Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куславкка районӗ

Куславкка районӗн картти
Куславкка районӗЧӑваш Енӗн ҫӳрҫӗр енче вырнаҫнӑ район. 1927 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Район администрациӗ Шупашкартан 97 ҫухрӑмра ларакан Куславккара вырнаҫнӑ.

Тавралӑхӗ

Лаптӑкӗ — 516,8 км2. Район ӑшне Атӑлти Криуши тата ытти утравсем кӗреҫҫӗ. Хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче Тутарстан вырнаҫнӑ. Кӑнтӑрпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче Вӑрмар районӗ, хӗвеланӑҫ енче — Ҫӗрпӳ районӗ, ҫӳрҫӗр-хӗвеланӑҫ енче Сӗнтӗрвӑрри районӗ вырнаҫнӑ. Ҫӳрҫӗр енче кӑнтӑр еннеле 50 ҫухрӑма район тӑсӑлать, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енне — 70 ҫухрӑма.

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗ валли районта 26,6 пин ҫын пурӑннӑ, вӑл шутра 12,9 пин (48%) — хула ҫыннисем, 13,7 пин (52%) — ял ҫыннисем. Районта пурӗ 67 ял вырнаҫнӑ, вӗсенче вӑтамран 222 ҫын пурӑнать. Пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине вӑтамран 53,2 ҫын килет. Пӗтӗм халӑх шутӗнчен 70% ытла — чӑвашсем.

1979 ҫулта ял ҫыннисен шучӗ 31,3 пин пулнӑ, 1989 ҫулта — 27,1 пин.

Хула ҫыннисем Куславккара пурӑнаҫҫӗ.

Паллӑ ҫынсем

Куславкка районӗн ялӗсем

Куславкка районӗн ялӗсем алфавит тӑрӑх

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Куславкка районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Santăr тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-28 19:59:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13727 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org