчи шывсемпе ҫеҫ пулса тӑрать.
Юханшыва пӗрремӗш хут 1183 ҫулта Цевле, Цевиле ятпа асӑннӑ, ун чухне Всеволод Владимир кнеҫ пӑлхарсемпе вӑрҫнӑ. XIX ӗмӗрте Ҫавал тӑрӑх вӑрринчен Лапри Чӑрӑшкасси ялӗ таран 15 ҫухрӑм карапсем ҫӳренӗ. 1900 ҫулта шывпа 475 000 пат тырӑ тиенӗ 10 карап ӑсатнӑ.
1950 ҫул тӗлне Ҫавал ҫинче 19 шыв арманӗ тата 3 гидроэлектростанци ӗҫленӗ.
Ҫавалӑн чи пысӑк юпписем:
2025 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар районӗнче Ҫавал шывӗнче нефть продукчӗсем юрамалли шайран 156 хут ытла пулнине палӑртнӑ. Шывра шӑршлӑ хура йӑвӑрлӑ шӗвек тупнӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем варалану тӗлӗшӗпе тӗпчев ирттернӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 