Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш историйӗ (Турхан Энтри)

Умӗнхи сӑмах

«Чӑваш кӗнекине ӗне ҫинӗ». Ҫак сӑмахсене пирӗн асаттесем хӑйсен пӑшӑрханнӑ чӗрисенчен каласа хӑварна. Ҫакӑнта эпӗ чӑваш кӗнеки пулнине, пулманнине, пулсан ӑна кам ҫинине, вӑл ӑҫта кайса ҫухалнине, ӗлӗк авал чӑваш халӑхӗ пулнине, пулманнине, пулнӑ пулсан епле пурӑннине кӗскен кӑна каласа парам терӗм. Ҫакна ҫырнӑ чух мана пуринчен ытла Н.И. Ашмарин кӗнеки «Болгары и чуваши» нумай пулӑшрӗ, унтан эпӗ кунта тата ытти нумай кӗнекесенчен кирлисене илкелерӗм, ватӑсенчен илтнисене те ҫыркаларӑм. Тӗлӗ-тӗлӗпе пӗлеймесӗр, тӗрес мар ҫырни тупӑнас пулсан, тӑрӑшнине кура каҫарӑр мана.

Чӑвашӑн авалхи ячӗ

Чӑваш тенӗ сӑмах чи малтан XVI ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчи историне кӗнӗ. Унччен чӑваш тенине никам та илтме, чӑваш ятлӑ халӑх тӗнчере пурине никам та пӗлмен.
Ӑҫта пулнӑ-ши вӑл чӑваш халӑхӗ? Чӑнласах XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пӗлӗт ҫинчен персе аннӑ-ши? Апла пулсан, вӑл персе аннине куракансем пулӗччӗҫ. Ҫав тери тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен мӗнпур тӗнче калаҫӗччӗ. Анчах тӗнче ун ҫинчен калаҫман, кураканни никам та пулман.
Е чӑваш халӑхӗ ҫӗр айӗнчен сиксе тухнӑ-ши? Апла пулсан та миллион ҫын ҫӗр айӗнчен тухмалӑх шӑтӑкне кӑтартас пулать. Ун пек шӑтӑк тӗнчере ҫук.
Е чӑваш та тутарсемпе пӗрле Ҫӗпӗртен пӗрле килмен-и? Апла пулсан, истори ҫыракансем чӑваш ҫинчен тутарсене ас илнӗ вӑхӑтрах асӑнӗччӗҫ. Тутарсем вырӑс ҫӗрне XIII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче килнӗ. Чӑваш ячӗ XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тин сиксе тухать. Тата апла пулсан, чӑвашсене, кунта киличчен вӗсем ӑҫта пуранни ҫинчен ҫырӗччӗҫ. Ҫакӑ та ҫук.
Е чӑвашсем питӗ вӑйлӑ, чӑтлӑх варманта сас-хура кӑлармасӑр пурӑнман-ши?
Ҫакна та ӗненес килмест. Авалтанпа чӑтлӑх варманта пурӑннӑ халӑх ҫӗр ӗҫлеме пӗлмен пулӗччӗ. Анчах чӑваш пек ҫӗр ӗҫне ӑста пӗлекен халӑх тӗнчере те сахал. Чӑваш ваттисем ҫумӑр, ҫил-тӑвӑл, тырӑ пуласси ҫинчен малтанах каласа пама пултарнӑ. Ҫакӑ вӗсем ӗмӗртенпех тырӑ туса пурӑннине пӗлтерет. Анчах тырӑ вӑрманта, йывӑҫ тӑрринче ӳсмест, хирте, хура тӑпра ҫинче ӳсет.
Ентӗ чӑвашсем пӗлӗт ҫинчен персе анманнине, ҫӗр айӗнчен те сиксе тухманнине, тутарсемпе те ерсе килменнине, вӑрманта та ялан пытанса пурӑнманнине пӗлтерет.
Апла ӗнтӗ чӑваш халӑхӗ ӗмӗрех ҫак вырӑнта ларнӑ пулчӗ. Айтӑр малалла!
Тӗрлӗ халӑхсен чӗлхисене пӗлекенсем акӑ мӗн калаҫҫӗ: тӗрлӗ халӑхсен (нимӗҫсен, пӑлхарсен, мадьярсен, вырӑссен) чӗлхисене авалтанпа питӗ нумай чӑваш самахӗ кӗрсе юлнӑ, чӑваш чӗлхине те арабсемпе перссен сӑмахӗсем нумай кӗнӗ. Ҫакӑ чӑвашсем авалтанпа тӗрлӗ халӑхсен хушшинче вӗсемпе калаҫса ҫӳренине пӗлтерет. Анчах мӗнле ҫынсем тӗрлӗ халӑх хушшинче вӗсемпе калаҫса ҫуреҫҫӗ? Суту-илӳ тӑвакан ҫынсем. Ҫапла ӗнтӗ авал чӑвашсем суту-илӳ тума питӗ ӑста халӑх пулнӑ. Вӗсем таҫти-таҫти халӑхсемпе — вырӑссемпе, нимӗҫсемпе, мадьярсемпе, арабсемпе, перссемпе суту-илӳ туса пурӑннӑ.
Анчах чӑваш ҫав тӗрлӗ мӗнпур тӗнче пӗлсе тӑракан чаплӑ, пуян халӑх пулнӑ пулсан, епле унӑн ячӗ историксен хӑлхине кӗмен-ши? Айтӑр-ха, вулакансем, истори кӗнекисене тишкӗрсе, мӗн пулнине пӑхса, пӗлсе ҫӳрер.
Тӗнчере тӗрлӗ халӑх. Вӗсен пурин те авал ячӗсем урӑх пулнӑ. Вырӑссене авал «славян» тенӗ. Хӑйсен хӑйсем вӗсем «русский» теҫҫӗ. Хӑҫан «русский» теме пуҫланине никам та, ку енӗпе тӗрлӗ юмах шухӑшласа кӑларнӑ пулин те, чӑнласах пӗлмест. Мӗн калани юмаха тухса каять. Швед халӑхӗ хушшинчи Рус. ӑрӑвне чӗнни те, хальхи ӑстарах историксем каланӑ тӑрӑх, юмах.
Французсене авал «гал» тенӗ.
Нимӗҫсем хӑйсене «деутш» теҫҫӗ. Французсем вӗсене «аллеман» теҫҫӗ.
Грексем хӑйсене «эллин» теҫҫӗ. Авал та вӗсене ҫаплах чӗннӗ.
Тутарсене авал «монгол» тенӗ. Тутар тенине никам та пӗлмен.
Турӑ ҫырӑвӗнче — Библире пӗр Египет халӑхӗ ҫинчен ҫырни пур. Ҫав египетсен йӑхӗсене халӗ «копт», «феллах» теҫҫӗ. Вӗсем египетсен йӑхӗ иккенне пӗлекен те нумай мар-тӑр. Египетсем питӗ вӗреннӗ, пуян, ӑста халӑх пулнӑ. Ҫыру ҫырассине чи малтан ҫавсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсен йӑхӗсем, каярахпа «феллахсем», питӗ начар куҫнӑ. Ҫак халӑх чӑваш пек тин-ха хӑйӗн ӗлӗкхи ҫырӑвӗсене манса ют халӑх саспаллисемпе ҫырса вӗренӗт.
Тата авал «Ассирия» халӑхӗ пулнӑ. Ассирисен хули Ниневии - питӗ пысӑк пулнӑ. Иона ҫырнӑ Евангелире каланӑ тӑрӑх ҫав хула витӗр тухас тесен виҫӗ кун пӗр канмасар пымалла пулнӑ. Ҫав тери пысӑк хула ӑҫта-ши вӑл? — ӑна ют халӑхсем пырса ҫемӗрсе тӑкнӑ. Ҫав тери аслӑ хула тума пултарнӑ ӑста, вӑйлӑ халӑх, ӑҫта-ши вӑл? Халӗ апла ҫав халӑхӑн хулисем урлӑ каҫма виҫӗ уйӑх пымалла мар-ши?
Ҫук, вулаканӑм. Ҫав халӑха халӗ «курд» теҫҫӗ. Курд халӑхӗн халӗ виҫӗ уйӑх пыма мар, виҫӗ сехет пымалли хули те ҫук. Вӗсем халӗ ҫырма та пӗлмеҫҫӗ, хӑйсен ашшӗсем мӗнле чаплӑ пулни вӗсен шухӑшӗнче те ҫук. Хулисем мар, ялӗсем пур-и? Вӗсем халӗ чатӑр карса пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса кӑна ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем тата та нумай илсе кӑтартма пулать те, калани те ҫитӗ.
Кунта эпир акӑ мӗн пӗлтӗмӗр: халӑхсем хӑйсене хӑйсем пӗр тӗрлӗ ят параҫҫӗ, ытти халӑхсем вӗсене урӑх тӗрлӗ каласа чӗнесҫӗ. Нумай халӑхӑн авал ячӗсем хальхинчен урӑх тӗрлӗ каласа чӗнеҫҫӗ. Нумай халӑхӑн ячӗсем авал хальхинчен урӑхла пулнӑ. Авал хӑйсен ячӗ мӗнле пулнине пӗрре те пӗлмен халӑх пур. Нумай ҫӗрте авалхи чаплӑ халӑхсен начар йӑхӗсем пурӑнакан ҫӗрсенче халӗ вӗреннӗ ҫынсене кӑна ҫак авалхи чапне пӗлтерсе авалхи хуласен ишӗлчӗкӗсем ҫеҫ купаланса ту пек курӑнса лараҫҫӗ. Ҫак тусем ӑҫтан пулса кайнине чаплӑ халӑхсен йӑхӗсем хӑйсем те тавҫӑрса илеймеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех, вулаканӑм, чӑваш халӑхӗн те авал ячӗ урӑхла пулман-ши? Хӑйне хай авалтанпа «чӑваш» тесе чӗннӗ пулсан та историксем ӑна урӑх ят парса ҫырма пултарнӑ. Чӑваш пек авал питӗ суту-илӳ туса пурӑннӑ халӑх епле историе кӗмесӗр юлнӑ-ши? Апла чӑваш хӑйӗн авалхи чапне маннипе кӑна хӑйне хӑй начара хурса хӑй чӑваш пулнинчен, хӑйӗн ятӗнчен ахалех ҫеҫ вӑтанса пурӑнмасть-ши?
Ҫакӑн ҫинчен нумай вӗреннӗ ӑслӑ ҫынсем сахал мар шухӑшласа ларнӑ. Хӑйсен пуҫӗсене хӑйсем ҫавӑрса нумай ыраттарнӑ. Анчах никам та ҫакна тӗплӗн пӗлеймен. Пӗр Н.И. Ашмарин чӑваш чӗлхине тӗрлӗ енчен, кашни сӑмаха тӗплесе вӗреннӗскер, пӗррехинче чӑвашсем хушшинче авалхи ҫӑва чулӗ тупнӑ. Ҫав чул ҫине ҫырнӑ араб саспаллисене тытӑннӑ та вӑл тӗлӗнсех кайнӑ. Саспаллисем арабла, сӑмахӗсем чӑвашла. Ҫав чул ҫинчех ҫакна хӑҫан ҫырнине кӑтартнӑ ҫулӗ пулнӑ. Питӗ авалхи чул-мӗн. Чӑваш ятне никам та пӗлеймен вӑхӑтриех. Апла ун чухне те чӑвашсем пулнӑ-ши? — тӗлӗнсе кайнӑ Н.И. Ашмарин.
Апла чӑвашӑн ун чухне ячӗ урӑх пулнӑ пулӗ, тет Ашмарин. Чул ҫинче кӑтартнӑ вӑхӑтра кунта кам пурӑннӑ-ши? тесе шухӑшлать вӑл. Хӑй историе тишкерме тытӑнатъ. Истори тарах чул ҫинче кӑтартнӑ вӑхӑтра ҫак чула тунӑ ҫӑва тӗлӗнче пӑлхар халӑхӗ пурӑннӑ-мӗи.
Тата ҫакӑн пек чулсем шырать Ашмарин, тата вуласа пахать. Пурин ҫинче те е арабла, е чӑвашла ҫырнӑ, анчах сашаллисем пурин ҫинче те арабӑн. Вӑхӑтне пӑхсаи ку чулсене лартнӑ вӑхӑтра ҫак чулсем ларакан вырӑнта пур тенте те пӑлхар халӑхӗ пурӑннӑ пулса тухать. Чулӗ сине ҫырнӑ, кунта пытарнӑ ҫыннисен ячӗсене вуласан, ун пек ятсем ҫев-чӑваш хушшинче халиччен те нумай щшни палӑрать.
Тавҫӑрса илӗр ӗнтӗ, авал ҫак чӑвашсем пурӑнакан-вырӑнсенче пӑлхар халӑхӗ пурӑннӑ. Ҫав пӑлхар ҫынисен ячӗсем хальхи чӑваш ячӗсемех. Калаҫма та вӗсем чӑвашла калаҫнӑ. Анчах мӗншӗн ҫав пӑлхар ҫыннисем араб саспаллисемпе, хӑш чухне тата араб сӑмахӗсемпе те ҫырнӑ-ши? Пӑлхарсем ҫинчен асӑнса хӑварни историре нумай. Вӗсем авал пуринчен ытларах арабсемпе суту-илӳ тунӑ тет. Вӗсен хушшинче арабла калаҫакансем те нумай пулнӑ тет. Тата ҫак пӑлхарсем ытти халӑхсемпе те, мӗнпур тӗнчепе суту-илӳ тунӑ. Суту-илӳ тӑвас йӗркепе пӑлхар халӑхӗ пек чаплӑ халӑх сахал пулнӑ тет.
Ҫапла вӑйлӑ суту-илӳ тунӑ тесе авалхи чӑвашсем ҫинчен каламанччӗ-и-ха эпир? Тӗлӗнсех каймалла, эре, халӗ чӑваш тесе пурӑнакан халӑха авал пӑлхар тесе каламан-ши? Ҫук, пуль. Историре вӗсем ҫинчен иккӗшӗн ҫинчен те пӗр вӑхӑтра ҫырнӑ пулсан, вӗсем пӗр чӗлхепе калаҫнӑ
пулсан та вӗсем пӗр халӑх мар, паллах. Анчах... историре XV ӗмӗрӗн ҫуррине ҫитиччен пӑлхарсем ҫинчен ялан ҫырнӑ. Чӑвашӑн ятне те асӑнман. XVI ӗмӗр пуҫланнӑранпа чӑваш ҫинчен ялан ҫырнӑ. Пӑлхарӗ ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук. Пӑлхарӗ сасартӑк пӗтрӗ те ун вырӑнне, сасартӑках, чӑвашӗ сиксе тухса пӑлхар вырӑнне йышӑнса илсе халичченех пӗр пӗтмесӗрех пырать. Малашне те пӗтме турӑ ан ҫыртӑр. Ӗнтӗ, тӑванӑм, ҫитӗ калаҫни. Пӑлхарпа чӑваш пӗр халӑх иккенни пӑхмасӑр та паллӑ. Авал ҫав халӑха историксем «пӑлхар» тенӗ. Халӗ ҫав халӑха «чӑваш» теҫҫӗ. Пӑлхарсем хӑйсене мӗнле чӗннине малалла калӑп. Ҫармӑссем тӗлӗ-тӗлӗпех халичченех Хусан тутарӗсене, пӑлхартан тутара тухнӑскерсене, «чӑваш» тесе чӗнеҫҫӗ.
Ҫапла чӗнни вӑл авалтан пӑлхарсене «чӑваш» тесе чӗнекенсем пулнине пӗлтерет.
Ӗнтӗ, тӑванӑму хамӑр халӑхӑмӑрӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырас тесен пирӗн аслӑ асаттемӗрсем пӑлхар пулнӑ вӑхӑтранах пуҫласа килес пулать, анчах, историксем каланӑ тӑрӑх, пӑлхар халӑхӗ вӑл пӗр йышлӑ «гунн» халӑхӗн хӑрах юппи кӑна пулнӑ. Апла пулсан малалла итлӗр ӗнтӗ. «Хуннсенченех» пуҫласа каям.

Хуннсен историйӗ

Пирӗн ӗмӗрччен пин ҫул ӗлӗкрех Китайран ҫурҫӗр еннелле пӗр «хунн» халӑх пурӑннӑ. Пирӗн ӗмӗрчченхи III ӗмӗрӗн ҫурринче ҫак халӑх питӗ вӑйлӑланнӑ та кӳршӗри халӑхсене хӑйне пӑхӑнтарса, питӗ аслӑлана пуҫланӑ. Ҫак халӑх Китай ҫыннисене те питӗ нумай тертлентернӗ. Виҫӗ ҫӗр ҫул хуннсем кӳршӗри монгол халӑхӗсене те хӑратса пурӑннӑ. Хӑш-пӗр халӑхӗсем ҫак хуннсен мӑшкӑлне чӑтаймасӑр, урӑх ҫӗрелле те куҫкаласа кайкаланӑ. Кайран хуннсем хӑйсем хушшинче килӗшӳ пулманнипе, хӑйсем те вӑйсӑрланнӑ. Вара вӗсен Кӑнтӑрти юппи Китая парӑннӑ. Кунта вара китайӗсем кӳршӗри халӑхсемпе пӗрлешсе Ҫурҫӗрти хуннсем ҫине тапӑннӑ та пирӗн эрӑн 93-мӗш ҫулӗнче вӗсене ҫӗнсе тата та вӑйсӑрлатнӑ. Хуннсем ҫак намӑса чӑтаймасӑр хӑйсен аслашшӗсем пурӑннӑ вырӑнсене пӑрахса телей шырама хӗвеланӑҫнелле куҫса кайнӑ. II ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче хуннсем Европа ҫывӑхнелле ҫитнӗ. Вӗсен чӗлхипе ҫавӑн чухне Европӑри ҫынсем Урал шывне «Йейӗк» теме пуҫланӑ. 221 ҫулта ҫакӑнта ҫурҫӗрти хуннсене кӑнтӑртисем китайсенчен тарса хӑваласа ҫитсе вӗсемпе пӗрлешнӗ.
374 ҫулта хуннсем хӑйсен Паламӑр ятлӑ пуҫлӑхӗпе пӗрле Атӑл урлӑ каҫса Атӑлпа Дон хушшинче пурӑнакан алан халӑхне пӑхӑнтарнӑ. Унтан алансемпе пӗрлешсе Азов тинӗсӗ урлӑ ишсе каҫса готсен хӗвелтухӑҫӗнчи патшалӑхӗ ҫине тапӑнса кӗнӗ. Готсем тем тӗрлӗ тӑрӑшса ҫапӑҫнӑ пулсан та парӑннӑ. Ҫакна курсан готсен тепӗр патшалӑхӗнчи ҫынсем хӗвеланӑҫнелле пӑрахса тарнӑ. Вӗсен хыҫӗнчен ерипен кӑна хуннсем те хуҫисем кайнӑ хыҫҫӑн пушӑ ҫӗрсем урлӑ хӗвеланӑҫнеллерех сулӑнса Дунай шывӗ хӗррине ҫитсе чарӑннӑ.

Атӑл вӑхӑчӗ

Паламӗр вилсен хуннсен патшине Рутил ларнӑ. Ун вӑхӑтӗнче хуннсем каллех саланса кайнӑ.
Анчах Рутил вилсен ун хыҫӗнчен унӑн ашшӗпе пӗртӑванӑн Мунцукӑн ывӑлӗ Атӑл (433-453 ҫулсем) вӑхӑтӗнче хун патшалӑхӗ питӗ аслӑланнӑ. Атӑл хайӗн аллине нумай халӑха (остготсене, гепидсене, тюрингсене, герулсене, ругийсене, хасарсене, славянсене) ҫӗнтерсе илнӗ. Атӑл хӑйне пурӑнма ҫӳлти Венгрире хальхи Токай хулинчен инҫе мар хула туса лартнӑ.
Унтан вӑл малтан эллинсен патшалӑхне тапӑннӑ. Эллин патши иккӗмӗш Феодосин Атӑла пит пысӑк куланай тулесе тӑнӑ, темӗн чухлӗ ҫӗр Константинополь тӗлне ҫитичченех панӑ. 450 ҫулта Атӑл Рим патши III Валентинианран «хӑвӑн йӑмӑкна Гонорияна мана качча пар» тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Памастӑп!» тенӗ те вестготсен патши Теодорихпа Атӑла хирӗҫ вӑрҫа кайма канашласа татӑлнӑ.
Тӗл пулнӑ мӗнпур тӑшмана касса та ҫунтарса Атӑл Рейн шьвӗ тӗлне ҫитичченех мӗнпур Германи витӗр тухнӑ. Унтан Рейн урлӑ каҫса Трир, Арраҫ, Мец хулисене ҫӗмӗрсе тухнӑ та Орлеан патне пырса ҫак хулана хупӑрласа илнӗ. Ҫакна илтсе римсен ҫар пуҫлехӗ Аэцийӗпе Теодорих ҫарӗсене ертсе Орлеан патӗнчен кайса, Труа хули ҫывӑхӗнче чарӑнса вӗсене кӗтсе тӑнӑ. Аэций те кунта пырса хӑйӗн ҫарне пӗр ҫуллӗ сӑрт ҫине улӑхса тӑма хушнӑ. Атӑл тӑвалла улӑхса ҫапӑҫма кансӗррине пӑхмасӑр паттӑрланса Аэций ҫарӗ ҫине тапӑннӑ. Ҫапла вара тӗнче курман-илтмен хӑрушӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ. Ҫапӑҫура икӗ енчен икҫӗр пин ҫынран ытларах вилнӗ. Вилнисен хушшинче готсен патши Теодорих та пулнӑ. Каҫ тулса ҫитнӗ, никам та ҫӗнтереймен. Анчах Атӑл, йышлӑ ҫын пӗтнӗрен, кунтан малалла кайман. Ҫапӑҫнӑ ҫӗртен ҫарсене ертсе, канма тесе, килне кайнӑ. Ҫак ӗҫ 451 ҫулта пулнӑ.
452 ҫулта Атӑл, каллех Альп тӑвӗсем урлӑ каҫса, тӳрех рим тӗлне ҫӗмӗрсе кӗнӗ те Аквилея, Падуя, Милан тата ытти хуласене те салатнӑ. Мӗнпур Рим патшалӑхӗ чӗтресе тӑнӑ. Анчах Рим тӗлне ҫитсен, Римӑн аслӑ архирейӗ папа йӑлӑннине итлесе, Атӑл, хӑйӗн ҫарӗнче мур пуҫланнӑран, ҫарне шеллесе, Рим хулине ҫӗмӗрсе кӗрес щухӑшне хӑварса, «килӗшӗр» тенӗ. Рим патшипе ҫыннисем питӗ хавасланса килӗшнӗ те Атӑла валли темен чухнӗ укҫа кӑларса панӑ. Вара Атӑл ҫаврӑнса хӑйӗн килне таврӑннӑ.
Авалхи ҫынсенни пекех, Атӑлӑн та арӑм нумай пулнӑ. Унӑн чи савнӑ арӑмӗ Хӗркке пулнӑ. 457 ҫулта килне таврӑнсан Атӑл каллех авланма шухӑш тытнӑ. Авлансан вӑл ӗҫкӗ тунӑ. Ҫав ӗҫкӗре ӑна унӑн тӑшманӗсем ҫӗнӗ арӑмӗ (ҫӗнтерсе илнӗ халӑх хӗрӗ) урлӑ наркӑмӑш парса вӗлернӗ. (Кун ҫинчен Шекспир ҫырса хӑварни пур). Атӑлӑн ӳтне унӑн халӑхӗ кӗмӗл тупӑк ӑшне хурса, Дунай шывне пӗвелесе чарса, вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре ярса шыв тӗпӗ типсен ҫавӑнта шӑтӑк чавса пытарнӑ тет. Унтан пӗвине татса шывне хӑйӗн вырӑнне ярса савнӑ пуҫлӑхӗн ӳтне шывпа витнӗ, тет.

Атӑл вилсен

Атӑл вилсен вӑл пуҫланӑ ӗҫ пӗтнӗ. Унӑн ывӑлӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑннӑ. Ҫакна курсан хуннсен аллинчи халӑхсем питӗ хавасланнӑ, хуннсене хирӗҫ пикенсе тӑрса вӗсен аллинчен тухнӑ. Хуннсем вара Дунайпа Тиса шывне пӑрахса кайса Прутпа Днестр урлӑ каҫса ларнӑ. Днепр шывне вӗсем «Вар» тесе ят панӑ. Хӑш-пӗр хуннсем эллинсен патшалӑхне кайса пурӑнма пуҫланӑ. Ҫакӑнта 619 ҫулта хуннсен пӗр патши Органа хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле тӗне кӗнӗ. Ытти хуннсем, тӗрлӗ патшалӑх пулса, уйрӑлса кайнӑ. Ҫак патшалӑхсен, хуннсен юпписен ячӗсем ак ҫапла: Понти хунӗсем, Пӑлхарсем, Аварсем, Хусарсем.
Пирӗн тӗп аттемӗрсем пӑлхарсем пулнӑ. Ҫавӑнпа ытти халӑхсене сиктерсе хӑварса тӳрех пӑлхарсем ҫинчен пуҫласа каям.
Пӑлхарсен пӗр юппи Франксен Дагоберт королӗнчен Бавари ҫӗрӗнче хӗл каҫма ирӗк ыйтса илнӗ. Анчах усал Дагоберт вӗсем лӑпланса ларсан сасартӑк пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ. Ҫак усал, юнлӑ ӗҫ 631 ҫулта пулнӑ. Ҫакӑнта вилесрен хӑтӑлнӑ пӑлхарсем Рим ҫӗрне тарса Самнит, Сепиниум, Бовианиум, Езерния хулисене вырнаҫса ларнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем VIII ӗмӗр пӗтичченех пӑлхарла калаҫнӑ. Унтан майӗпен Рим халӑхӗпе хутшӑнса кайнӑ.

Дунай пӑлхарӗсем

Пӑлхарсен тепӗр юппи Атӑлӑн савнӑ ывӑлӗ Ирникпе пӗрле Дунайпа Днестр хушшине вырнаҫса ларнӑ. Ҫак пӑлхарсем, тӗрлӗ халӑхсемпе пӗрлешсе, 559 султан пуҫласа - Эллин патшалӑхне нумай сӑтӑр тунӑ. 635 ҫулта ҫак пӑлхарсен ӗмпийӗ Кубрат пулнӑ. Кубрат вилсен унӑн ывӑлӗсем патшалӑха салатса янӑ. Пуян ятли ашшӗ вырӑнне юлнӑ. Кӑтрак хӑйӗн ушкӑнӗпе Дон шывӗ урлӑ каҫса ларнӑ, каярахпа вӑл Атӑлпа Кама хӗррине ҫитнӗ пулас. Ҫапла вара эпир шӑпах Кӑтрак йӑхӗнчен пулатпӑр. Ыттисем те ҫапла саланса пӗтнӗ. Тепӗр ушкӑн - Искерих ертсе пынипе 660 ҫулта Дунай урлӑ каҫса Добруджа ҫывӑхне вырнаҫнӑ. Унтан вӗсем 687-мӗш ҫулччен, Балканпа Дунай хушшинчи славянсене пӑхӑнтарса, ҫавсен ҫӗрне, Шумен хулинчен кӑнтӑр енне, Камчия шывӗ хӗррине вырнаҫнӑ.
Славянсем унччен эллинсен аллинче пулнӑ пирки вӗсен патши II Юстиниан пӑлхарсене пӗтерме шухӑш тытнӑ. Пӗтерес вырӑнне кайран унӑн хӑйӗн пӑлхар ӗмпине Тервеле (турӑ палли) пӑхӑнмалла пулнӑ. Ҫакӑнтан вара 731 ҫулччен пӑлхарсем питӗ вӑйлӑ пулнӑ. 741 ҫултан каярах Дунай пӑлхарсем, хӑйсен ҫӗрӗнче пӑлхавсем нумай пулни пирки, вӑйсӑрланнӑ. Ҫакӑн чухне пӑлхар ҫӗрӗнче ӗмпи йӑхӗсем пӗр-пӗринпе вӑрҫнӑ. Славян халӑхӗ пӑлхарсене хирӗҫ тӑнӑ.
Ҫак вахӑтра, 777 ҫулччен, пӑлхар хушшинче темиҫе ӗмпи улшӑнса ларнӑ. Акӑ вӗсен ячӗсем:
1. 729-743 ҫулсем - Ҫевар.
2. 743-759 ҫулсем - Кӗрӗмӗҫ (Кормисош). Славянсем майлӑран ӑна пӑлхарсем ӗмпирен кӑларнӑ.
3. 759-763 ҫулсем - Тилӗҫ. Пӑлхарсен майлӑ пулнӑ. Славянсене питӗ хӗстернӗ. Славянсем вӑрҫӑра эллинсем майлӑ ҫаврӑннипе эллинсем Тилӗҫе ҫӗнтерсе вӗлернӗ.
4. 763-772 ҫулсем - Савин. Эллинсем майлӑран, пӑлхарсем вӗлересрен хӑраса, эллин ҫӗрне тарнӑ.
5. 772 ҫул - Ӑмӑр. Эллинсем майлӑран, хӗрӗх кунтанах патшаран тухса ӳкнӗ. Ҫав ҫултах - Тӑхта. Керӗмӗҫ майлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫса илнӗ.
6. Ҫав ҫулах - Пахан. Эллинсене шанса патшалӑхне кӑштах пӗтермен. Пӑлхарсенчен тарнӑ чухне тарҫисем вӗлернӗ.
7. 772-777 ҫулсем - Телерих. Вӑрҫӑра телейлӗ пулнӑ. Эллинсене ҫӗнтерне те хӑйӗн патшин пуҫне касма шутланӑ. Анчах та каланипе кӑна пулмасть ҫав вӑл ӗҫ тӑвасси. Ун умне калама ҫук пысӑк йывӑрлӑхсем умлӑн-хыҫлӑн сике-сике тухнӑ, патшалӑхӗнчи эллин майлӑ шпионсене шыраса тупса панӑ. Анчах шпионсем майлӑ ҫынсем хӑйне вӗлересрен хӑраса, Эллин ҫӗрне тарса, Эллин патшипе хурӑнташланса эллина тухнӑ. Телирех хыҫӗнчен лӑрнӑ ӗмпусем Картам, Хӑрӑм, Амӑртах ӗмӗрӗсене хӑйсен патшалӑхне аслӑлатасшӑн тӑрӑшсах ирттернӗ: Хӑрӑмӗ Эллинсене питӗ нумай сӑтӑр тунӑ. Вӑл Византи императорне I Никифора ҫӗнтернӗ, хӑйне вӗлернӗ те унӑн пуҫ чашкине кӗмеллеттерсе ӗҫкӗре ҫав чашӑкран эрех ӗҫнӗ.
Амӑртах вӑхӑтнелле пӑлхарсем пурте майӗпен славянла калаҫма пуҫланӑ. Славянсемпе хутшӑнса славяна тухса пӗтнӗ. Малалла ҫав пӑлхар патшисен ячӗсем те славянла. Патшалӑх ячӗ кӑна халичченех «Пӑлхар патшалӑхӗ» пулса юлнӑ.
Ҫак пӑлхарсем хӑйсен патшисене «хан», «ӗмпӳ» тенӗ. Улпучӗсене «боил» тенӗ, «турхан» тенӗ. Чи аслӑ улпутне «кӑвхан» тенӗ.
Пӑлхарсен пуҫ хулине вырӑссем «Аслӑ хула» тенӗ. Китайсемпе ытти хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсем ҫав хулана «Пилер» тенӗ, анчах ҫав китайсем пӑлхарсене хӑйсене те, вӗсен патшалӑхне те «Пилер» тенӗ. Чӑвашсем (пӑлхарӗсем) ҫав хулана «Пӳлӗр» тенӗ пулмалла. Ҫав хула ҫывӑхӗнче ту ҫинче пӑлхар ҫӗрӗнче мусульман тӗнне вӗрентнӗ ҫынна пытарнӑ. Ҫав ҫынна чӑвашсем «Пӳлӗрти Мелем хуҫа» теҫҫӗ. Ку хула вырӑнӗ хальхи «Билярски» хули ҫывӑхӗнче.
Тепӗр хулине «Пӑлхар» тенӗ. Ку хулан ишӗлсе саланнӑ чулӗсем хальхи «Успенское» сали ҫывӑхӗнче купаланса выртаҫҫӗ. Вӑл Хусан кӗпӗрнин Спас уесӗнчи Спас хулинчен 25 ҫухрӑмра, «Спас затонӗ» пристаньрен 12 ҫухрӑмра, Атӑлтан 6 ҫухрӑмра. Ку хула та аслӑ пулнӑ. X ӗмӗр пӗтнӗ вӑхӑтра вырӑссем ҫак хулана ҫӗмӗрсе салатсан, кайран та унта 6 пин ҫын пурӑннӑ. Ун чухне те вӑл хулана Киев хулипе пӗртан тенӗ. Ҫӗмӗриччен ҫав Пӑлхар хули Киевран нумай пысӑкрах пулнӑ пулмала. Анчах вырӑссем Аслӑ хула тесе «Пӑлхара» мар, «Пӳлӗре» каланӑ. Апла пулсан, «Пӳлӗр» мӗн пысӑккӑш хула пулнӑ-ши?
Пӑлхартан инҫех те мар виҫҫемӗш хула пулнӑ. Ҫак хулана «Сувар» тенӗ. Ку хула та паллӑ пысӑк хула пулнӑ. Ҫак хуласенче виҫҫӗшӗнче те аслӑ мечет пулнӑ. Ахӑр, ҫав хуласем виҫҫӗшӗ те тӗрлӗ вӑхӑтра пуҫ хуласем пулнӑ пулмалла.
Ҫак хуласем ҫинчен тата ҫакна палӑртмалла; Пӳлер хули хӗвелтухӑҫӗнче пулнӑ. Ҫавӑнпа хӗвелтухӑҫӗнчи ытти халӑхсем пӑлхарсене те, вӗсен патшалӑхне те «Пӳлӗр» тенӗ.
Славянсем, хӗвеланӑҫӗпе кӑнтӑрти халӑхсем, «Пӑлхар» хули ҫывӑхран ҫав хулана лайӑх пӗлнӗ. Ҫавӑнпа халӑхне те, ҫӗрне те «Пӑлхар» тенӗ.
Ҫармӑссем чӑвашсене, чӑвашсем хӑйсене чӗннӗ евӗрлӗрех «Суас» тесе чӗнеҫсӗ, анчах чӑваш чӗлхинче пите нумай сӑмахсӗнче пӗр вӑхӑтра «с» илтеннӗ ҫӗрте тепӗр вӑхӑтра «р» илтӗнет. Ҫак икӗ сасӑ чӑваш сӑмахӗсенче ялан пӗр-пӗрин вырӑнне куҫса ҫуреҫҫӗ.
(«Юхан Васан» теес вырӑнне чӑваш хушшинчи пӗр шыва авалтанпа «Юхан Варан» теҫҫӗ.) Чӑваш чӗлхинче «у» хыҫӗнчен ӗмӗрех «а», умӗнче «в» хутшӑнать. Ҫавӑнпа «суас» тенипе «чӑваш» тени пӗр сӑмах иккенни ҫинчен ӑнлантарма та кирлӗ мар. Суаспа сувар ҫинчен каланӑ пекех чӑваш чӗлхинче «сувас» сӑмах улшӑнса «чӑваш» пулать. Ҫармӑссемех тӗлӗ-тӗлӗпе суас сӑмаха ҫемҫетсе «ҫуаҫ» теҫҫӗ.
Ҫармӑссем пӑлхарсемпе пӗр патшалӑхра пулнӑ, вӗсене ытти халӑхсенчен лайӑхрах пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем пӑлхарсене ытти халӑхсем пек тӗрлӗ ят шухӑшласа кӑларса паман. Пӑлхарсен тӗп ячӗпе вӗсене ӗмӗрӗпех «чувас» тесе чӗннӗ.
Ҫапла ӗнтӗ чӑваш тени пӑлхарсен чӑн авалхи тӗп-тӗрӗс ячӗ. Анчах ҫав ят тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ тӗлте тӗрлӗрен илтӗннӗ. Ҫармӑссем «суас», «ҫуаҫ» тенӗ. Пӑлхарсем ҫав ятпа хӑйсен хулине «Сувар» ят панӑ. Дунай пӑлхарӗсен ӗмпийӗ те ҫав ятпах «Севар» ятлӑ пулнӑ. Азов тинӗсӗ хӗрринче пурӑннӑ чухне пӑлхарсем Азов тинӗсӗн пӗр юппине хӑйсен ячӗпе «Сиваш» тесе ят панӑ. Китай ҫумӗнчен хӑпса килнӗ чухне вӗсем ҫул ҫинче Иртыш шывӗ хӗрринче пӗр сӑрта хӑйсен ятне парса хӑварнӑ. Ермак Ҫӗпӗре иличченех, «чӑваш» ятне вырӑссем пӗличченех, Ҫӗпӗрти ҫав пысӑк сӑрта «Чӑваш тӑвӗ» тенӗ.
Ҫав чӑваш ячӗ халичченех тӗрлӗ ҫӗрте: Хвалынск уесӗнче, Полтава, Перьм, Крым, Тобольск кӗпернисенче, авал чӑваш иртсе ҫӳренӗ ҫӗрте, тӗрлӗ ялсен ячӗ вырӑнӗсенче ҫӳрет.
Кӑштах айккинелле пӑрӑнтӑмӑр пулас Пӑлхар хулисем ҫинчен калаҫма пуҫанӑччӗ.
Ҫак ҫӳлерех асӑннӑ виҫӗ хуласӑр - Пӑлхар, Пӳлӗр, Сӑварсӑр пуҫне пӑлхарсен хулисем тата та нумай пулнӑ. Перссен историкӗ каланӑ тӑрӑх, пӑлхарсен тата ак ҫак ятлӑ хуласем пулнӑ: Марха (Чикме уесӗнче чӑваш ялӗ Ҫатра-Марка пур), Арнас (Маматӑш уесӗнче Арнаш ятлӑ ял пур), Басов (Пусӑ). Тата ку хуласемсӗр пуҫне пысӑк хула Аспал е Еспел пулнӑ.
Вырӑс историкӗсем тата ак ҫапла ятлӑ хуласем ҫинчен асӑнаҫҫӗ: Брехимов (кӑнах вырӑссем татах «Чапла хула» теҫҫӗ), Керменчӗк, Жукотин, Тухчин, Ошел. Пӗр вӗреннӗ ҫын, Георгий, Отел выранӗ «Кирельский» сали сывӑхӗнче тесе кӑтартать.
Кунсӑр пуҫнӗ кӑнтӑрлара хата тепӗр аслӑ хула пулнӑ (ятне астуса илейместӗп, ҫав хула ҫинчен Мукатдеси ҫырнӑ кӗнеке халь аллӑмра ҫук). Ҫак хула Пӑлхарпа Сувартан пысӑк пулнӑ. Ҫак хулари ҫынсем малтан еврей тӗнӗпе пурӑннӑ, кайран мӑсӑльмана тухнӑ.

Пӑлхар тӗнӗ

Пӑлхарсем малтан кӗлеткеҫӗсем (язычники), шаманистсем пулнӑ. Вӗсен хушшинче, вӗсемпе пӗр чӗлхепе калаҫнӑ хусар кӳршӗсене курса, еврей тӗнне ӗненнӗ ҫынсем тата, мӑссӑльмансемпе суту-илӳ туса пурӑннӑран, мӑсӑльман тӗнне тытакансем те авалтанах пулнӑ. Малтан ҫак пӑлхар-мӑссӑльмансем хуҫасем (суту-илӳ тытакансем) пулнӑ. Кайран ҫав хуҫасенчен илтсе мӑссӑльман тӗнӗ ҫинчен чӑвашсен патши-ӗмпийӗ те пӗлнӗ. Вара (хӑшӗсем ӑна Алмуш теҫҫӗ) Алмас ӗмпи 922 ҫулта мӑсӑльман ҫӗрӗнчен тӗне вӗрентекенсене илсе килтернӗ те, хӑй те мӑсӑльман тӗнне кӗнӗ. Ӗмпи хыҫӗнчен унӑн ҫывӑх ҫыннисем: тӑрӑнӗсем те, турханӗсем те ҫав тӗне йышӑна пуҫланӑ. Ҫакӑнтан кайран пӑлхарсем мӑсӑльман шутланса тӑнӑ, анчах пур халӑхӗ те чӑнласах ку тӗне тытманни паллӑ. Мӑсӑльман тӗнӗ пӑлхар ҫӗрӗнче сарӑлни ҫинчен ҫыраканни тӳрех «пӑлхарсем пурте мӑсӑльман» тесе калама хӑяйман. Хули-хулипе, ҫынни-ҫыннипе кӑна мӑсӑльмансем ак ҫаксем, тесе асӑнать. Тата вӑлах пӑлхарсем хушшинче кӗлеткеҫӗсем (язычники) пурри ҫинчен калать.
Ҫапах та, тӗне пурте кӗмен пулсан та, тӗнӗ ҫинчен пурте пӗлнӗ пулмалла. Ӗмпине юрасшӑн ҫиелтен кӑна мӑсӑльман тӗнне тытнисем те пулнӑ пулмалла. Халичченех чӑвашсем тӗн япалисене мӑсӑльманла асӑнасҫӗ. Ҫак мӑсӑльманла сӑмахсем ак ҫаксем: Турӑ-Тала, Пихампар, Пирӗшти, Эсрелӗ, Кӗпе. Ҫакӑн пек сӑмахсем тата та нумай.
Христос тӗнне тытакансем Пӑлхарта питӗ сахал пулнӑ. Пуринчен ытла ҫав Христос ҫыннисем ют ҫӗртен килнӗ хуҫасем пулнӑ. Пӑлхарти таса Аврамине те вырӑс хуҫи пулнӑ теҫҫӗ, анчах Христос тӗнне тытакан ҫынсене валли Пӑлхарта тӗрлӗ тӗн нумай пулнӑран, тӗрлӗ тӗн ҫыннисем пӗр-пӗрне ытлашши хӗсӗрлемен пулмалла.

Пӑлхарсемпе вырӑссем

969 ҫулта чӑваш чӗлхипе калаҫнӑ халӑхсен пурин те тӑшманӗ, ӗмӗрне Дунай пӑлхарӗсемпе, хусарсемпе, печенегсемпе вӑрсса ирттернӗскер, вырӑс княҫӗ Святослав Атӑл пӑлхарӗсем ҫине тапӑннӑ. Вӑл пӑлхарсен вырӑс енчи хулисене йӑлтах ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫыннисене салатса янӑ. Ҫак килсер-ҫуртсӑр юлнӑ пӑлхарсенчен нумайӑшӗ 970 ҫулта авал хӑйсемпе юнашар пурӑннӑ мадьярсем патне - Венгрине кайнӑ. Мадьярсем ҫак нушаран тарӑхса телей шыраса ҫӳрекен пӑлхарсене питӗ аван йышӑннӑ. Вӗсем авал хӑйсем пӑлхарсемпе юнашар пурӑннине ун чухне манман пулмалла. «Пилерсем» килчӗҫ тесе йышӑнса, вӗсене пурӑнма Дунай юханшывӗн сулахай енне ҫӗр уйӑрса панӑ. Ҫакӑнта вара пилерсем хӑйсене валли «Пешт» ятлӑ хула туса хунӑ. Ҫак пилерсем суту-илӳ тума питӗ маҫтӑр, ҫав тери ӑста пулнӑ. Мадьяр патшалӑхӗнче хыснана тытса тӑракансем пурте пилер ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем XIV ӗмӗре ҫитичченех пӑлхарла калаҫса пурӑннӑ. Унтан вара майӗпен мадьяра (венгра) тухса кайнӑ. Пирӗн ҫак тӑвансем пурӑнакан хула халӗ мадьярсен пуҫ хули. Ӑна «Буда-пешт» теҫҫӗ.
Тата хӑш-пӗр пӑлхарсем, хусарсене Киев княҫӗ Святослав ҫӗмӗрсе тӑксан, Хусарти килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ ҫынсемпе пӗрлешсе печенег халӑхӗ пулса тӑнӑ пулмалла. Ҫак мӗскӗн печенегсем хӑйсене ҫемьесӗр, пӗр-пӗччен хӑварнӑшӑн Святослава часах тавӑрнӑ. Вӑл пӗчӗк ушкӑнпа юлсан унӑн ҫарне ҫавӑрса илсе княҫе вӗлернӗ. Унӑн пуҫ чашкине кӗмӗллетсе печенегсен ӗмпийӗ унтан эрех ӗҫнӗ.
994 ҫулта пӑлхарсемпе Владимир княҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ. Ҫак вырӑс княҫӗ хӑйӗн тӗнне улӑштарасшӑн пулнӑ. Пӑлхарсем ҫакна сиссен хайсен масальман тӗнне мухтама Владимир патне ҫын янӑ, ҫыннисем Владимира ҫапла каланӑ: «Эсӗ питӗ аслӑ княҫ, анчах чӑн тӗне пӗлместӗн. Пирӗн тӗне кӗр те Мухамите пуҫ ҫап», тенӗ.
— Сирен тӗнӗр епле вара? — тесе ыйтнӑ Владимир.
— Эпир пӗр турра ӗненетпӗр. Мухамит пире ӳте касма хушать, сысна ашне ҫиме, эрех ӗҫме хушмасть. Вилсен эпир хӗрарӑмсемпе ыр курса пурнӑпӑр. Пире кашнине Мухамит 70 ытарайми илемлӗ хӗр парӗ. Чи илемлине суйласа илсен, пурин илемне те ҫавӑн ҫине куҫарӗ. Вӑл вара пирӗн арӑм пулӗ. Ку тӗнчере хӗрарӑмсемпе епле вылясан та юрать. Ку тӗнчере чухӑн ҫын, унта та чухӑн пулӗ. Ку тӗнчери пуян унта та ҫав пуянах пулӗ, — тенӗ.
Историк калать: «Вӗсем ҫакӑн пек юрӑхсӑр сӑмахсем тата нумай каланӑ та, ҫырма намӑс», тет.
Анчах та Владимир ҫак сӑмахсене питӗ юратса итленӗ, тет. Вӑл хӑй те хӗрарӑмсемпе выляма питӗ юратнӑ, анчах ӳте касмаллипе сысна ашне ҫимелле марри унӑн кӑмӑлне ытлашшиех кайман. Эрех ӗҫмелле мар тени вара пӗрре те юрамарӗ, тет. Ҫавӑнпа та Владимир пӑлхарсене хирӗҫ: «ӗҫкӗ - вырӑссен хавасӗ, ӗҫкӗсӗр пурӑнма пултарассӑм ҫук», - тесе каларӗ тет те урӑх нимӗн те калаҫмарӗ, тет.
1006 ҫулта Владимирпе пӑлхарсем пӗр-пӗринпе суту-илӳ тума калаҫса килӗшнӗ.
1024 ҫулта Суздаль хулипе ҫӗрӗнче питӗ вӑйлӑ пӑлхавпа выҫлӑх пулнӑ. Вара вырӑссем Атӑл тӑрӑх Пӑлхар хулине кайса тулӑ туяннӑ та выҫӑ вилесрен хӑтӑлнӑ. 1088 ҫулта Атӑлпа Ока шывӗ ҫинче таварпа ҫӳренӗ вӑхӑтра пӑлхар хуҫисене ҫаратса вӗлернӗшӗн пӑлхарсем вырӑссем ҫине тапӑнса Муром хулине тытса илнӗ.
1107 ҫулта пӑлхар ҫарӗ Суздаль хулине хупӑрласа илсе таврари ялсенчи халӑха нумай вӗлернӗ анчах Суздальри вырӑссем пӑлхарсене хӑйсене те вӗлерсе пӗтернӗ.
1117 ҫулта кӑпчаксем (половецсем) пӑлхарсем патне пынӑ. Анчах пӑлхар эмпийӗ вӗсене наркӑмӑш парса вӗлернӗ. Юрий Долгорукий Суздаль ҫӗрӗнче ҫӗнӗ хуласем тунӑ чухне ҫав хуласене пурӑнма пӑлхар ҫыннисем те пырса вырнаҫнӑ. Пӑлхарсемех Суздаль ҫӗрӗнче маҫтӑр пулса та ҫӳренӗ. Вӗсем вырӑссене чиркӳ нумай лартса панӑ. Юрий ывӑлӗн Андрей Боголюбскийӗн арӑмӗ те пӑлхар хӗрӗ пулнӑ. Ун чухнех чӑваш хӗрӗсем майрасенчен илемлӗрех пулнӑ-мӗн. Вырӑс патши ытараймасӑр майрисене пӑрахса чӑваш хӗрне кача илнӗ.
1120 ҫулта Юрий пӑлхарсен ҫарне ҫӗмӗрсе кӗрсе нумайӑшне тыткӑна илнӗ, анчах 1129 ҫулта мӗнпур вырӑс ҫӗрӗнче вӑйлӑ выҫлӑх пулнӑ. Вара пӑлхарсем Атӑлпа Ока тӑрӑх вырӑс хулисене тырӑ турттарса тӑрса вилӗмрен хӑтарнӑ. Пӑлхарсен ӗмпӗвӗ те, хӑйне сиен тунине манса, Юрие валли хӑй темен чухлӗ тырӑ янӑ. Юрий ку тырра илсен, питӗ хавасланнӑ, пӑлхарсен ӗмпине валли парнепе тӗрлӗ лайӑх япаласем, тӑла, ылтӑнлӑ-кӗмӗллӗ ука (парча), пула шӑмми янӑ.
1164 ҫулта Андрей Боголюбский пӑлхар ҫарне питӗ хытӑ ҫапса аркатнӑ. Ун чухне пӑлхарсене ӗмпийӗ те аран тарса хӑтӑлнӑ. Вара вырӑссем пӑлхар ҫӗрне кӗрсе Брехимов хулине тата пӑлхарсен ытти нумай хулисене ҫунтарса янӑ. Ҫак «савӑнӑҫлӑ» ӗҫе асӑнса эпир, чӑвашсем, ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче ҫулсерен уяв тӑватпӑр.
Пӑлхар хӗрӗн упӑшкин чунӗ ҫакӑнпа тулман. Вӑл 1172 ҫулта пӑлхарсене ҫӗмӗрме хӑйӗн ывӑлне Мстислава янӑ. Анчах Мстислава ҫӗнӗ уяв шухӑшласа кӑларма турӑ ҫырман. Вӑл хӑй те хӑйӗн куккӑшӗнчен аран тарса хӑтӑлнӑ. Ҫакӑнтан кайран вара пӑлхарсем хӑйсем вырӑс ҫӗрне кӗрсе Рязаньпе Муром ҫӗрӗсене ҫӗмӗрсе тухнӑ.
1184 ҫулта аслӑ князь Всеволод Юрьевич пӑлхарсене тавӑрма кайнӑ. Унпа пӗрле, тупӑш пулассине сиссе, тӗрлӗ ытти вырӑс княҫӗсем, кӑпчак (хальхи мишерсен) ҫарӗ кайнӑ. Вара ҫак пысӑк, хӑрушӑ ҫар, Кӗмӗллӗ пӑлхар ҫӗрне ҫӗмӗрсе кӗрсе Аслӑ Хулана (Пӳлӗре) хупӑрласа илнӗ. Анчах пӑлхарсем те парӑнман. Вӗсем ҫакӑнта Всеволодӑн шӑллӗне Изяслава амантса вӗлернӗ.
Ҫакна курсан Всеволод пӑлхарсемпе хӑвӑртрах килӗшнӗ те килне таврӑннӑ.
Анчах та вӑл килӗшсе нумай тӑман, 1186 ҫулпа 1205 ҫулсенче тата икӗ хугчен пӑлхарсене ҫӗмӗрме ҫар янӑ.
1218 ҫулта пӑлхарсем вырӑссенчен Устюг хулине туртса илнӗ. Всеволод ывӑлӗ Юрие хирӗҫ тавӑрма хӑйӗн ҫарне янӑ. Вара вырӑссем 1220 ҫулта пӑлхарсен Ошел хулине ҫунтарса янӑ.
Ҫакӑнтан вара вырӑссемпе пӑлхарсем нумайччен килӗштерсе пурӑннӑ.
1229 ҫулта Аслӑ Хулара пӑлхарсем мӑссӑльман тӗнне хурланӑшӑн пӗр Авраамий ятлӑ пуян хуҫана асаплантарса вӗлернӗ.
Вырӑссемпе палхарсем ҫапла ҫапӑҫкаласа та, туслашкаласа та пурӑннӑ. Малашне мӗн пулассине нихӑшӗ те пӗлмен. Пуҫӗ ҫинче мӗн пурри вӗсен куҫне курӑнман. .

Вырӑс аллинче

1551 ҫулта Ҫиллес Иван (Иван Грозный) патша Хусана илме пырсан, чӑваш халӑхӗ ун ҫарне ҫимӗҫ парса тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӑвашсенчен хӑш-пӗрисем Хусан ханӗсем майлисем те пулнӑ. Анчах ун пеккисем сахал пулнӑ. Ыттисем пурте вырӑс майлӑ пулса вӑрҫнӑ. Хусана илни ҫинчен чӑваш хушшинче пӗр калав пур. (Ҫав калава мана ӗмпикке ҫинчен каласа паракан пӗр ырӑ чӑваш Туринке Улатимӗрӗ каласа панӑччӗ).
«Вырӑссем Хусана илнӗ чухне чылайччен Кремле кӗреймен. Иван патша патне ҫав вӑхӑтра чӑваш кӗслӗҫи пынӑ тет. Хулана илме пулӑшма пулнӑ. Патша вара пулӑшма ирӗк пачӗ тет. Чӑвашӗ, кӗслине ҫакса, чӑнкӑртаттарса выляса, хуллен кӑна Хусан хуми патне утса кайрӗ тет. Чӑваш кӗслине питӗ хитре каланӑран, ӑна пурте итлеме тытӑнчӗҫ тет. Чӑваш Хусан хуми патне ҫитрӗ, тет. Унтан хӳмӗ ҫумӗнче чарӑнса татах чылайччен кӗсле каларӗ, тет. Кайран каялла таврӑнчӗ тет. Вырӑссем унан утӑмӗсене шутласа тӑнӑ, хӳмӗ патне ҫитме мӗн чухлӗ утӑм юлнине пӗлнӗ, кайран ҫак вырӑнта шӑтӑк чавса, хуме айне тар пичкисем лартса Хусан хумине сирпӗтсе ячӗҫ тет».
Ҫакӑ чӑн пулнӑ-и, чӑн пулман-и, анчах та 1552 ҫулхи юпа уйӑхӗн иккӗмӗшӗнче Иван патша Хусана илнӗ. Хӑйне пулӑшнӑшӑн чӑвашсене тав тунӑ, темӗн чухлӗ чаплӑ парне панӑ, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн вара чӑвашсем вырӑссен аллине кӗрсе ӳкнӗ. Вырӑс турисен хурри пулса тӑнӑ. Лешсем тутарсенчен мӗн илейменнине пӗтӗмпех чӑвашсенчен пухнӑ. Чӑваш ҫурӑмӗнчен ҫичӗ тир харӑс суни вырӑс улпучӗсен яланхи ӗҫӗ пулнӑ. Чӑвашӗсем час-часах чӑтаймасӑр пӗччен те, ытти халӑхсемпе пӗрлешсе те, пӑшал тытса пӑлхавсене ҫӗкленнӗ, анчах та усси пулайман. Пугачев вӑхӑтӗнче те, Стенька Разин вӑхӑтӗнче те чӑвашсем ҫаксемпе пӗрле пулнӑ. «Пугачев тухрӗ те икӗ ял, виҫӗ ял урлӑ каҫрӑмӑр. Унтан вара каҫмалла мар приказ килчӗ», тесе каласа парать пӗр чӑваш салтакӗ. Пугачев Хусана илнӗ чухне унӑн ҫарӗнче чӑваш нумай пулнӑ, тет. Муркашри ҫӗрулми пӑлхавӗнче те чӑваш пуринчен ытларах пулнӑ.
Вырӑссем чӑвашсемпе епле пурӑнни ҫинчен калам-ши? Вырӑс салисем ялӗпе тӑрса чӑваш хушшине ухутана ҫӳренине, чӑвашсене ҫаратнине, пуян чӑвашсен купарчисене вут ҫинче хӗртсе, укҫине ӑҫта пытарнине калаттарнине астӑвакан ҫынсем халичченех нумай-ха. Тата ватӑ ҫынсенчен эпӗ ҫакӑн пек калаҫу илтнӗччӗ:
«Пӗр яла тӑшмансем ҫӗмӗрсе килнӗ тет. Ҫакна пӗр хӗрарӑм курнӑ тет те ҫӗрле ҫынсене: «Хӗрӗн-арӑмӗн, тухӑр, сала вырӑсӗсем касма килеҫҫӗ» тесе кӑшкӑрса вӑратса ҫӳренӗ, тет. Унччен те пулмарӗ тет, «шанк» ҫапрӗҫ тет те хӗрарӑм «пӑкӑлт» йӑванса ӳкрӗ тет».
«Упшурнӑй кӑмандӑна» ватӑ чӑвашсем питӗ аван астӑваҫҫӗ. Ыйтса пӗлӗр.
Тата ҫакӑ интереслӗ. Мӗншӗн-ха ытти халӑхсем картишсӗрех пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш картишӗсен хумисем хула хуми пек тӗреклӗ, питӗркӗҫӗсем ӗмӗр хуҫмалла мар. Чӳречисем ҫын пӗвӗнчен ҫӳлерех те ҫын пуҫӗ аран кӗмелле. Мӗншӗн чӑвашсем кашниех килӗнче хӑртӑпа кистен усранӑ-ши? Тата ҫакна та каламалла: мӗншӗн чӑвашсем - «лутра вырӑс ял касать», тесе тупмалли юмах шухӑшласа кӑларнӑ-ши? Мӗншӗн «лутра чӑваш» темен-ши? Мӗншӗн пирӗн асаттесем вырӑса курсан кӗлет айӗсене тарса пытанса ҫӳренӗ-ши?
Эпӗ ҫаксене пӗлейместеп. Пӗлме кирлӗ те мар. Манӑ чӑвашсем вырӑс аллине кӗриччен епле пурӑнни пирки кӑна ҫырас килетчӗ. Вырӑс аллине кӗрсен епле пурӑнни - малтан пысӑк пӗлӳ илнӗ чӑвашсем, 1905 ҫулхи пӑлхав, Тимофей Николаевич ҫинчен, ӑна тытса парсан Кирил Мальцев епле хӑйне хай пӑшалпа перӗнсе вилни ҫинчен тата урӑх япаласем ҫинчен ытти ҫынсем ҫырччӑр.
Эпӗ ку историе ҫырма чарӑнас терӗм. Юлашкинчен, савнӑ халӑхӑм, сана ырӑ сунатӑп. Ӗмӗрӗнте нумай чап куртӑн, анчах мӑшкӑлпа тертне те пуринчен ытла куртӑн.
Пӗрлешсе пурӑннӑ чухне вӑйлӑ пултӑн. Мӗнпур тӗнчене чӗтретсе тӑтӑн. Асна-пуҫна кӑтартма вӑхӑт ҫитсен, сан ӑсу-чапу ҫинчен мӗнпур тӗнче пӗлчӗ, чӑвашпа чӑваш уйрӑла пуҫласан мӗнпур тӗнчери халӑх хушшине саланса пӗтрӗн, тӑкӑнса кайрӑн. Тӗнче мӑшкӑлӗ пултӑн, хурлӑхлӑ пултӑн.
Эй, Туррӑм. Ҫӳлти пӗр Турӑ! Чӑваш халӑхне ӗмӗр усра, ку таранччен чӑтнине кура малашне ӑна пӗтме ан пар! Авалхи вӑхӑтра ыррине курманскере, халӗ, ирӗк саманара, савӑнӑҫ кӑтарт. Вӑл саланса, ытти халӑхсем хушшинче йӑлтах тӑкӑнкаласа пӗтесрен хӑтарса тӑр ӑна! Сехӗрлӗ вӑхӑтра чунне ернӗ чирӗсене ырӑлӑх кӑтартса тӳрлет.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-12 12:39:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9178 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org