Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑрачкав районӗ

Пӑрачкав районӗ, — Чӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ район. Район администрациӗ Шупашкартан 150 ҫухрӑмра ларакан Пӑрачкав салинче вырнаҫнӑ. Район лаптӑкӗ 1116,9 км2 танлашать, ку вӑл республикӑн 6,1%.

Пӑрачкав районӗн чикки Чулхула облаҫӗпе Мордва Республикин ҫумӗпе иртет. Ҫавӑн пекех Пӑрачкав районӗпе юнашар Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ тата Улатӑр районӗсем вырнаҫнӑ.

Ҫутҫанталӑк

Район чӑваш платоӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Чи ҫӳллӗ вырӑн районӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче тинӗс шайӗнчен 243 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗр айӗнчи пурлӑхсенчен кунта торф, керамика япалисене кӑларма юрӑхлӑ суглиноксем, кирпӗч тума юрӑхлӑ тӑмсем, стройкӑсенче усӑ куракан хӑйӑр, доломитсем пур.

Районӗн тӗп юханшывӗ — Сӗве. Сӗве района икӗ пая пайлать. Сӗве хӗрринче нумай кӳлӗ пур.

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗнче районта 18,6 пин ял ҫынни пурӑннӑ. 1 тӑваткал ҫухрӑм ҫине 15,1 ҫын ҫеҫ килет. 74% — вырӑссем, 21% — мордва халӑхӗсем шутланаҫҫӗ. Ытти халӑхсем сайра тӗл пулаҫҫӗ. Районта пурӗ 39 ял, вӑтамран вӗсенче 493 ҫын пурӑнать.

Паллӑ ҫыннисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пӑрачкав районӗн ялӗсем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-31 19:22:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9439 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org