Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Алманчӑ

АлманчӑПатӑрьел районӗнчи ял.

Тавралӑх

Шӑнкӑртам хӗрринче вырнаҫнӑ. Ҫырмана ял патӗнче пӗвеленӗ, урлӑ ҫакӑнакан кӗпер хывнӑ. Ял патӗнче юханшыв урлӑ икӗ тимӗр-бетон кӗпер вырнаҫнӑ.

Ялтан кӑнтӑрарах вӑрман кашлать. Тӑпри хӑйӑрлӑ пулнӑран унта ытларах хыр ӳсет. Унсӑр пуҫне хурӑн, ӑвӑс, юман, вӗрене, чӑрӑш тӗлпулкалать. Йыт ҫӗмӗрчӗ, кӑпчанкӑ, пилеш, уртӑш, шӑлан, хӗрлӗ хӑва, шур хӑва та пур. Юханшыв хӗррине йӑмрасем лартнӑ. Вырӑн-вырӑнпа шыв хӗрринче ҫирӗк тӗл пулать.

Ял кун-ҫулӗ

Яла хальхи вӑхӑтра Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнчен тухнӑ ҫынсем никӗсленӗ. Халапсем тӑрах вӗсене Айтар, Турай тата Суйкан чӗннӗ. Вӗсен виҫӗ ывӑл пулнӑ.

Пӗр архив хутӗнче Шупашкар ҫарпуҫӗ В.Н. Пушкин 1636 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Кӗнер вулӑсӗнчи Кушак Пигеевне тата унӑн юлташӗсене ҫак вырӑнти ҫӗрсене уйӑрса пани ҫинчен ҫырни пур. Ку ҫӗрсем вӑл вӑхӑтра пушӑ выртнӑ.
XVII ӗмӗр вӗҫӗнче ялта 35 кил пулнӑ.

1762-мӗш ҫулччен тӗне кӗртнӗ. 1726-мӗш ҫулхи утӑн 30-мӗшӗнче ревизи иртнӗ. Унта ҫынсене чӑвашла тата тӗне кӗртнӗ хыҫҫӑнхи ятсемпе асӑнаҫҫӗ:

выборный Иван Титов, по-чувашски Андрюха Чуркаев, староста Гаврила Федоров, по-чувашски — Кирила Михепаров, рядовой Игнатий Васильев, по-чувашски Кильмеметь Юреев и все той деревни новокрещенные из чуваш. Итого мужского пола 129, женского пола — 141.

XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 55 кил пулнӑ, 151 арҫын, 171 хӗрарӑм пурӑннӑ. XIX ӗмӗр варринче ялта 50 кил пулнӑ, вӗсенче 222 арҫын, 221 хӗрарӑм пурӑннӑ.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 154 килте 475 арҫын, 468 хӗрарӑм пурӑннӑ.

Ку ял ҫыннисем Улатӑр районӗнчи Суйкӑн ялне, 1928 ҫулта 8 ҫемье Хырла юханшывӗ хӗрринче Ырлӑх ялне никӗсленӗ.

Ялта маларах юханшыв хӗррипе тӑсӑлнӑ икӗ урам пулнӑ, пӗр кил пуҫне 40 сотка ҫӗр тивнӗ. 1960-мӗш ҫулсенче 25-шар сотка анчах хӑварнӑ. Ҫав каснӑ ҫӗрсене малтан колхоз усӑ курнӑ, каярахпа уйрӑм ҫынсене ҫурт лартма уйӑрса панӑ. Ҫавӑнтанпа ялта пралуксенче те ҫуртсем лартма тытӑннӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине 218 ҫын кайнӑ, 126 каялла таврӑнман.

Яла электричество 1967 ҫулта, асфальтлӑ ҫул 1973 ҫулта, газ пӑрӑхӗ 2003 ҫулта ҫитнӗ.

Малтан Пӑва уесне кӗнӗ. 1920 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ хыҫҫӑн Пӑва кантонне кӗртнӗ. 1921 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 1927 ҫулччен Патӑрьел уесне кӗнӗ. 1918-мӗш ҫулччен Тимпаел вулӑсӗнче шутланнӑ, кайран Шӑмалак вулӑсне кӗме пуҫланӑ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Мӑн Патӑръел районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗ хыҫҫӑн Патӑрьел районне, 1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн Чкаловски районне куҫарнӑ. 1957 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтччен Патӑрьел районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Паллӑ ҫыннисем

Культура

Ялта вӑтам шкул, ял вулавӑшӗ, культура ҫурчӗ, фельдшер пункчӗ, халӑх музейӗ, почта уйрӑмӗ пур.

Хуҫӑлӑх

Алманчӑра Раҫҫейӗн перекет банкӗн 4440/023 уйрӑмӗ вырнаҫнӑ.


 
Категорисем: Алманчӑ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-03-07 15:22:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7230 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем