Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Стихван Шавли

Стихван Шавли (Стихван Антонович Шумков) — чӑваш халӑх сӑвӑҫи. Самар облаҫӗн Шӑнтал районӗнчи Чулҫырмара 1910 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1976 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вилнӗ.

1974 ҫулта ӑна чӑваш халӑх сӑвӑҫи ячӗпе чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

Хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ.

1937 ҫулта Шупашкара куҫнӑ. Кунта вӑл «Сунтал» журнал редакцийӗнче, кӗнеке издетельствинче, писетельсен союзӗн правлениӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн редакцийӗнче, тата ытти пичет тата информаци учрежденийӗнче ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ. 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ.

Унӑна чылай сӑвви Октябрь революцийӗпе, Владимир Ленинпа, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ.

Поэт Макҫӑм Горькийӗн, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, Михаил Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Стихван Шавли
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-05 19:11:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5579 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org