Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Казанов Аркадий Петрович

Казанов Аркадий Петрович, — журналист, "Коммунизм ялавӗ" хаҫатӑн, каллех "Хыпар" пулса тӑрас умӗнхи, редакторӗ. Прозаик, сӑвӑҫ. 1932 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27 Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ.

1994 ҫултанпа Раҫҫей Федерациӗн ҫыравҫисен пӗрлешӗвне кӗрет. 1982 ҫӳлта Чӑваш АССРӗн, 1988 ҫулта РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Чӑваш педагогика институчӗнче, Ленинградри аслӑ парти шкулӗнче вӗреннӗ.

Вӑрмар район хаҫачӗн редакциӗн ял-хуҫалӑх уйрӑмӗн заведующиӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн реакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Унӑн ӗҫӗсем ҫак калавсемпе хайлав пуххисенче пичетленнӗ:

  • «Ачалӑх сукмакӗсем» (1987);
  • «Чун йыхравӗ» (1989);
  • «Ир ларнӑ хӗл» (1991);
  • «Кашкӑр юртиллӗ этем кӗрчӗ» (2001);
  • тата ыттисенче.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

/lib/author/40.html_Аркадий Казанов хайлавӗсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-08-27 13:57:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7163 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org