Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шупуҫҫынни Николай Васильевич

Шупуҫҫынни Николай Васильевич (чӑн хушамачӗ Васильев), — сӑвӑҫӑ, прозаик, куҫаруҫӑ. 1889 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26 Шупашкар уесӗн Иккасси ялӗнче (халӗ Чӑваш Енӗн Шупашкар районӗ) ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13 ГУЛАГ концлагерӗнче вилнӗ. 1934 ҫултанпа СССРӑн ҫыравҫисен пӗрлешӗвне кӗнӗ. 1937 ҫулта ӑна арисленӗ, 1956 ҫулта реабилитациленӗ.

1905-1907 ҫулсенче Ҫӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Кайран ӑна кӑларса янӑ, анчах та ҫавӑнтах Библине куҫарма пулӑшма чӗннӗ. 1909 ҫултанпа ялти вӗрентекенӗ. 1914-1918 ҫулсенче Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. Советсен вӑхӑтӗнче военкоматра, Ҫӗр комиссариачӗнче ӗҫленӗ, Чувашпроизводсоюз правлениӗн пуҫлӑхӗ, «Сунтал» журналӑн редакторӗ пулнӑ. 1936-1937 ҫулсенче чӑваш культурин НИИ пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

1906 ҫултанпа ҫырма пуҫланӑ. Пӗрремӗш сӑввисене, юмахӗсене тата поэмине 1908 ҫулта «Сказки и предания чуваш» пухӑвӗнче пичӗтленӗ, 1911 ҫулта сӑвӑсен пуххине кӑларнӑ. Фронтра ҫырнӑ сӑввисене «Вӑрҫӑ» альманахӗнче пичетленӗ. Совет вӑхӑтӗнче «Еркӗн» поэмине, калавсем, очерксем, повеҫсем, статьясем ҫырнӑ. «Краткий очерк истории чувашской литературы»(1930), «Чувашские сказки» (1937) пичӗтленӗ.

А. С. Пушкин, М. Ю. Лермонтов сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.

«Сильпи» опери (1936) валли либретто ҫырнӑ.

Литература

  • Канюков В. Николай Васильевич Шупуҫҫынни. Ш., 1977.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вӗри ҫӗлен (сӑвӑллӑ юмах)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-29 14:18:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13610 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем