Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӳлер

Пӳлер, — Атӑлҫи Пӑлхарти хула. X ӗмӗрте никӗсленӗ. XII-XIII ӗмӗрсенче анлӑ аталанса ҫитнӗ. Ку вӑхӑтра вӑл Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хули те пулнӑ. Вырӑс летописӗсенче ӑна «Аслӑ хула» (вырӑс. Великий город) тесе ҫырнӑ. 1236 ҫулта хулана монгол ҫарӗсем аркатса пӗтернӗ.

Раскопкӑсем тунӑ хыҫҫӑн хула вырӑнӗнче кӑкшӑмсем, тата ытти япаласене тупна. Ҫавӑн пекех Иранран, Вӑтампа Малти Азирен, Кавказран, Руҫрен тата Китайран илсе килнӗ япаласене тупнӑ.

Пӳлӗр сӑмаххи авал тӗн ҫыннине пӗлтернӗ. Пӗлӳ сӑмахинчен пулнӑ. Тепӗр май каласан ӑслӑ та тӑнлӑ ҫынна пӗлтернӗ.

Ӳнерте

Сӑвӑсем:


Романсем:


 
Категорисем: Пӳлер
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-06-26 01:27:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14725 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем