Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нартукан юррисем

Нартукан юррисене «Ӗҫпе йӑла юррисем» кӗнекерен илнӗ.

«Силлӗм кӑна силлӗм те...»

Силлӗм кӑна силлӗм те
Ай ҫил пуҫӗ,
Ырӑ учӗсем пулӗҫ те
Ҫул пуҫӗ.
Турӑпалан пӳлӗхсем
Ҫырнӑ пусан
Эл эпӗр те пулӑпӑр
Ҫурт пуҫӗ.
Чӳречӗрсем ҫинче чуптар ҫеҫке,
Мӗнле ыр ҫын лартса ӳстернӗ?
Пӗвӗрсемех вӑрӑм, сӑнӑр сарӑ
Хирӗҫ тӑрса сывлӑх ытасси.

«Ир ҫинченех ирех ан тӑратӑр...»

Ир ҫинченех ирех ан тӑратӑр,
Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрпе хам тӑрӑп.
Маншӑнах та, тӑвансем,
                ан хуйхӑрӑр,
Мӗнпур ҫырнисене те хам курӑп.
Кӗмӗлех те ҫӗрре куҫ хывтартӑм
Вун пилӗклбх кӗмӗл те тенкӗрен.
Хамӑнах та тӑванӑм,
            сана шыраса тупрӑм
Чуптар ҫеҫке ҫурнӑ та пахчара.

Ай ӳсрӗмӗр, тӑван

Ай ӳсрӗмӗр, тӑван, ай ӳсрӗмӗр
Шыв кукринче ӳснӗ хӑмӑш пек,
Шыв кукринче ӳснӗ хӑмӑш пек.

Салантӑмӑр, тӑван, салантӑмӑр
Чӑх айӗнчен тухнӑ чӗпӗ пек,
Чӑх айӗнчен тухнӑ чӗпӗ пек.

«Селимах та селим ай пуҫӗ...»

Селимах та селим ай пуҫӗ,
Ыр учӗсем пулӗҫ ҫул пуҫӗ.
Турӑсем ҫырсан, пӳлӗх пӳрсен,
Тен, эпир те пулӑпӑр ҫурт пуҫӗ.

Ӑҫта каян, чӗкеҫ, ҫӑмӑр виттӗр
Ик ҫунатту вӗҫне йӗпетсе?
Ӑҫта каян, тӑван, уйрӑлса
Ик куҫӑнтан куҫҫуль юхтарса?

«Ах, шалккӑ-ҫке хура кӑҫат...»

Ах, шалккӑ-ҫке хура кӑҫат,
Ах, шалккӑ-ҫке хура кӑҫат
Йӗпе-сапара тӑхӑнсан.

Ах, шалккӑ-ҫке чун савни,
Ах, шалккӑ-ҫке чун савни
Кӗҫӗр кунта килмесен.

Икӗ хут кӗпе тӑхӑнсан,
Икӗ хут кӗпе тӑхӑнсан
Кули пӗри хуралмасть?

Ик савнипе пурӑнсан,
Ик савниле пурӑнсан
Кули пӗри сивӗнмест?

Сатин саппун кӗскерех,
Сатин саппун кӗскерех,
Кӗскерех те ҫӳхерех.

Ман чун савни пӗчӗкрех,
Ман чун савни пӗчӗкрех,
Пӗчӗкрех те вӗҫкӗнрех.

Кӗмӗл ҫӗрӗ — мерчен куҫ,
Кӗмӗл ҫӗрӗ — мерчен куҫ
Ҫавӑрнать пӳрне варринче.

Ман чун савни гармоние,
Ман чун савни гармоние
Калать юрӑ майӗпе.

Чупрӑм тухрӑм пахчана,
Чупрӑм тухрӑм пахчана,
Кӗмӗл ҫӗрӗ эп тупрӑм.

Кӗмӗл ҫӗрӗ — мерчен куҫ,
Кӗмӗл ҫӗрӗ — мерчен куҫ,
Ман чун савни — чакӑр куҫ.

«Лашисене кӳлсе те ҫавӑрса тӑратнӑ…»

Лашисене кӳлсе те ҫавӑрса тӑратнӑ,
Ӑҫта каян, тусӑм, каласа кай,
Шыва кӗмӗл ҫӗрӗсем ярса кай.
Шыври кӗмӗл ҫӗррӳ час тухмасан
Ирӗлчӗ пуль тесе те ан кала.
Ир те кӗтрӗм, тусӑм, каҫ та кӗтрӗм,
Манчӗ пулӗ тесе те ан кала.

«Шур юр ҫине ай ҫунӑ ҫут ялтӑрма...»

Шур юр ҫине ай ҫунӑ ҫут ялтӑрма
Хӗртсе хӗвел пӑхсан та ирӗлес ҫук.
Ах, тантӑшӑм, тетӗп те, ах, тантӑшӑм,
Мӗн чул тӑшман сивӗтсен те сивӗнес ҫук.

Ҫӳлӗ тусем ҫине хӑпарнӑ чух
Ҫил ҫавӑрчӗ кӗпенӗн ай аркине.
Эс унтаччӗ, чунӑмҫӑм, эп кунтаччӗ.
Тем ҫавӑрса хучӗ ай пӗр ҫӗре.

Шур курница урайне ҫусах тӑрӑр,
Кӗленче пек ҫӑмарта ай ҫаврӑнтӑр.
Калаҫнӑ пӗр сӑмахсем пит килӗшет,
Ҫӳҫ пӗрчисем пӗр ҫӗре ай ҫыхӑнччӑр.

Хура вӑрман ӑшӗсем такӑр пулсан
Тартмӑпӑр-ши тилли ай пур пулсан.
Пӗр курмасан, тӑван, пӗр курӑпӑр,
Ҫут тӗнчере пуҫсем ай сыв пулсан...

«Шӗлтӗр кӑна шӗлтӗр те сӗлӗ кӗлти...»

Шӗлтӗр кӑна шӗлтӗр те сӗлӗ кӗлти
Ут силлесе ҫинисем ай илемлӗ;

Ялта ятлӑ ачапа калаҫсассӑн
Ял ҫине ыр ят кайни ай илемлӗ.

Улмаллӑ чӗрҫитти те умӑмра ҫук,
Пасара та каймасӑр ай пулас ҫук;

Пирӗн савнӑ туссем те ку ялта ҫук,
Ют яла та каймасӑр ай пулас ҫук.

«Пӗчик ҫеҫ лаша та, турӑ лаша…»

Пӗчик ҫеҫ лаша та, турӑ лаша,
Ут пулаймӗ тесе те ан калӑр,
Ут пулаймӗ тесе те ан калӑр.

Пӗчик ҫекӗр пуҫӑм та, ҫамрӑк чунӑм
Ҫын пулаймӗ тесе те ан калӑр,
Ҫын пулаймӗ тесе те ан калӑр.

Сакӑр тир те ҫӗлӗкне сарӑ тенӗ,
Ан тӑхӑнӑр ирхи те сывлӑмпа,
Ан тӑхӑнӑр ирхи те сывлӑмпа.

Хамӑр танах тусӑма илтмесессӗн
Ан сивӗнӗр ҫын урлӑ илтнипе,
Ан сивӗнӗр ҫын урлӑ илтнипе.

Кӗҫ хурама тетӗп те, кӗҫ хурама,
Вӑйлӑ ҫилсем иртсе те кайиччен,
Вӑйлӑ ҫилсем иртсе те кайиччен.

Те, ҫамрӑк пуҫ, тетӗп те, те, ҫамрӑк пуҫ,
Йӑвӑр хуйхӑ иртсе те кайиччен,
Йывӑр хуйхӑ та иртсе те кайиччен.

«Нартукан ҫине нар пустӑр...»

Нартукан ҫине нар пустӑр,
Пирӗн ҫамрӑк пуҫа мул пустӑр,
Пирӗн ҫамрӑк пуҫа мул пустӑр.
И, каяппӑр, тӑвансем, и, каяппӑр
Кайӑк хурсем ҫитмен ҫӗрсене,
Кайӑк хурсем ҫитмен ҫӗрсене.
Кайӑк хурсем ҫитеҫ, каялла килеҫ,
Эпир кайсан каялла килес ҫук,
Эпир кайсан каялла килес ҫук.

«Силлимех те силлем, ай ҫил пуҫӗ...»

Силлимех те силлем, ай ҫил пуҫӗ,
Турӑ лаши пулӗ ҫул пуҫӗ,
Турӑ лаши пулӗ ҫул пуҫӗ.

Турӑ та ҫырсан, пӳлӗх пӳрсен
Эпир те пулӑлӑр ҫурт пуҫӗ,
Эпир те пулӑпӑр ҫурт пуҫӗ.

Аслӑ ҫулсем тӑрӑх тилӗ юртать,
Ун урине кӑлканӗ касмаҫ-ши,
Ун урине кӑлканӗ касмаҫ-ши?

Турӑях та ҫырни, пӳлӗх пӳрни,
Пӗччен выртсан ури шӑнмаҫ-ши,
Пӗччен выртсан ури шӑнмаҫ-ши?

«Улача та кӗпе улт ҫӗвӗллӗ...»

Улача та кӗпе улт ҫӗвӗллӗ,
Ларса ҫӗлемесен час пулмасть,
Ларса ҫӗлемесен час пулмасть.
Пӗр курнӑ чух, тӑвансем, калаҫар-ха,
Курса калаҫассисем час пулмасть,
Курса калаҫассисем час пулмасть.

Хура вӑрман сивӗ, каш-каш тӑвать,
Тата мӗн ҫӑвасси пур-ши-ха,
Тата мӗн ҫӑвасси пур-ши-ха?
Ай-хаях та пуҫӑм, ҫамрӑк чунӑм,
Тата мӗн курасси пур-ши-ха?
Хура вӑрман айӗнче ай хурлӑхан,
Хурлӑхансем айӗнче пӗрлӗхен,
Хурлӑхансем айӗнче пӗрлӗхен.

Хураях та куҫлӑ, хӗрлӗ питлӗ,
Ҫавсем мар-ши пирӗн тӑвансем,
Ҫавсем мар-ши пирӗн тӑвансем?
Юрла кӑна, юрла та тияттӑр,
Пӗлмен юрра епле юрлам-ха,
Пӗлмен юрра епле юрлам-ха?
Пӗлсен-пӗлмесен те эй эп юрлам-ха?
Сирӗн кӑмӑлӑрсене курам-ха,
Сирӗн кӑмӑлӑрсене курам-ха.

«Ҫӗлен те ҫӗлен сӗм куҫӗ...»

Ҫӗлен те ҫӗлен сӗм куҫӗ,
Юрӑ юхсан пулӗ ҫул куҫӗ,
Турӑ парсан пӳлӗх пӳрни
Эпӗр те пулӑпӑр ҫул пуҫӗ,
Эпӗр те пулӑпӑр ҫул пуҫӗ.
Ырӑ ут юртать, пуҫне ухать
Инҫетри пӗр ҫутӑна каясшӑн.
Пирӗн тӑван пӑхать, куҫне хӗсет
Ӗмӗрлӗхех пӗрле пурнасшӑн.

«Сӗллӗм те сӗллӗм, сӗл пуҫӗ...»

Сӗллӗм те сӗллӗм, сӗл пуҫӗ,
Ырӑ утсам пулӗ ҫул пуҫӗ.
Турӑ парсан, пӳлӗх ҫырсан-пӳрсен
Эпӗр те пулӑпӑр ҫурт пуҫӗ,
Турӑ парсан, пӳлӗх ҫырсан-пӳрсен
Эпӗр те пулӑпӑр ҫурт пуҫӗ.
Кӑвак-кӑвак арча ай маччара,
Маччара мар-ҫке, каштара.
Эпӗр ыр курассисем ай патшара,
Патшара мар-ҫке, Турӑра.
Эпӗр ыр курассисем ай патшара,
Патшара мар-ҫке, Турӑра.
Икӗ пусӑ юнашар,
Иккӗшӗ те тулӑ пусӑвӗ.
Хӑмӑлӗсем ҫутӑ, пуҫӗсем тутӑ,
Хамӑр тӑван ӑшӗ ҫап-ҫутӑ.
Хӑмӑлӗсем ҫутӑ, пуҫӗсем тутӑ,
Хамӑр тӑван ӑшӗ ҫап-ҫутӑ.

«Сӗллӗм те сӗллӗм, сӗлӗ пуҫӗ...»

Сӗллӗм те сӗллӗм, сӗлӗ пуҫӗ,
Ырӑ утсем те пулӗҫ те ҫул пуҫӗ.
Турӑ парсан, пӳлӗх пӳрсен
Пулӑпӑр эпӗр те ҫурт пуҫӗ.
Мерчен сӑмаххисем суя пулччӑр,
Эпир ыр курассисем чӑн пулччӑр.
Пӗр тимӗр хыҫне те пӑри акрӑм,
Пуҫӗ кӑнтӑр еннелле пӑхӗ ӗнтӗ.
Сисеттӗр-и, тӑванӑм, сисместӗр-и?
Пуҫӑр ырлӑх еннелле тайӑлать.
Анатра та ай пӗвесем пӗвеҫҫӗ,
Пӗви ҫине юшкӑнсем ҫӑваҫҫӗ.
Сисеттӗр-и, тӑванӑм, сисместӗр-и,
Пуҫӑр ҫине ырлӑхсем ҫӑваҫ-ҫке.
(...) кӗрпесем ҫӑваҫҫӗ.
Кӗрпесене пӑхрӑм та ай вир кӗрпи,
Хӗрӗсене пӑхрӑм та ай панулми.

«Ӑҫта кӑна каяйсан та...»

Ӑҫта кӑна каяйсан та
Уя хӗвел сарри пӑхать,
Каҫ пулнӑ ҫӗр ҫитсен,
Ҫӗр ҫитсен те ҫын юлать.
Траппӗл кӗпесем пулнӑ-и те,

Сантукач, нартукан,
Эпир каҫаймасан юр пике,
Эпир каҫаймасан юр пике.
Турӑран та ырлӑхсем пулнӑ-и те,
Сантукач, нартукан,
Эпир кураймасӑрах юр пике,
Эпир кураймасӑрах юр пике.
Инҫе те мар ҫула ай тухасси,
Инҫе те мар ҫула ай тухасси,
Пӗчӗкҫӗмӗр хуҫӑлман ҫамрӑк чунӑм,
Сантукач, нартукан,
Инҫе те мар ҫула ай тухасси,
Инҫе те мар ҫула ай тухасси.

«Кӳлли пысӑк, кӳлли тарӑн...»

Кӳлли пысӑк, кӳлли тарӑн,
Хур кайӑк ишет.
Хӑйӗн хурлӑхлӑ
Юррине
Хурланса юрлать.
Хӑйӗн хурлӑхлӑ юррине
Хурланса юрлать.

— Чӗп аманчӗ, вӗҫейместӗп,
Хӗл каҫас пулать.
Хӗл каҫиччен ларас пулать
Кӳлӗ варринче.
Хӗл каҫиччен ларас пулать
Кӳлӗ варринче.

Иртсе пырать чее тилӗ
Хур кайӑк патне.
Йӑтать каять хур кайӑка
Хура вӑрмана.
Йӑтать каять хур кайӑка
Хура вӑрмана.

Утса пырать маттур Ванюк
Сар Марье патне.
Ҫавтать каять сар Марьене
Ашшӗ килнелле.
Ҫавтать каять сар Марьене
Ашшӗ килнелле.


 
Категорисем: Нартукан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-12-27 23:22:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2932 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org