Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Константинович Иванов (некролог)

2014 ҫулхи январӗн 2-мӗшӗнче йывӑр чире пула Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Иван Константинович Иванов ӗҫ ветеранӗ пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.

И.К. Иванов 1930 ҫулхи июлӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпел ялӗнче ӗҫчен хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Ялти шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри библиотека техникумне вӗренме кӗнӗ. 1952 ҫулта техникум пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпелти заведующиӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак должноҫра вӑл пӗр улшӑнмасӑр 33 ҫул тимленӗ. И.К. Иванов ертсе пынӑ библиотека "Республикӑри чи лайӑх библиотека" Диплома ултӑ хутчен тивӗҫнӗ (1966, 1970, 1974, 1976, 1977, 1980 ҫулсенче). 1987 – 1992 ҫулсенче Хурӑнсур Ҫармӑсри клуб заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1988 ҫулта вӑл иртсе пынӑ клуб «Чи паха ӗҫсемшӗн» Диплома тивӗҫнӗ. 1992 – 1994 ҫулсенче Иван Константинович Ҫӗрпелти культура ҫурчӗн директорӗнче вӑй хунӑ. Мӑшӑрӗпе виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. И.К.Иванов обществӑлла ӗҫе яланах активла хутшӑннӑ. 1955 – 1957 ҫулсенче Ҫӗрпелти Ленин ячӗллӗ колхозри комсомол организацине ерсе пынӑ, 1963 – 1964 ҫулсенче – «Янгорчино» колхозри партии организацийӗн секретарӗ. Иван Константиновича 1959 - 1987 ҫулсенче вунӑ хутчен Ҫӗрпел ял совет депутатне суйланӑ. Вӑл 50 ҫул ытла районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн активлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. Пархатарлӑ ӗҫсемшӗн И.К.Иванова Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, медальсемпе, СССР тата РСФСР Культура министервисен, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп Грамотисемпе наградӑланӑ. Ӑна Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ. Кӑвар чӗреллӗ И.К.Иванов Ҫӗрпел тӑрӑхӗнчи ӗҫчен халӑхӑн ҫитӗнӗвӗсене район хаҫатӗнче, вырӑнти радиопа тӗплӗн ҫутатса тӑнӑ, бригадӑсемпе фермӑсен ӗҫченӗсемпе тӑтӑшах тӗл пулнӑ.

1992 ҫулта чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, юптаруҫи, фельетонисчӗ С.П.Толмасов-Шӑпчӑк ҫуралнӑранпа 104 ҫул тултарнӑ ятпа «Янгорчино» колхоз правленийӗ пулӑшнипе И.К.Иванов П.А.Ялгирпа пӗрле «Кулӑш кустӑрми» кӗнеке пичетлесе кӑларчӗҫ. Енчен Иван Константинович Ҫӗпритун Шӑпчӑк ҫыравҫӑн пурнӑҫӗ ҫинчен материалсене тата унӑн халавӗсене ҫур ӗмӗр хушши тупса пуҫтарса пыман пулсан, хамӑрӑн пултаруллӑ ентеш ҫинчен халӗ те тӗплӗн пӗлес ҫукчӗ. Ҫакӑн пек пархатарлӑ ӗҫсемшӗн И.К.Иванов Чӑваш республикин Хисеплӗ краевечӗ ята илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Иван Константинович уҫӑ та янравлӑ сассипе культура ҫуртӗнчи кану каҫӗсене, ӗҫпе-юрӑ уявӗсенче, Ҫӗрпел тӑрӑхӗнчи паттӑр салтаксене халалласа лартнӑ монумент-обелиск умӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗсенче пурне те тыткӑна илмелле вуланӑ сӑвӑ йӗркисем паянхи кун та чӗререн тухмаҫҫӗ.

Хурӑнсур Ҫармӑс, Ҫӗрпел тата Кайри Тукай ялӗсенче пурӑнакансем
«Ҫӗртерӳ ҫулӗ», 2014, 01, 11, 1 (10768) №


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-11-11 12:23:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1896 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org