Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Яков Ухсай пултарулӑхӗнчи публицистика

Автор: Чӑваш турккӑ лицейӗн вӗренекенӗ Виктор Бычков.
Ӑслӑлӑх ертӳҫи: Кузьмина Лидия Николаевна

Я. Г. Ухсай 200 яхӑн публицистика статйи ҫырнӑ. Вӗсене халлӗхе тарӑннӑн тӗпчемен-ха. Ухсай ҫутатса панӑ ыйтусем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ улшӑнса , ҫӗнелсе пыни; производствӑра малта пыракансен ӗҫ опытне сарасси; халӑхсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетесси; Тӑван ҫӗр шыва сыхласси; чӑваш литературине аталантарасси; культура , Ӳнер ыйтӑвӗсене татса парасси; ҫут ҫанталӑка упраса хӑварасси; ял хуҫалӑхне ҫӗклесси т. ыт. те.

Мӗнле вырӑн йышӑннӑ-ха поэтӑн пултарулӑхӗнче публицистика ӗҫӗ? Поэт е писатель ҫут ҫанталӑка ывӑлӗ амӑшне хисепленӗ пек хисеплемелле, ӑна произведение илемлӗх кӳрекен япала пек анчах усӑ курмалла мар. «Народное дело» статьяра автор пӗррехинче, уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫамрӑк поэтӑн сӑввине итлени ҫинчен каласа парать. Сӑвӑра хӗрпе каччӑ Энӗш хӗрринче ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленеҫҫӗ. Ухсай: «Сирӗн ялта йӑмрасем пур-и?»- тесе ыйтсан ҫамрӑк вӗсене касса пӗтерни ҫинчен пӗлтернӗ. «ҫакӑн ҫинчен ҫырмалла та сан»,- тенӗ Яков Гаврилович. ҫыравҫӑн ҫут ҫанталӑка хӳтӗлесе, сыхласа хӑвармашкӑн чӗнсе ҫырмалла.

Ухсай ҫӗр ӗҫченӗн шӑпишӗн те чылай пӑшӑрханать, йывӑр лару-тӑрӑвӗнчен тухмалли ҫул-йӗре кӑтартса парать. «ҫӗре, ҫут ҫанталӑка ӑнланакан ҫын» пурнӑҫӗ поэтӑн публицистикинче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Унӑн тӗп сӑнарӗсем – ял ӗҫченӗпе ҫӗр. Поэт вара вӗсен хушшинчи килӗшӗве упрама чӗнекен йыхравҫӑ.

Ухсай ҫырнӑ статясем тӗрлӗ вӑхӑтра республикӑра тата унӑн тулашӗнчи хаҫатсенче тухса тӑнӑ: «Чӑваш хресченӗ»(30-мӗш ҫулсем), «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ», «Красная Чувашия», «Советская Чувашия» , «Литература и жизнь», «Литературная Россия» т. ыт. те. Вӗсенче ҫак ыйтусене ҫивӗччӗн ҫутатса панӑ:

  • эрози сарӑлса пыни;
  • ҫӗр пулӑхлӑхӗ чакни;
  • юханшывсене тата сывлӑша варалани;
  • вӑрмансене касса пӗтерни;
  • тискер чӗрчунсен йышӗ чакса пыни.

Ухсай Яккӑвӗ ҫут ҫанталӑк ҫине хресчен куҫӗпе пӑхнӑ. Чӑваш хресченӗ таса чунлӑ ҫӗр ӑсти пулнине , ҫут ҫанталӑка ҫывӑх пӗлнине вӑл лайӑх ӑнланса ҫырнӑ. «ҫӑка ҫулҫи ҫаврака, мӗн каласа ҫырнӑ-ши?» - тесе юрланӑ ӗлӗкхи чӑвашсем. Чӑнах та, тӑван тавралӑха упрама пӗлмесен мӗн калӗҫ-ши пирӗн ҫинчен килес ӑрусем?» («Пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ»). ҫапла Ухсайӑн «ҫут ҫанталӑк публицистикин» тӗп шухӑшӗ.

«Ҫӗр чӗлхи» ятлӑ статьяра поэт-публицист хӑй ҫӗре мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартать. ҫут ҫанталӑкпа ҫӗре Ухсай тӗрлӗ саманасене ҫыхӑнтарса тӑракан кӗпер пек курать.
Авалхи ҫынсем ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗсенчен шикленнӗ, шыва та, вӑрмана та, ҫул хӗрринче выртакан катӑк чула та пуҫ тайнӑ. Эпир, ҫӗнӗ самана ҫыннисем, ҫӗре турӑ вырӑнне хумастпӑр, анчах ҫӗр пире тӑрантса, тумлантарса пурӑннипе, вӑл чӑнах та пирӗн чӑн-чӑн аслӑ анне пулнине пӗр самант та манмастпӑр. Пире, хӑйӗн ачисене, ҫӗр пӑхать пулсан , эпир хамӑр та ҫӗре тӑлӑх Тарье аппа вырӑнне хумалла мар, ӑна типтерлӗ пӑхмалла, ҫителӗклӗ таран им-ҫам та, шыв та памалла.(«ҫӗр чӗлхи»)
Мӗншӗн-ха хальхи вӑхӑтра ҫӗре тертленерекен эрози чӑрмавсӑрах сарӑлса пырать? Ухсай статйисем ҫапла хурав параҫҫӗ: этем хӑй ҫут ҫанталӑк ачи пулнине манса пырать.
«Дурная и фанатичная вера в то, что развитие промышлленности с неумолимой закономерностью ведет к истреблению природы оправдывает нерадивое и варварское отношение к земле-кормилиице и ее богатствам»

ҫапла ҫырать Ухсай Яккӑвӗ «Литература и жизнь» хаҫатра ( окт. 26, 1960). Кунта вӑл Чӑваш Енри анчах мар, пӗтӗм Раҫҫейри экологи ыйтӑвӗсене хускатнӑ. ҫут ҫанталӑк промышленноҫа аталанма кирлӗ чӗр тавар паракан япала пулса тӑнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшне сума сунӑ пек хисеплесси пӑрахӑҫа тухнӑ.

Ытларах чухне поэтӑн статйисемпе очеркӗсем хӑйӗн тӑван ҫӗрӗ-шывӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсенче асӑннӑ вырӑнсем поэтшӑн питӗ ҫывӑх: Шупашкар, Карач – кунта вӑл пурӑннӑ, ӗҫленӗ. Анчах вӑл хӑй вӗреннӗ тата ӗҫленӗ Ӗпхӳ ҫинчен те манса каймасть. Хула ӳссе, илемленсе пыни сӑвӑҫа савӑнтарать, ҫав хушӑрах Ӗпхӳре экологи ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑни ӑна пӑшӑрхантарать. Уйрӑмах ҫак хула вырнаҫнӑ, хӑй юратакан Белая юхан шывӑн шӑпи чунне ыраттарать.

«Лес рубят по берегам рек, несущих свои воды в Белую. Когда-то полноводные, они нынче иссякли. Многие превратились в жалкие ручейки, через которые даже курицы переправляются с лихостью заправского ямщика. Ну как же Белой, лишившейся обильных вод своих сестер, быть полноводной?»(«О лесах, водах и заовдах…»).

Куратӑр-и, Ухсай Яккӑвӗ ҫут ҫанталӑка хӑйне евӗр ҫемье пек курать. ҫемьере вара килӗшӳ кирлӗ. Этем ҫак килӗшӗве самантрах пӑсса хума пултарать. Асӑннӑ статьяра шӑпах ҫапла пулса тухать те:«Воды Белой ежеминутно, ежечасно засоряются вредными отходами промышленных предприятий. В Белой погибли не только рыбы – даже лягушки всплыли вверх животами».

Кӗтнепе Энӗш юханшывӗсен те ҫакнашкал шӑпах. Анчах ҫут ҫанталӑк этеме тавӑрма та пултарать. ҫурхи ейӳ вӑхӑтӗнче юхан шывсем ҫӗрӗн пулӑхлӑ сийне, хура тӑпрана, ҫырмана юхтарса каяҫҫӗ, пӗвесемпе кӗперсене ишеҫҫӗ, ял хуҫалӑх экономикине хавшатаҫҫӗ.

Хӑйӗн ентешӗн, юратнӑ поэчӗн К. В. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи йӗркесемпе Ухсай Яккӑвӗ публицистикӑра час-часах усӑ курать.

Шавлать, кашлать сӗм вӑрман,
Вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть.
Кутсӑр-пуҫсӑр ҫил тухсан
Чарӑнассӑн туйӑнмасть. (“Вӑрман, ҫӗр, шыв”)

Ҫын ҫут ҫанталӑкӑн ырлӑхӗ иксӗлми тесе-ши, ҫӗр паракан пуянлӑхпа тискерле ашкӑнать: пулас ӑрусем ҫинчен шутламанни ку. Хальхи самана ҫыннисене малтанхи ӑрусем тунӑ йӑнӑшсем паянхи кун та кансӗрлеҫҫӗ. Мӗн чухлӗ сиен кӳнӗ тавралӑха ҫӗр-анне пуянлӑхӗпе тӗрӗс усӑ курманни! ҫут ҫанталӑка сыхласси ҫине нумай пуҫлӑх халӗ те куҫне хупать. Пуҫлӑхсем анчах мар, ахаль ҫынсем те курасшӑн мар ҫакна. ҫапах та паянхи кун ҫут ҫанталӑка упрассишӗн кӗрешекенсен йышӗ ӳссех пырать, экологи ыйтӑвӗсене пур шайра та сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах ку ҫителӗклӗ мар, этемӗн хӑйӗн тата пулас ӑрусен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ пулнине туймалла. Яков Ухсай хӑйӗн публицистика хайлавӗсене кашни ҫын этемӗн ҫӗр ҫинчи малашнехи пурнӑҫӗ ҫут ҫанталӑка паян упраса хӑварнипе тӳрремӗнех ҫыхӑннине ӑнлантӑр тесе ҫырнӑ, мӗншӗн тесен ку ыйтусене пӗччен-иккӗн мар, пӗтӗм халӑхпа татса памалла.

Ухсай Яккӑвӗ хӑйӗн статйисене халӑхшӑн усӑллӑ пулччӑр тесе ҫырнӑ. Вӗсенче вӑл хуҫалӑха тӗрӗс ертсе пырасси тата ҫӗр ӗҫченӗн пурнӑҫне сӑнлакан ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ.

«Ӗҫсемпе шухӑшсем» очеркра Ухсай хӑйӗн тусӗпе Евтихий Андреевичпа, Сӗнтӗр (хальхи Муркаш) районӗнчи колхоз председателӗпе, хуҫалӑхӑн кулленхи ыйтӑвӗ, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать. ҫак колхоз 60-мӗш ҫулсенчи чи паллӑ колхозсенчен пӗри, ыттисемшӗн лайӑх тӗслӗх пулнӑ. Очерка автор ҫут ҫанталӑк ҫинчен ҫырнипе пуҫласа вулакана хӑй тыткӑнне илет:

«Шоссен икӗ хӗррипе тӑсӑлакан вӑрман паспа витӗннӗччӗ, пӗр туратне те хускатса илмесӗр тӗлӗретчӗ, тӗрӗсрех каласан, пӗлӗт кашти хуҫӑлса кайнӑ пекех лӑс-лӑс тӑкӑна пуҫларӗ... машина кӑпӑш юр ҫинче шуни сисӗнмест те – юмахри сӗт кӳллинчи кимӗ пек ишсе пырать. Муркаш ҫулӗ ҫине пӑрӑнса кӗрсенех, тухман ҫын тухсан тӑман тухнӑ тенӗ пек пулса тӑчӗ.» Акӑ тата тепӗр ухсайла тӗслӗх: «...ҫил-тӑман урлӑ-пирлӗ варкӑшать, машина умне шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ пек кӗрт хӗвсе хӑварать... ҫул ҫинчи ҫыннӑн, кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑх килсе тухсан, чӗлхи ҫӑмӑлланса каять, ҫил пальто аркисене ҫурса пӑрахас пек силленӗ чухне те калаҫас килет...»

Очерка ҫапла илемлӗ метафорӑсемпе уҫса пани мана хама питӗ кӑсӑклантарчӗ, малалла мӗн ҫырнине вулас килекен турӗ. Статьяра ҫил-тӑмана чӗрӗлетсе сӑнлани ӑна витӗмлетсе урӑхла сӗм кӳрет. Ман шутпа, Ухсай ҫакна ҫырса кӑтартман пулсан, эпир колхоз ҫыннисен ӗҫченлӗхне пачах урӑх куҫпа курнӑ пулӑттӑмӑр . Капла вара Муркаш ҫыннисем «тӑманран хӑрамасӑр» ӗҫленине куратпӑр. Ухсай хӑйӗн ӑсталӑхӗпе ҫынсене тата ӳрӗкрех, хастартарах кӑтартса пама пултарать. Ял шоферӗсемпе тӗл пулсан вӑл Шупашкартан килнине каялла ярать. Машинӑна та сӑвӑҫ питӗ интереслӗ эпитетпа усӑ курса сӑнлать: «вӗлтӗркке»,- тет. Малалла лашапа каять. Тилхепе тытса пыракан Егоров юлташпа вӑл вӑрман ҫинчен калаҫать.

Муркаш ялӗ автора унта пысӑк ҫуртсем, магазинсем пуррипе, колхозниксем хӑйсен вӑйӗпе лартнӑ вӗр-ҫӗнӗ ҫуртсем ҫуталса ларнипе килӗшет. Колхоз-миллионер ҫыннисем вара колхоз ӗҫӗпе анчах мар, литературӑпа та интересленеҫҫӗ, ытти хуҫалӑхсене те тиркемеҫҫӗ. Кашниех Ухсая хӑй килне кӗрсе тухма чӗнет.

«Мускав таврашӗнче дача лартма ҫунса ҫӳрекен чи укҫаллӑ ҫын ку кермен пек капмар ҫурта курсан тӗлӗнсе кайӗччӗ, пуҫне каҫӑртнипе шӗлепки те ҫурӑмӗ хыҫне персе ӳкӗччӗ,» - тет Ухсай, ахаль шоферӑн ҫуртне гиперболӑпа усӑ курса сӑнласа. Муркаша хӑйӗн юлташӗ Евтихий Андреевич патне килнӗскер, вӑл блокнотне те илмен, ҫак тӗлӗнтермӗше курма шутламан та. Хӑйӗн ачалӑхӗ епле иртнине вӑл лайӑх астӑвать.

Ухсай ҫырса кӑтартнӑ хуҫалӑх кашни утӑмрах тӗлӗнтерет. Хӑш пӗр хуҫалӑхсенче

«...Шавлӑ пухусем ирттереҫҫӗ, плансем тӑваҫҫӗ, лекторсем те ҫӗлӗк ҫавӑрса калаҫаҫҫӗ, анчах ферма хуралтисем сивӗ, тӗттӗм»,- ҫырать публицист. ҫавнашкал фермӑсене вӑл Сармантей юмахӗпе танлаштарса кӑтартать. «Муркашри ферма сӑмах-юмах сӳтекенсем енчен чухӑн та шавсӑр, анчах... чӑхсем пурӑнакан хуралтӑсенче кантӑксем аслӑ, сывлӑш уҫӑ». Ухсай хирӗҫлев (контраст) мелӗпе усӑ курса ҫырни асӑннӑ ферма ыттисемшӗн паха тӗслӗх пулма тивӗҫлине тата ытларах палӑртать. Вӑл хӑйӗн шухӑшне ӗлӗкхи чӑвашсем чӑх-чӗппе епле пӑхни ҫинчен каланипе витӗмлетет.

«Чӑхсем ҫӑварни эрнинче кӑна, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫласан, хӗвеллӗ кун вӑрӑмлансан ҫӑмарта тума тытӑнатчӗҫ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй килне чи калаҫма юратакан ҫынсене хӑнана чӗнетчӗ, сӗтел ҫине пӗҫернӗ ҫӑмарта тирӗкӗпех лартатчӗ... ҫынсем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларнӑ май какӑричченех ҫиетчӗҫ, тухса каяс чухне, хул айне ҫӗлӗк хӗстерсе, ҫапла калатчӗҫ:

-Сарӑ чӑх какалатӑр. ҫӑмарта туса савӑнтартӑр!..

вара кил хуҫи калаҫма юратакан ҫынсене хӑна тунӑ хыҫҫӑн чӑхсем чӑннипех те ҫулталӑк хушшипе ҫӑмарта тӑвасса кӗтсе юлатчӗ».

Ку, паллах, кулӑшларах, витӗмлӗх кӳрекен тӑслӗх. Маларах ҫырнипе ҫыхӑнтарнӑ ӑна, авалхипе хальхине танлаштарма: «хӑнана чӗнни» - «фермӑри шавлӑ пухусем», «какалатӑр, ҫӑмарта туса савӑнтартӑр!» - сӑмах ҫинчи плансем. «Чи чаплӑ артистсем юрласан та, поэтсем сӑвӑ каласан та, чӑхсем ҫителӗклӗ таран тумӗҫ...»-тенӗ малалла. Анчах «чӑвашсен мӗн авалтанах чӑх-чӗп пӑхас пирки витӗр ӑста пулнӑ» тени шӑпах муркашсем ҫинчен. Кунта Ухсай хӑйӗн ачалӑхне аса илет. Ача чухне «витери кункӑра айӗн кӗрсе каяттӑм, кӗлет айӗнче те упаленсе ҫӑмарта шыраттӑм» - тет вӑл. Чӑх пыйти ӑна «вӗтелесе кӑна» тӑнӑ. ҫакӑ, ун шучӗпе, чӑхсем валли таса вырӑн ҫуккипе пулнӑ. Муркашсем вара фермӑна сӑрт ҫине лартса тахҫанхи ыйтӑва тӗрӗс татса панине вӑл лайӑх хак парать.

Тепӗр очеркне Ухсай А. Аслутпа пӗрле ҫырнӑ - «Чемейри тӑватӑ кун» («Коммунизм ялавӗ»,1964ҫ.). Малтанхи статья пекех авторсем ӑна хӗл ҫинчен ҫырнипе пуҫлаҫҫӗ:

«ҫур хӗле ҫитиех ҫуллӑ икерчӗ ҫисе тӑраннӑ кукка пек йӑваш тӑнӑ ҫанталӑк, вӑхӑт иртсе пынине сиссе-ши, сасартӑк шӑртланса кайрӗ, шартлама сивӗ килсе ҫитрӗ те йывӑҫ вуллисене чӗре-чӗре пӑрахрӗ, ҫӗнӗ пӳртсенчи пӗренесем шартлата-шартлата илчӗҫ, ҫырмари йӑмралӑх, хулӑн паспа пӗркенсе, темле, юмахри асамлӑ сад пек курӑнакан пулчӗ». Хайлава вырӑнлӑ метафорӑпа усӑ курса пуҫлани малаллахи ӗҫсен сӗмне, тунсӑх кӗввине палӑртать. «Хӗллехи уйсем чӗмсӗр. Шутласа кӑларми ҫырмасемпе варсем каскаласа пӗтернӗ Чемей тӑрӑхӗнче те уй-хир шурӑ пӗркенчӗк айӗнче. ҫапах та унти ҫӗрсен йывӑрлӑхне, хресчен лайӑх ӑнланакан йывӑрлӑха, халӗ те, юрпа витӗннӗ тавралӑха пӑхсан та, туйма пулать ... ҫырма ҫине ҫырма... ҫак кӗске ҫул ҫинче эпир Чемей хресченӗн авалхи йывӑр , тертлӗ, пурлӑ-ҫуклӑ пурӑнӑҫӗ ҫинчен шухӑшларӑмӑр».

«Мӗнпе сывлать, мӗнле ӗмӗт-туйӑмпа пурӑнать паянхи ял? ҫӗнӗ (1965-мӗш – Б.В.) ҫула мӗнле тӗллевсемпе кӗреҫҫӗ ҫӗр хуҫисем?» Хуравсене ҫак статьяра тупма пулать. «Ӗҫсемпе шухӑшсем» очеркри пекех «Сеятель» колхоз пурнӑҫне кунта чи малтанах унӑн ертӳҫипе ҫыхӑнтарнӑ. Сергей Афанасьевич «ахах пек йӑлтӑркка» ҫын мар. Анчах вӑл, парти чӗннипе, хӑйӗн ирӗкӗпе председатель турти хушшине тӑнӑскер, колхозшӑн, ҫынсемшӗн тӑрӑшать. Вӑл каялла чакман, йышпа пӗрле шухӑшланӑ, кивӗлле пурӑннине хирӗҫ кӗрешнӗ.

Статьяра культура (колхоз культури) ыйтӑвне те тапратнӑ. Кунти учительсем халӑх валли каҫхи шкул уҫнӑ,анчах ҫынсем хӑйсем занятисене ҫӳреме пӑрахнӑ. «Колхоз правленийӗ, учительсем малтанах чӑрмавсенчен хӑраса ӳкмен пулсан, нимӗн те кирлӗ мар, вӗренӳ путланса ларман пулӗччӗ», - теҫҫӗ авторсем. Пытарма кирлӗ мар. Чемей ялӗсенче киревсӗр ӗҫсем туни те, ӗҫкӗ-ҫикӗпе ашкӑнни те тӗл пулать-ха. ҫав кивӗ йӑласене хирӗҫ ҫӗнӗ йӑласен вӑйӗпе кӗрешмелле.

«В нашей республике есть сельскохозяйственный институт, есть научные работники. Почвоведы, призванные помочь колхозному крестьянству, поставить земледелие на научную основу, сидят в кабинетах, пишут о почве докторские и кандидатские диссертации, но до сих пор не издали ни одной популярной книги по борьбе с эрозией почвы» («Народное дело», «Советская Чувашия», 1957).

«Халӑхсен туслӑхӗ» очеркра («Чӑваш коммунӗ», 1933, июлӗн 16-мӗшӗ), Чӑваш делгацийӗ Тутар республикине епле кайса килнине, унта мӗн курнине ҫырса кӑтартнӑ, тутарсен опычӗпе чӑваш вулаканне паллаштарнӑ.

ҫӗнӗ саманари ҫамрӑксем ҫинчен Ухсай «ҫӗр чӗлхи» статйинче ҫырать:

«Никам та халӗ ҫамрӑксене типӗ ҫӑкӑрпа сивӗ шыв ӗҫтересшӗн мар, анчах йывӑр ӗҫрен тарса ҫӳрени , хура тӑпра ӗҫне тиркени, урамсенче чӑрт та чарт сурса ҫӳрени ырлӑх патне илсе пымасть. Питӗ ҫӑмӑл пурӑнакан тӳрӗ пилӗклӗ ҫамрӑк ҫынсем пур. «Аҫу-аннӳ ҫӗр ӗҫленӗ. Эсир тӑпрара ан чакаланӑр», - ҫакӑн пек усал пиллӗх панӑ вӗсене тӑванӗсем , ҫӗре тиркеме, чӑлт шурӑ хутпа авторучкӑна юратма вӗрентнӗ».

ҫак юлашки сӑмахсем питӗ хивре янӑраҫҫӗ. Мӗн каласшӑн пулнӑ Ухсай вӗсемпе? Авторучкӑпа, шурӑ хутпа вӑл хӑй те ӗҫлемест-им вара? Кунта автор урӑххине калас тенӗ: авторучка тыттарма вӗрентнӗ, анчах ӗҫе юратма вӗрентесси ҫинчен шутламан. Ялтан килнӗ каччӑсемпе хӗрсене амӑшӗсем шӑпах авторучкӑпа, шур хутпа чипер ӗҫлеме хушса янӑ ӗнтӗ, анчах ҫакӑнтан мӗн пулса тухнине куратпӑр. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӗрӗс мар вӗрентни ял хуҫалӑхне каялла туртакан тепӗр сӑлтав. Автор «ҫӗнӗ хресченсене» те хӳтӗлемест: «Машинӑсем те пӗр пекрех ӗҫлеҫҫӗ, ҫумӑрсем те пӗр пекрех ҫӑваҫҫӗ, анчах тырӑсем пӗр пек хӗвӗнсе пулмаҫҫӗ».

Эппин, хресчен япӑх ӗҫлет, вырӑнти пуҫлӑхсем ҫӗр ӗҫне ӑнланса ҫитереймеҫҫӗ. Юлашкисене вара колхозниксем хӑйсемех суйлаҫҫӗ-ҫке.

«Колхозниксем халиччен курман-илтмен, хурӑн тӑрри урлӑ хурӑнташ ҫынна председатель вырӑнне суйласа лартни нумай чухне ырӑпа вӗҫленмест. Халӑха палламан, ҫӗр ӗҫне пӗлмен этем укҫа илсе ларать те хӑй тухса шӑвӑнать, е ӑна кӑларса яраҫҫӗ...»

Куратпӑр, кунта публицист питӗ кӑра тиркевҫӗ, ялта мӗн пулса иртни ӑна тарӑхтарать: эрози сарӑлни, ялтан ҫынсем тарни. ҫакӑ ял хуҫалӑхне лайӑхлатас мелсене шырама, тарӑн шухӑша путма хушнӑ. Ухсай шучӗпе вара, ял хуҫалӑхне ҫӗклес ыйтура чи малтан хресчен тӑмалла. Лайӑх председателе лартсан, «ҫӗр чӗлхине ӑнланса пырсан... колхозри Нарспи пек ӗҫчен те маттур хӗрсене колхозран тухса тарма мар, сарлака уй-хирсенче савӑнса ӗҫлеме вӑрӑм ӗмӗр сунӗччӗ».

Ухсай хӑйӗн статйисенче хресченӗн пурнӑҫне пур енчлӗн пӑхса тухнӑ, кирлӗ чух пуҫлӑхсене хӑрамасӑр тиркенӗ, хресченсене те ҫӗр ӗҫӗ ҫинчен аса илтерсех тӑнӑ: «Паттӑрлӑх та, телей те сукмак хӗрринчи мулкач мар, вӗсем сасартӑк сиксе тухмаҫҫӗ» («ҫӗр чӗлхи», «Коммунизм ялавӗ»,1962 ҫ., дек.31). «ҫӗр чӗлхинче» Ухсай пур чӑваша та ҫывӑх тӗслӗх илсе кӑтартать: паттӑр чӑваш космонавчӗ А. Г. Николаевпа унӑн амӑшӗ. «Анна аппа - ӗҫ тути-масине пӗлекен чӑваш хӗрарӑмӗ... Андрияна ҫӗр ӗҫне вӗрентнӗ , ҫӗр-аннерен чӑтӑмлӑ вӑй илме ӳкӗтленӗ. ...Ӗҫрен тарса ҫӳрекен имшер ӳтлӗ, хӗлтӗркке чунлӑ ҫынсем аслӑк тӑррине хӑпарма та, нӳхреп тӗпне анма та именеҫҫӗ. Андриян Николаев космосра пуринчен те ытларах вӗҫсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн ҫӗр-анне кӑкри ҫине анчӗ.

-Эсир хӑвӑр пурнӑҫра пуринчен ытла мӗн юрататӑр?

-Ӗҫлев те ӗҫ, - терӗ вӑл».

Эппин, Ухсай шучӗпе, ӗҫлемесӗр космоса вӗҫме те, ҫӗр ҫинче пурӑнма та май ҫук. Ӗҫ – пурнӑҫ тыткӑчи.

«Аякри Урал тӑвӗ-сӑрчӗ хушшинче иртнӗ ачалӑхра эпӗ пурнӑҫ илемне ялан ешерекен ҫут ҫанталӑкра кураттӑм», - тет Ухсай Яккӑвӗ («Пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ»). Вӑл ҫӗре, шыва, сывлӑша ун чухнех ҫывӑх курнӑ, ҫавӑнпах Ухсайӑн статйисем нумай ҫынсен чӗрисене хумхантарнӑ. Аслӑ пуҫлӑхсем те, колхоз ертӳҫисем те Ухсай ҫырни-каланине ӑса хывмасӑр тӑма пултарайман.

Аслӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн вичкӗн публицистикине В. П. Станьялпа И. Я. Тенюшев ӑсчахсем тӗпченӗ. Анчах «шӗкӗлчемелли» татах та нумай: сӑвӑҫӑн философине, тӗнчекурӑмне, сӑн-сӑпатне вулакана анлӑрах уҫса памалла.

Ку ӗҫпе 2000 ҫулта авторсем Шупашкарти шкул ачисен конференцине, Pеспубликӑри ҫамрӑксен Еxcelcior ӑслӑлӑх конференцине хутшӑнса 1-мӗш тата 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.


 
Категорисем: Яков Ухсай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-05-04 20:19:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8258 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org