Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗрӳ-суру чӗлхи (Елена Кузьмина)

Федоровка тӑрӑхӗнчи Ашкатар ялӗнчи чӑвашсем ӗлӗкрен ҫак вӗрӳ-суру тӗслӗхӗсемпе сипленӗ.

Куҫ ӳксен

шӑтӑклӑ кӑмпапа тӗтӗрнӗ. Ача пысӑк тутӑрпа пӗркенсе алӑк енне пӑхса ларнӑ. Ҫак сӑмахсене каланӑ: “Атӑл авӑшӗнчен килнӗ ылтӑн ҫӳҫлӗ‚ кӗмӗл шӑллӑ карчӑк вӗрет-сурать‚ сывлӑх сунать. Ҫак Паҫука ӳтӗнчен-тирӗнчен‚ шӑмминчен-шаккинчен‚ кӑтра ҫӳҫӗнчен‚ кӑвак куҫӗнчен илсе тухса кайтӑр ҫак ҫитмӗл те ҫичӗ хӑлаҫлӑ юманран хӑйпӑтса илнӗ юман кӑмпин тӗтӗмӗ. Хура куҫ‚ кӑвак куҫ‚ хӑмӑр куҫ‚ пушкӑрт куҫ‚ вырӑс куҫ‚ чӑваш куҫ… Юратса пӑхнӑ пулсан та‚ ылханса пӑхнӑ пулсан та‚ ӑҫта лекнӗ пулсан та‚ тухса кайтӑр.
Этем ури пусман сӗм вӑрмана ҫити‚ ӑмӑрткайӑк вӗҫсе каҫайман ҫӳллӗ тусем патне ҫити‚ ҫитмӗл ҫичӗ тинӗс леш енне ҫити‚ ҫитмӗл ҫичӗ тӗрлӗ ӳтӗнчен-шӑнӑрӗнчен илсе тухса кайтӑр. Кайма ҫул пултӑр‚ килме ан пултӑр”.Ҫак сӑмахсене виҫӗ хут каламалла‚ унтан “Аминь‚ Аминь‚ Аминь” темелле.

Ӑншӑрт ӳкнинчен

Ятлаҫнӑ хыҫҫӑн ӑншӑрт ӳкме пултарать. Икӗ этем харкашсан виҫҫӗмӗшне ӑншӑрт ӳкет. Ӑна ҫапла сиплеҫҫӗ: ҫӑнӑх‚ ҫӑкӑр сӑмси‚ тӑвар‚ куркапа шыв илсе пуҫ тавра ҫавӑрмалла. Ача алӑк енне пӑхса лармалла. Ҫак сӑмахсене виҫӗ хут каламалла‚ сурмалла: “Пуҫ тупанӗн уҫҫи ҫук‚ ӑншӑрт ларма вырӑн ҫук. Ятсӑр пӳрнен ячӗ ҫук‚ ӑншӑрт ларма вырӑн ҫук. Кача пӳрнен качи ҫук‚ ӑншӑрт ларма вырӑн ҫук. Ирпе килтӗн пулсан ирпе кай‚ каҫпа килтӗн пулсан каҫпа кай‚ ӑҫтан килтӗн ҫавӑнта кай”. Шывне алӑк тӑпсине тӑкмалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫын чӗрӗлет тенӗ.

Хӑр хывни

Ача хӑрасан пирӗн енчи ватӑсем хӑр хываҫҫӗ. Малтан кӗлӗ вуламалла: “Эй‚ Ҫӳлти Аттемӗр‚ эс пурнӑҫа тытатӑн‚ эпир сана шанатпӑр‚ пирӗн ачана тӑнӑҫлӑх пар”
Хӑр хывма пыл карасӗ е тӑхлан‚ куркапа шыв илеҫҫӗ. Караса ирӗлтереҫҫӗ. Ача пысӑк тутӑрпа пӗркенсе алӑк енне пӑхса ларать. Ирӗлнӗ караса ачан пуҫӗ ҫийӗн тытса шыв ҫине яраҫҫӗ: “Пирӗн ача мӗнрен хӑранӑ‚ ҫавӑ ҫак караспа ирӗлсе пӗттӗр” теҫҫӗ.
Ҫакӑн пек виҫӗ хут ирӗлтерсе яраҫҫӗ. Унта тӗрлӗ мӗлке ӳкет. Кашни хутӗнче кӗлӗ хыҫҫӑн “Атӑл авӑшӗнчен килнӗ ылтӑн ҫӳҫлӗ‚ кӗмӗл шӑллӑ карчӑк вӗрет-сурать‚ сывлӑх сунать…” темелле.
Куркари шыва ҫын ҫӳремен ҫӗре тӑкмалла.

Ача хӑранинчен

Ача ҫывӑрнӑ ҫӗртен хӑраса вӑранса каять пулсан ҫӑмартапа ҫавӑрса пӑрахмалла. Чӗрӗ ҫӑмарта илмелле‚ ӑна виҫӗ хут ачан пуҫӗ ҫийӗн‚ ура пӳрнисенчен кустармалла. Унтан ҫӑмартана ҫын ҫӳремен вырӑна хумалла‚ ҫӗрпе хупламалла. Ҫак сӑмахсене виҫӗ хут каламалла: “Акӑ сана‚ усал-тӗсел амӑшӗ‚ акӑ сана апат‚ ҫӑкӑр‚ шыв. Манӑн ачана Райӑна‚ турӑ тарҫине‚ таса сывлӑх‚ тӑнӑҫ пурнӑҫ пар”.
Ҫӑмартине хурсан ҫаврӑнса пӑхмалла мар.

Хаяр пӑрахни

Ӑншӑрт вӑйлӑ ӳксен этем чирлет‚ вӑй ҫуккипе аптрать. Кун пек чухне хаяр пӑрахаҫҫӗ. Малтан кӑвар хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна савӑта хураҫҫӗ. Кашӑк ҫӑнӑх‚ ҫавӑн чухлех тӑвар илеҫҫӗ. Тутӑр пӗркеннӗ ҫынна алӑк енне пӑхтарса лартаҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене калаҫҫӗ: “Атӑл авӑшӗнчен килнӗ ылтӑн ҫӳҫлӗ‚ кӗмӗл шӑллӑ карчӑк вӗрет-сурать‚ сывлӑх сунать…” Унтан: “Юман вутти касрӑмӑр‚ шӗл кӑвар турӑмӑр‚ ҫак шӗл кӑвар ҫийӗнче хаяр чире хирӗҫ апат хатӗрлерӗмӗр”.
Кӑвар ҫине пӗрре ҫӑнӑх‚ тепре тӑвар сапмалла. “Ҫӑнӑхӗ те пур‚ тӑварӗ те пур” темелле‚ тӗтӗмне сывлаттармалла‚ “Ҫилпе лекрӗ пулсан ҫилпе кайтӑр‚ ир лекрӗ пулсан ир кайтӑр‚ каҫ лекрӗ пулсан каҫ кайтӑр. Ҫак хаяр чирӗн никӗсӗ ӑҫта‚ ҫавӑнта таврӑнтӑр”.
Кӑварлӑ савӑта илсе тухса шывпа сапса сӳнтермелле. “Ҫак ирӗн ӗҫӗ пултӑр ҫакӑнта‚ урӑх ниҫталла та ҫул ан пултӑр. Аминь‚ аминь‚ аминь” темелле.
Ҫын ҫӳремен ҫӗре тӑкмалла.

Ҫумӑр чӳкӗ

Чӳк тума кирлӗ япаласем: виҫӗ тӗрлӗ кӗрпе‚ ӗне ҫӑвӗ‚ тӑхӑр пӗчӗк икерчӗ (хирте пӗҫермелле)‚ ҫӑмарта‚ пӗр пӗчӗк ҫурта‚ шӑрпӑк‚ ҫатма‚ пӗчӗк хуран‚ сӑмавар‚ ҫерҫи чӗппи‚ хур ҫӑмарти‚ хура ҫӑм‚ шурӑ ҫӑм.
Вӑрах вӑхӑт ҫумӑр пулмасан ватӑсем Чӳк ҫырми хӗрне кайнӑ‚ Ҫумӑр чӳкӗ ирттернӗ. Чи малтан шыв анса ӑснӑ. Ҫак сӑмахсене каламалла: “Эй‚ Ҫӳлти Аттемӗр‚ тӑван ҫӗр анне ыйтнипе эпир чӳк тӑвас тетпӗр. Ҫавна тума пире ирӗк парӑр”‚ Шыв хуҫисене хывса хӑваран. Ҫав шывпа виҫӗ тӗрлӗ пӑтӑ пӗҫермелле‚ ҫу ямалла. Тӑхӑр пӗчӗк икерчӗ пӗҫермелле. Пӗҫерсе пӗтерсен ҫырма хӗрне анса ҫурта ҫутса хывмалла. Виҫӗ икерчӗ илсе анмалла: пӗри – ҫӗр хуҫисене‚ тепри – шыв хуҫисене‚ виҫҫӗмӗшӗ – ҫил хуҫисене. Хывма тытӑниччен каламалли сӑмахсем: “Эй‚ Ҫӳлти Аттемӗр‚ эсӗ пурнӑҫа тытатӑн‚ санӑн яту хисеплентӗр. Эсӗ пурнӑҫа тытатӑн‚ пурлӑх та санран килет‚ чӗрӗлӗх те эсӗ паратӑн. Пирӗн ӑша ырӑ сывлӑшпа кӗрсе вырнаҫ‚ пирӗн пурнӑҫа ырӑ шухӑшпа кӗрсе вырнаҫ. Аминь‚ аминь‚ аминь”.
Ҫурта ҫутсан каламалли сӑмахсем: “Ҫак тӑват кӗтеслӗ ҫанталӑкра шурӑ юр кайса хура ҫӗр тухсан ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ ӳсен-тӑран ҫӳлелле ҫӗкленет тата ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере миҫе тӗслӗ чӗр чун пур – хӑйӗн ӑрӑвне малалла ӗрчетет. Ҫак пурнӑҫа тытса пыма тӑнӑҫлӑх кирлӗ”.
Малтан ҫил амӑшне хыватпӑр‚ ҫак сӑмахсене калатпӑр: “Эй‚ ҫил амӑшӗ‚ санран пулӑшу ыйтатпӑр. Паянтан хӑвӑн салатса янӑ ачусене пуҫтар. Ӑмӑрткайӑк каҫайман ту хыҫӗнче усра. Сана ҫерҫи чӗппи парнелетпӗр. Каҫар пире”. Ҫерҫи чӗппине вӗҫтермелле.
Унтан шыв амӑшне хывмалла‚ ҫак сӑмахсене каламалла: “Эх‚ шыв‚ шыв. Эсӗ Тӗнчене шӑварса тытатӑн. Санран ыйтатпӑр‚ эсӗ вӗт пурнӑҫ патши. Пирӗн таврана та шӑварма ан ман. Сана хур парнелетпӗр”. Хур ҫӑмартине шыва яраҫҫӗ. Юлашкинчен ҫӗр амӑшне хывмалла‚ ҫак сӑмахсене каламалла: “Эх тӑван ҫӗр анне‚ сан ҫийӑнта пур пек пурнӑҫ. Сана шанатпӑр. Сана сурӑх парнелетпӗр. Каҫар пире”. Шурӑ‚ унтан хура сурӑх ҫӑмне шыва ямалла.
Ҫакӑн хыҫҫӑн чӳк тума килнисем виҫӗ тӗрлӗ пӑтӑ ҫиеҫҫӗ‚ сӑмавар вӗретсе чей ӗҫеҫҫӗ те таврӑнаҫҫӗ.

(1937 ҫулта ҫуралнӑ О. К. Кузьмина каласа панӑ).

Статья ҫӑлкуҫӗ

http://ursas.ru/?p=816_Статья оригиналӗ

Елена Кузьмина.
Пушкӑртстан, Федоровка районӗ.

Ирхи сӑвапсем

1
Мухтав сана, Ҫут тӗнчене пултарнӑ Аслӑ Хӑват!
Мухтав сире, вӑй-хал паракан Ҫӗрпе Пӗлӗт, Вутпа Шыв ыррисем.
Сирӗн сипетпе чӗрӗлӗх упранса тӑрать, сирӗн рехетпе савӑнса пурӑнать.
Тайма пуҫ сана, сӑваплӑ ырӑ кун!
Ҫулталӑк илемӗ хӗлпе ҫу ҫаврӑннинче, кун-талӑк черечӗ кунпа ҫӗр улшӑннинче, пирӗн телей ӗҫпе тӑнӑҫ хушшинче. Халӑх шӑпи Ҫут тӗнче ытамӗнче, этем шӑпи халӑх аллинче, манӑн ӑраскал тӗнче тытан Пӳлӗх аллинче. Тӑрӑшни пулӗ, сӳленни пулӗ. Хам айванни пулӗ, ҫын пӑтратни пулӗ. Савӑнни пулӗ. Чун сикни пулӗ, куҫ ӳкни пулӗ. Ыр сунакан пулӗ, хур тӑвакан пулӗ. Кӗвӗҫни пулӗ, кӳнӗҫни пулӗ.
Илпек-сипеке упрама ырӑсем пулӑшчӑр, инкек-синкеке хаярсем сирсе пыччӑр… Палӑртнӑ тӗллевӗм ҫынна юрӑхлӑ, ӑна пурнӑҫлама сывлӑхпа тасалӑх пар, ӑспа вӑй кӳртер, Ҫут тӗнчери Аслӑ Хӑват! Тӗрӗс шухӑшпа пуҫа тасат. Ырӑ кӑмӑлпа чуна ҫутат.
Палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама ват ҫын сӑмахӗпе тӳр килтерсе кала. Лайӑх ӗҫ тума вӑй-хӑват парнеле. Эпӗ тӑрӑшни сана та парне пулӗ, тӑван-хурӑнташ умӗнче юлӗ.
Тайма пуҫ сана, пурӑнма ирӗк панӑ ҫӳлти Аслӑ Хӑват.
Вӑй пар мана!

ЧР Шупашкар р-чи Станьялӗнче
Чаптай элменрен 1992 ҫ. ҫырса илнӗ,
«Чӑваш сӑмахлӑхӗ», 10-мӗш класӑн
вӗренӳ кӗнекин 1-мӗш пайӗнче
1993 ҫ. пичетленнӗ.


5

Эй, атте Турӑ! Каҫ каҫма канлӗх панӑшӑн, тутлӑ ыйхӑпа ҫут ҫанталӑка кӑтартнӑшӑн, тутлӑ чӗлхемпе, тайма пуҫӑмпа пуҫ тайса тав тӑватӑп.
Эй, атте Турӑ! Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, хырӑм тутлӑхне, ҫӑкӑр перекетлӗхне пар, ҫын патне кивҫене ан яр, кӗлмӗҫ хутаҫҫи ҫакассинчен хӑтар.
Эй, атте Турӑ! Кун кунлама ырлӑх-сывлӑх пар, ача-пӑчана тӗрӗс ӳстерме, тутӑ хырӑмпа ҫӳреме пар. Ырра хиреҫ ырӑпа ту, усала тӳртӗмӗн сир.
Эй, атте Турӑ! Ҫын ҫинче ҫын пек, ял ҫинче ял пек ҫӳремелӗхне пар. Тӑвас япалан пуласлӑхне, сутӑс япалан хаклӑхне ӳстерсе сутма пар.
Эй, атте Турӑ! Мана ан пӑрах, аякка ан сир, сана тутлӑ чӗлхемпе, тайма пуҫӑмпа тав тӑватӑп. Аминь!

5. И.А. Патмар. Кукаҫин пурнӑҫ кӗнекинчен.
Э.И. Патмар пухса пичетленӗ. Канаш. 1995.


15
Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Тӑвассине тумалӑхне пар, илессине илмелӗхне пар, сутас тавар хака кайтӑр, илес тавар йӳне килтӗр. Турӑран сывлӑх килтӗр, ырӑран ырлӑх килтӗр. Турри ҫырлахуллӑ пултӑр, ырри вырӑнлӑ пултӑр.
Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирен хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Малашне пире выляса-кулса ӗмӗр ирттермелӗхне пар. Аслӑ килӗшӳпе, ҫуртӑм-йӗрӗмпе, ҫемьемпе, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Аминь, Турӑ!
15. «Паянтан» хаҫатӑн 1991 ҫ. 2-мӗш кӑларӑмӗнчен илнӗ.

21

Ырӑ Турӑ , Сана тав тӑватӑп ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлхемпе, тайӑла пуҫӑмпа паянхи куна лайӑх ирттерме панӑшӑн, ырлӑх панӑшӑн, сывлӑх панӑшӑн, ял ҫинче ял пек тӑмалӑхне панӑшӑн. Каҫ выртма канлӗхне пар, ир тӑма ҫамӑллӑхне пар!

1903 ҫ. ТР Пӑва р-чи Элшелте
Г.Т.Тимофеев ҫырса илнӗ.
-ЧПГӐИ ӐА.


27
Турӑ ҫырлахтӑр, Турӑ ҫырлахтӑр, Турӑ ан пӑрахтӑр, пӗсмелле, аминь!
27. 1907 ҫ ЧР Шупашкар р-чи Алькешре Д. Месарош ҫырса илнӗ. 317 с.

28
Сӗмӗлле пултӑр. Эй, Турӑ! Перекетне, тухӑҫне пар!
28. «Турӑ кӗнеки» ятлӑ тетрадьрен илнӗ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн архивӗнче упранать.


29
Эй, атте Турӑ! Кил-йышпа пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, ҫиес апатӑн сӗткенне кӳр, ҫинӗ апат тутлӑхне пар. Каснӑ чӗл вырӑнне чӗл хушса перекетлӗхне кӳр. Выҫӑпа килекене тӑрантарма пар, кивҫене ан яр, ыйтакана пама тивӗҫтер.
Эй, атте Турӑ! Ҫынпа парас парӑм ан пултӑр, ҫынтан илмелли пултӑр. Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпел кукрине кин пар. Карта тулли выльӑх пар, пӗр вӗҫӗ шыв хӗрринче, тепӗр вӗҫӗ картара.
Эй, атте Турӑ! Пирӗнпе апата кил. Ялан тутӑ пул. Аминь!
29. «Турӑ кӗнеки» ятлӑ тетрадьрен илнӗ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн архивӗнче упранать.


39
Тавтапуҫ Турра, патша-пӳлӗхе!
39. 1911 ҫ ТР Теччӗ таврашӗнче ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, I, 215, 414 с.


40
Тавтапуҫ ҫӑкӑр-тӑвар панӑшӑн, тӑрантарнӑшӑн. Тавтапуҫ Турра, патшана, атте-аннепе пире ҫуратса ҫутӑ тӗнче кӑтартнӑшӑн. Тавтапуҫ хуҫана пире чыс кӑтартнӑшӑн!
40. Н. И. Ашмарин. ЧСК. I, 1928, 275 с.; 1994, 279 с.

41
Курайманӑн куҫе шӑттӑр, чӑтайманӑн чӗри ҫурӑлтӑр. Утса пыракн тӑрса пӑхтар, утпа каякан анса пӑхтӑр. Ҫак ҫӑпатана тӑхӑнсан ҫӗр ҫул пытӑр, тӑхӑнса ҫӗтӗличчен пытӑр; ҫӗтӗлсен виҫӗ ҫул вырттӑр.
41. Н. И. Ашмарин. ЧСК. I, 1928, 275 с.; 1994, 279 с.

42
Курайманӑн куҫӗ шӑттӑр, чӑтайманӑн чӗри ҫуралтӑр. Утса пыракан тӑрса пӑхтӑр, утпа каякан анса пӑхтӑр. Ҫакӑ ҫӑпатана (атта, пушмака, ҫӑматта) тӑхӑнсан умри ҫул тикӗс пултӑр, ҫӗтӗличчен урана ҫӑмӑл пултӑр. Ҫӗтӗлсен виҫӗ ҫул вырттӑр.
42. 1900 ҫ. ЧР Элӗк р-чи Мӑн Тукташра Е. Индикеев ҫырса илнӗ. – В. П. Станьял архивӗ.


Ирхи сӑвап
Эй, атте Турӑ! Шӑм-шак ҫӑмӑллӑхне пар, ал-ура ҫаврӑнӑҫулӑхне пар, кун кунлама сывлӑх пар. Тытӑннӑ ӗҫ патӗнче ир пуҫӑнса мӗн каҫчен ӗҫлес ӗҫ ӳсӗмне пар. Ҫиес ҫӑкӑр перекетне пар, ӗҫӗ ӑнтӑр, тухӑҫ пултӑр, ӗҫ намӑсне ан хӑвар. Сан ятна асӑнса куллен ӗҫе тытӑнар. Каҫ выртсан ыйхӑра ӑшӑ канлӗх, лӑпкӑлӑх пар.
И.А,Патмар. Кукаҫин пурнӑҫ кӗнекинчен.
Э.И.Патмар пухса пичетленӗ Канаш 1995.

44

Ӗлккен утӑмсене кӳлсе
Инҫе ҫула паян тухатӑп.
Пӳлӗхҫӗм, Туррӑм, санран ӑнӑҫлӑх ыйтатӑп,
Ҫитес ҫӗрте тараватлӑх ыйтатӑп.
Каяс ҫулӑм такӑр пултӑр,
Сутас-илес ӗҫӗм ӑнса пытӑр.

Утӑмсем ҫулта ан чирлеччӗр,
Хурах тӗлне ан лекчӗр.
Ҫичӗ ҫырма урлӑ ашӑпӑр,
Ҫичӗ кӗпер урлӑ каҫӑпӑр,
Утӑмсем паттӑр пулччӑр,
Таканӗсем ҫирӗп пулччӑр.
Ҫу ҫулӗпе каймалла пултӑр,
Сӗт ҫулӗпе килмелле пултӑр.
Пирӗн ҫула сарӑ Хӗвел ӑшӑттӑр,
Пирӗн ҫула Тимӗр шалҫа палӑрттӑр,
Пирӗн ҫула Кашкӑр ҫӑлтӑрӗ ҫутаттӑр.
Пӳлӗхҫӗм, асӑнатӑп сана ӑшӑ кӑмӑлпа,
Ҫул чӳкне тӑватӑп шур хурпа.
Инҫе ҫулта пире эс ан пӑрах,
Инҫе ҫулта пире эс упарах.
Ҫырлах!
Эсир те, Пӑлхарта выртакан ырӑсем,
Эсир те, Ӑшьельте выртакан ырӑсем,
Эсир те, Чапӑрлӑра выртакан ырӑсем,
Ҫырлахӑр!
Сирӗн ятӑра та асӑнатӑп,
Сирӗн ятӑрпа та шур хурпа пуҫ тайса
Чӳк тӑватӑп. Ҫырлахӑр!
Каяс ҫулӑм такӑр пултӑр,
Килес ҫулӑм ӑнӑҫлӑ пултӑр.
Ҫырлахӑр!


В. О. Ахун сӑвӑҫ архивӗнчен «Чӑваш сӑмахлӑхӗ»
Кӗнекен 1-мӗш пайӗнчен (1993) илнӗ.


4_
Кил-йышӑмпа, ҫуртӑм-йӗрӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа, Туррӑм, тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Ҫырлахӑр, Таса Турӑ, Таса сывлӑш, Ама Турӑ, Аҫа Турӑ мӗнпур ҫутӑри ырӑсем! Сире тавса тайла пуҫӑмпа, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхепе йӑлӑнатӑп: ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр.
Картишӗмпе, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа, Турӑҫӑм, тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Тунӑ кӗллӗм хапӑллӑ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр, тытни-туни ушлӑхлӑ пултӑр!
Эй, Таса Турӑ, ҫӳренӗ ҫулӑмра пулсан та – эсӗ сыхла! Выртнӑ вырӑнта пулсан та – эсӗ сыхла! Халӗ те, кирек хӑҫан та, ӗмӗрех.
Ачам-пӑчам уссине курмалӑхне пар, канӑҫу пар, килӗшӳ пар, юсми-юлми пил пар!
Ӗҫлеме ӗҫ пар, ҫиме ҫӑкӑр пар, кунлама кун пар, кунлама кун пар, ӗмӗрлеме сывлӑх пар, юсми-юлми пил пар!
Ырлӑх пар, пурлӑх пар, савӑнса-сарӑлса ҫӳремелӗхне пар, ӗҫлесе ирттермелӗх ӗмӗрне пар, выляса-кулса ирттермелӗх вӑхӑтне пар, килӗшӗмпе, ҫуртӑмпа, выльӑх-чӗрлӗхпе, картишӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар!
Тунӑ кӗллӗм хапӑллӑ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр, тытни-туни ушлӑхлӑ пултӑр. Аминь.

Кил пуҫӗн кӗллине «Паянтан» хаҫатӑн
1991 ҫ. 2-мӗш кӑларӑмӗнчен илнӗ.
Ӑна ЧПГӐИ ӐА ҫырса илсе
И.А. Дмитриев пичете хатӗрленӗ.
_

9
Эй, Ҫӳлти аттемӗр! Каҫ выртма канлӗх панӑшӑн, ҫӗр ӳҫлеме ҫӗр панӑшӑн, ырӑ ӑшӑ ыйхӑ ӳнӗшӗн чун-чӗрепе тав туса тайӑлса пуҫҫапатӑп.
Эй, Ҫӳлти аттемӗр! Кун кунлама кун пар, ҫын ҫинче ҫын пек ҫӳреме-лӗхне пар, ял-йыш ҫинче ырӑ ҫын шутне кӗме пар, ӗмӗрлеме ӗмӗр пар.
Эй, Ҫӳлти аттемӗр! Сӗтел ҫине ҫӑкӑр пар, кӗлет-пыра перекетлӗхне пар, пӗр сомран ҫӗр сом тума пар.
Эй, Ҫӳлти аттемӗр! Карта туллии выльӑх-чӗрлӗх, пӳрт-ҫурт туллии ачам-пӑчам. Ама выльӑх йыш хуштӑр, ҫук темелле ан пултӑр. Ытлашшине каҫар, ҫитменнине ҫитер. Аминь.
И.А.Патмар. Кукаҫин пурнӑҫ кӗнекинчен.
Э.И.Патмар пухса пичетлнӗ. Канаш. 1995.

10
Эй, манн пурнӑҫа тытса тӑракан патша Турӑ! Манна юлхав шухӑшӗ кӗресрен, шанчӑк ҫухатасран, пуҫа асла хывасран, кирлӗ маара калаҫран чарса тӑр! Мана, хӑвӑн чуруна, таса шухӑш, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх, ҫынна юратса пурӑнас кӑмӑл пар!
Эй, патша Турӑ! Мана хамӑн ҫылӑхӑмсене курса тӑма пар!
Эй, Турӑ! Манна, ҫылӑхлӑскере, тасат!
Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ. Аминь!
Хыпар,1906, 12-мӗш кӑларӑм.

13
Эй, Турӑҫӑм, мана ырӑ сунакан ҫын ырӑ курмалла пулинччӗ вӑл ҫын. Эй, Турӑҫӑм, мана сума сӑвакан ҫын сумлӑ пулинччӗ вӑл ҫын. Эй, Турӑҫӑм, мана хисеп тӑвакан ҫын хисеплӗ пулинччӗ вӑл ҫын. Эй, Турӑҫӑм, мана ҫын урлӑ ҫиекен ҫынна каҫар, пӗле тӑркачах ҫиекен ҫынна, Турӑ, Ху пӗл!
«Паянтӑн» хаҫатӑн 1991 ҫ. 2-мӗш кӑларӑмӗнчен илнӗ.


14
Эй, ырӑ Тура, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Тура! Тав сана каҫ выртма канлӗхне панӑшӑн, ир тӑма ҫӑмӑллӑхне панӑшӑн, ырлӑх парса, сывлӑх парса ҫут ҫанталӑка кӑтартнӑшӑн. Тата малашне ырлӑх парса, сывлӑх парса кун кунлама кун пар, ҫӗр ҫӗрлеме ҫӗр пар, ӗмӗр ӗмӗрлеме ӗмӗр пар.
«Паянтӑн» хаҫатӑн 1991 ҫ. 2-мӗш кӑларӑмӗнчен илнӗ.

19
Ҫутӑ тӗнчене тытса тӑракан Аслӑ Турӑ, ырӑ пӳлех, таса пирӗштисем! Ӗҫпе, шухӑшпа кун иртрӗ, халӗ ҫер ҫинчи ӳсӗмпе чӗрре канӑҫ парӑр. Чӗрене йӑпатӑр, пуҫа лӑпкатӑр, сывлӑха тӳрлетӗр. Кӗлетке кансан ал-ура ҫӑмӑлланать, миме кансан ӑс уҫлать. Ыран тӑрӑшмалли татах нумай. Вӑй пухма халӑха, кил-йыша, ял-йыша, вӗсемпе пӗрле манна та канлӗх кирлеӗ. Ҫил-тӑвӑла, вут-кӑвара, усал-тӗселе, вӑрӑ-хураха сирсе тӑрӑр, куҫа курӑнакан усала таптама ӑс кӑтартӑр, куҫа курӑнманнине пӗтерме ӑраскал ярӑр, ваттисен ырӑ пилне тӳрре кӑлармалла тӑвӑр.
Аслӑ хӑватсем, пӳлӗхҫӗсем! Этем ырлӑхшӑн пурӑнать. Манна та телейпе ӗмӗт ытамне илӗр. Ырри пултӑрччӗ!

1992 ҫ. ЧР Шупашкар р-чи Станьялта
Чаптай элменрен ҫырса илнӗ.
«Чӑваш сӑмахлӑхӗ», 10-меш
класс кӗнеки, 1-мӗш пай (1993)

Ирхи сӑвап
Атте Турӑ! Сана тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлхемпе, тайӑла пуҫӑмпа. Каҫ выртма канлӗхне панӑшӑн, ырлӑх панӑшан, сывлӑх панӑшӑн, ҫак ҫут ҫанталӑка кӑтартнӑшӑн.
Эй, ырӑ Турӑ, тата малашне ырӑлӑх пар, кун кунлама кун пар, ҫӗр ҫӗрлеме ҫӗр пар, ӗмӗрлеме ӗмӗр пар, юсми юлми пил пар, ҫын ҫинче ҫын пек ҫӳремелӗхне пар, ял ҫинче ял пек ҫӳремелӗхне пар. Аминь.

1903 ҫ. ТР Пӑва р-чи Элшелте Г.Т. Тимофеев ҫырса илнӗ. «Тӑхӑрьял»
кӗнекере пичетленнӗ (2003). – ЧПГӐИ ӐА, I, 119, 125 с. (1993).

Ирхи сӑвап
Кил-йышӑмпа, ҫуртӑм-йӗрӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа, Туррӑм, тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Ҫырлахӑр, Таса Турӑ, Таса сывлӑш, Ама Турӑ, Аҫа Турӑ мӗнпур ҫутӑри ырӑсем! Сире тавса тайла пуҫӑмпа, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхепе йӑлӑнатӑп: ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр.
Картишӗмпе, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа, Турӑҫӑм, тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Тунӑ кӗллӗм хапӑллӑ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр, тытни-туни ушлӑхлӑ пултӑр!
Эй, Таса Турӑ, ҫӳренӗ ҫулӑмра пулсан та – эсӗ сыхла! Выртнӑ вырӑнта пулсан та – эсӗ сыхла! Халӗ те, кирек хӑҫан та, ӗмӗрех.
Ачам-пӑчам уссине курмалӑхне пар, канӑҫу пар, килӗшӳ пар, юсми-юлми пил пар!
Ӗҫлеме ӗҫ пар, ҫиме ҫӑкӑр пар, кунлама кун пар, кунлама кун пар, ӗмӗрлеме сывлӑх пар, юсми-юлми пил пар!
Ырлӑх пар, пурлӑх пар, савӑнса-сарӑлса ҫӳремелӗхне пар, ӗҫлесе ирттермелӗх ӗмӗрне пар, выляса-кулса ирттермелӗх вӑхӑтне пар, килӗшӗмпе, ҫуртӑмпа, выльӑх-чӗрлӗхпе, картишӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар!
Тунӑ кӗллӗм хапӑллӑ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр, тытни-туни ушлӑхлӑ пултӑр. Аминь.

Кил пуҫӗн кӗллине «Паянтан» хаҫатӑн
1991 ҫ. 2-мӗш кӑларӑмӗнчен илнӗ.
Ӑна ЧПГӐИ ӐА ҫырса илсе
И.А. Дмитриев пичете хатӗрленӗ.


Пуҫтайӗ
Ах, аттеҫӗм тетпӗр те, ай, аннеҫӗм,
Сирӗн аллӑрсенче те тулли курка…
Эпир юрлаласан та вӗсем иксӗлмӗҫ…
Сирӗн чунӑрсенчи ырӑ сӑмахсем
Эпир пуҫ таймасассӑн илтӗнмӗҫ…
Паян пирӗн сире тимлемеллех,
Сирӗн те пире пиллемеллех.

(Кашни ик йӗрки ҫавра пек, 2-мӗш йӗркине икшер хут юрлаҫҫӗ.)

1972 ҫ. ЧР Элӗк р-чи Витеҫут ялӗнче
1903 ҫ.ҫ. А.Ф. Федоровран Э.Г. Яковлевнаҫырса илнӗ.

Пил
Тантӑшпа тантӑш пул, ваттипе ватӑ пул, каланине хӑлхана чик, ыйтнине туса пар. Ӗҫленипе алӑ татӑлмасть, пулӑшаканӑн вӑй-хал катӑлмасть, калаҫнӑшӑн чӗхле хуҫӑлмасть. Усал сӑмаха урама ан кӑлар, суя сӑмаха сута ан кӑлар, аҫу-аннӳпе пӗр ҫӑвартан сур. Тупнӑ япалана тавӑрса пар, ыйтнӑ япалана ыр сунса пар, кирлӗ кунта хӑвна та пулӑшӗ. Тус-юлташа ан виртле, ватта-вӗтте – йӑлт итле!

1969 ҫ. ЧР Шупашкар р-чи Станьялӗнче
Е.Л. Никитинӑран ЧПУ преподавателӗ
А.С. Канюкова ҫырса илнӗ.

182
Эй, ҫӳлти Турӑ! Эпир пӗтӗм ҫемйипе-раттипе санӑн ятна хисеплесе, кӑвакал пусса парне парса, санрантархасла-тилмӗре ыйтатпӑр: пирӗн ҫемье сыпӑкран сыпӑк ӗрчесе тӑтӑр, вӗсене пур инкекрен те хӑтар тата мӗнпур тӑшмансенчен, усалсенчен, чир-чӗртен, вут-кӑвар тухассинчен, выҫлӑх пулассинчен сыхласа хӑтар.
Тырӑ-пула кӗр пулсан кӗлет туллии тултӑр. Выльӑх- чӗрлӗх ӗрчесе картиш туллии пултӑр. Мӗн пуҫланӑ ӗҫсенчен, мӗн тума тытӑннӑ япаласенчен, шухӑшсенчен те пысӑк телей пулса тӑтӑр.
Ҫак ыйтнисене эсӗ парассине сан ҫинешанса-ӗмӗтленсе тӑрӑпӑр.
Кил пуҫӗн кӗлли
3
Виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне ӗҫме-ҫиме пар, ик пайне пуҫтарса хума пар.
Кил-ҫурт пуҫӗ пулма, кил-йыша тӗрӗс тытса тӑма пар.
Пихампар, эсӗ кайӑк-хуҫана ан яр, кайӑкран-хуҫаран хӑтарса пыр, сыхла.
Эпир, айван ывӑлӗ-хӗрӗ, юмӑҫ-курмӑҫ каларӑшӗпе тасаран чӳклетпӗр.
Карманта мул тытма пар.
Карманта кӗрсен карта турри сыхласа тӑтӑр.
Чикекентен-касакантан эсӗ сыхласа эсӗ упрӑсӑнччӗ.
Пуплерӗмӗр капла сӑмахсене, - тен, малтан калас сӑмах кая юлчӗ пуль, - Турӑ, каҫар.
Сакӑр вуннӑри В.М. Лаптевӑран Л. Кустикова 1973 ҫ.
ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, 46-мӗш тетрадь, 12-14 с.

Ҫӗр ҫине выртса-ларса тупа туни

Тӳре чунпа выртса ҫӗр кӑшлатӑп. Туррӑн ҫӗрне таса пирки кӑшлатӑп. Хамӑн чун таса пирки ҫутнӑ ҫуртана сӳнтеретӗп. Ҫын япалине эпӗ илнӗ пулсан ӗмӗр-ӗмӗр мана Турӑ ан каҫартӑр, ҫӗре кӑшланӑшӑн мана ҫӗр ҫӑттӑр, вилсен вилӗме ҫӗр ан йышӑнтӑр. Тӳре чунпа ҫичӗ хут сӳнтеретӗп ҫутнӑ ҫуртана Турӑ умӗнче.
Т.К. Кириллов ҫыравҫӑ ҫырса илнӗ. –
ЧПГӐИ ӐА, I, 151, 244-245 с.

Хӗвелпе тупа туни

Хӗвел пӑхса, уйӑх пӑхса, Тур умне тӑрса каланӑ-и?
ЧПУ студенчӗсем Пушкӑртстанри
Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫырса илнӗ.
В.П. Станьял архивӗнчен.

Хӗвелпе тупа туни

Чӑнах-и?! Уйӑх-хӗвел. – Уйӑх-хӗвел, ҫапла!
Н.И. Ашмарин. ЧСК, III, 190 с.

Хӗвелпе тупа туни

Хӗвел пур, хӗвел ҫути пур… Эпӗ йӑнӑш турӑм пулсан ман тӗле хӗвел ан тухтӑр, ман куна хӗвел ан ҫутаттӑр!
ЧПУ, СТ, 1977.

Хӗвелпе тупа туни

Хӗвел, илмен эп ӑна. Хӗвел пор!
Н.И. Ашмарин. ЧСК, XVII, 9 с.

Хӗвелпе тупа туни

Мӗн эсӗ ҫын ҫинчен ҫука калаҫса ҫӳрен: эпир хӗрсемпе ун-кун, апла та капла ҫӳренӗ тесе калаҫса ҫӳрен? – Ҫук, Якку. Ак хӗвелӳ, калаҫман. Ӑна сӑмах вӗҫертнине ху та пӗлен-ҫке!
Н.И. Ашмарин. ЧСК, XVII, 9 с.

Тӳр киллинче каламалли

Турӑҫӑм! Пурнӑҫ йӗркеленчӗ. Малашне те ырри сыпӑнса пытӑр. Тав тӑватӑп.
ЧПУ, СТ, 1981.

Тӳр киллинче каламалли

Ҫырлах, турӑ сули, ҫырлах, турӑ сули, ҫакӑ хур-кӑвакала курса хапӑл иле пар. Ҫырлах, турӑ сули, ир тӑрсан та, каҫ выртсан та ҫан ҫурӑма ҫӑмӑллӑхне пар, малалли пурнӑҫа аван сывлӑх пар
ЧПУ, СТ, 1981.

Киреметре каламалли

Эй, пӗсмелле, тав тӑватӑп, пуҫ ҫапатӑп, ҫырлах, мана хӗнне-асапне ан пар Хамӑн айванлӑха пуҫҫапса каҫарттарма килтӗм, ҫырлах, ан пӑрах. Ҫак сан таврашӑнта ытлашши сӑмах калаҫнӑ пулин те, вылянӑ-кулнӑ пулин те, ҫырлах. Тунӑ кӗллӗме хапӑл ил, эпӗ хуранлӑ пӑттӑмпа,тирӗклӗ юсманӑмпа асӑнатӑп, витӗнетӗп, манӑн айван кӗллӗме хапӑл ил, эпӗ хам айванлӑхӑмпа йӑнӑшрӑм, ҫырлах, тунӑ чӳкӗм-хӗллӗм вырӑнлӑ пултӑр.
ЧПУ, СТ, 1981.

Хӗвеле чӗнсе каланисем

[Хӗвел амӑшӗ!]
… Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар, сак тулли ача пар!
К.С. Милькович 1783 ҫ.
Чӗмпӗр таврашӗнче ҫырнинчен. –
ЧПГӐИ ӐА, I, 197, 222 с.

Хӗвеле чӗнсе каланисем

Алкунчи кӗлӗ! Ҫут ҫанталӑка пуҫҫапатпӑр, ҫырлах, чӳк.
1914 ҫ. ЧР Тӑвай р-чи Вӑрманхӗрринчи тата
Ҫӗрпӳ р-чи Ивановӑри шкулта ӗҫленӗ
В. Соловьев ҫырнинчен. –
ЧПГӐИ ӐА, I, 266, 154 с.

Хӗвеле чӗнсе каланисем

Пӗлӗт-Хӗвел тури, Сана тыйхасем паратпӑр. Пире лӑпкӑ ҫомӑр пар, пире тыр-полӑсене ӑнӑҫлӑ ӳстерсе пар. Уй-хиртен чипер пуҫтарса кӗме пар. Вут-кӑвартан сыхла, ҫил-тӑвӑлтан хӑтар, тарӑн шывран ҫӑл, вӑрӑм йывӑҫран хӑтар; кӗр тыррине, ҫур тыррине йӗркеллӗн алла илме пар. Ҫичӗ тӗслӗ тыр-пула ҫичӗ хампара хума пар. Выльӑх-чӗрлӗхсене тӗрӗс-тӗкел усра.
1968 ҫ. ЧР Шупашкар р-чи 1889 ҫ. ҫ.
З. Морозовран Н. Ваҫанкка ҫырса илнӗ. –
ЧПГӐИ ӐА, III, 293, 20-23.

Вут сӑвапӗсемпе кӗллисем

Ырӑ Вут амӑш, ҫырлахтӑр. Ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе, пӗтӗм ҫемьепе, ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, чӑххӑм-чӗппӗмпе, ырӑ шыв, Вут ашшӗ, ырлӑх-сывлӑх пар, каҫар.
Шывпа ӗҫнине, Аша каҫар, чир-чӗртен хӑтар. Ырӑ шыва Вут ашшӗ ҫырлахтӑр. Хӗн-асапне ан ятӑр. Вутӑш тупас кӳме! Ырӑ Вут ама, сана асӑнатӑп, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе, ырӑ Вут ама, ырӑ вырӑнта пултӑр. Юта ан тух. Юта ан кӳрт, мамӑк минтер ҫинче пул. Ҫырлах, Аша, каҫар.
Ҫырлахтӑр. Ырӑ Вут амӑше, тӗтӗм шӑршипе, Турра валемпӗ пултӑр. Ҫырлахтӑр. Ырӑ Вут ама, тытни-туни вырӑнлӑ пултӑр.
1900 ҫ. ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, I, 573, 52–54 с

Ҫил ашшӗ-амӑшне чӳкленӗ чухне каламаллисем

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, сана пуҫ ҫапатпӑр, витӗнетпӗр. Ҫил ашшӗне така паратпӑр: пирӗн ҫине кирлӗшӗн кӑна вӗрсе тӑтӑр. Ҫумӑр паракан Ҫил амӑшне хурпа чӳклетпӗр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, эсӗ пире хӗн ан пар, ҫилпеле пӗрле тӗрлӗ усал чир таврашне илсе килсе вӗлерсе ан пӗтер, сана эпир хурпа чӳклетпӗр, акӑ сана хур ҫунатне паратпӑр. Ку хур ҫуначӗпе пӗтӗм чир-чӗрсене аяккалла илсе кай. Чӳк, ҫырлах! Ҫил ашшӗпе амӑшӗ, пире ан пӑрахах. Пирӗн ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла ҫумӑрпа, ҫил-тӑвӑлпа ҫаптарса, ҫӗмӗрсе кайма ан парах!
1940 ҫ. ТР Пӑва р-чи Чӑваш Тимӗрселӗнче
1887 ҫ. ҫ. ашшӗнчен,
1893 ҫ.ҫ. амӑшӗнчен (К.П., А.П. Петровсенчен)
К.К. Петров ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, III, 412, 130.

Шыва хисеплемелли сӑмахсем

Ырӑ Шыв амӑшӗ, ҫырлах. Килӗшпе, ачам-пӑчампа ҫырлах. Выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, Шыв амӑшӗ, чӳк ҫырлах. Ырӑ Шыв амӑшӗ, хапӑл ил.
1908 ҫ. ТР Элкей р-чи Сиктӗрмере
А.Петров ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, I, 21, 6 с.

Шыва хисеплемелли сӑмахсем

Кил-йышӑмпа, виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхӗмпе мимӗр паратӑп, ҫырлах. Хамӑр каҫса ҫӳренӗ чухне те, выльӑх-чӗрлӗх каҫса ҫӳренӗ чухне те ан хӑрат, ан сехӗрлентер, хӑратса ан пӑс, хӑраса пӑсӑлнӑ пулсан тӳрлет. Шыв ашшӗ, амӑшӗ, каҫар пире. Шыв хӗрринче вӑрҫнӑ пулсан та, тепле пулсан та пире каҫар.
Хыпар, 1997, ака, 1

Шыва хисеплемелли сӑмахсем

Эй, кӳлӗ, кӳлӗ ашшӗ-амӑшӗ, Турӑ, Турӑ ашшӗ-амӑшӗ, киремет, киремет ашшӗ-амӑшӗ, пурӑр та ҫырлахӑр пире, айван ывӑл-хӗре; кил-ҫурта сыхлӑр, выльӑх-чӗрлӗхе усрӑр, вут-кӑвартан, шыв-шуртан хӑтарӑр. Ҫырлах, кӳлӗ ашшӗ-амӑшӗ, ҫырлах!
Хӑҫан ӑҫта, кам ҫырса пани паллӑ мар. –
ЧПГӐИ ӐА, III, 152, 192.
Уша юпи умӗнче калани

Пурнӑҫа вилӗмпе улӑштарнӑ ваттисем! Асап тӳссен те парӑнман ваттисем! Пирӗнпе пӗрле савӑнӑр! Сирӗн ятӑрсем халӗ пӗлӗт ҫинчи мухтавлӑ Турӑпа тан янӑраҫҫӗ, вӗсене эпир Турӑ умӗнче тӑракансен речӗпе асӑнатпар. Сирӗн чунӑрсем Сӑт кӳминче пулччӑр!
Эй, паттӑр вилнисемпе чыслӑ пурӑнакан чӗррисене пӑхса тӑракан Хурӑҫ Турӑ! Пурӑнакансене, пире, ваттисен шанӑҫне ҫителӗклӗ таран пар.
Эй, ырӑ кӳрекен ҫутӑ Турӑ! Вӑрҫӑ-харҫӑ хирӗнче асаппа пуҫ хунӑ ҫыннусем ял-йыш асӗнче нихҫан анса ларми ҫуттупа ҫуталса тӑраҫҫӗ! Вӗсен ӗҫӗсемпе вӗсен ӗмӗчӗсене, вӗсен кӗллисене пире манмасса аса илтер. Пирӗн ҫылӑхсене пӗтерсе тасалма пурсӑмӑра та вӑй парса тӑрсамччӗ.
Ҫак илемлӗ те чаруллӑ вӑхӑта пире эсӗ парнелесе панӑ, хӑвӑн ырӑ кӑмӑлупа ӑна никам пиртен туртса илмессе сунӑсӑнччӗ, ҫӗршыва хӳтӗлеме пирӗн чунӑмӑрсене ҫирӗплӗх парӑсӑнччӗ. Ҫак йывӑр вӑхӑтра тӗрӗс ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ.
Чыс-мухтав сана, пирӗн Туррӑмӑр! Мухтав ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн паттӑр выртансене!
«Турӑ кӗнеки» ал ҫыруран
ЧПУ студенчӗсем ҫырса илнӗ.
В.П.Станьял архивӗ.

Ӳкӗт

Ырӑ сунса, аҫу-аннӳне астуса калатӑп: упран, ывӑлӑм, асӑрханса ҫӳре; хӑрамастӑп тесе ан кала: вӗсен ҫилли хаяр, вӗсен ӑратти усал, вӗсен йышӗнче намӑс-симӗсе пӗлмеҫҫӗ…
Упранакана Турӑ упрать, Пӳлӗх сыхлать, тӑван пулӑшать. Эсӗ эпӗ каланӑ пек ту, кукаҫу тата мӑн акку каланисене итлесе пӑх.
Ват ҫынсене ан хурлантар, сана тӑван аҫу вырӑнне пулса ӳкӗтлетӗп…

(1951 ҫ. Шупашкар р-чи Станьялӗнче
Е.Л. Никитина (1899 ҫ.ҫ.) Анатри Ленькӑна
каланине Л.П. Ильин Кемеровӑран
В.П. Станьяла ярса панӑ.)


Чун тухиччен каамалли сӑмах
Ылтӑн Хӗвел, ылтӑн Уйӑх, ылтӑн Ҫӑлтӑр. Тав сире пире ҫуратнӑшӑн, ҫӗре тӑрантарнӑшӑн, вӑрмана ӑшӑтнӑшӑн, шыва тасатнӑшӑн.
Пехил! Пехил! Пехил!
(ТР Ҫарӑмсан р-чи Ҫӗнӗ Йӗлмеллӗре
Улюна мӑнакка
каланине И.А.Дмитриев ҫырса илнӗ. –
Ком. Ялӑвӗ, 1960,утӑ, 22.)

Ҫӗр ҫине выртса-ларса тупа туни
Эпӗ сан япалусене илнӗ пулсан мана ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑттӑр. Выртса ҫӗр кӑшлатӑп!
(ЧПГӐИ ӐА, I, 168, 366 с.)

Хӗвелпе тупа туни
Аслӑ Хӗвел! Сан ҫине пӑхса тупа тӑватӑп! Мана усал ӗҫ тунӑ тесе айӑплаҫҫӗ, (ҫавна-ҫавна) вӑрланӑ теҫҫӗ. Эпӗ тытман (вӑрлман).
Хӗвелпе тупа тӑватӑп: курман, вӑрламан!Манра айӑп ҫук!
Хӗвеле пӑхса калатӑп: эпӗ тытман, вӑрламан, вараланман.
Ҫуттӑм сӳнтӗр. Эпӗ айӑплӑ мар!
(ЧПУ студенчӗсем Пушкӑртстанри Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫырса илнӗ.
В.П.Станьял архивӗнчен.)

Ҫӑкӑрпа тупа туни
Эпӗ суятӑп пулсан ҫак ҫӑкӑр-тӑвара урӑх нихҫан та курса астивем мар!
(ЧХС, 1989, 42 с.)

Ҫӑкӑрпа тупа туни

- Караҫӑн хӗрне вӑрласа кайрӗҫ кӗҫӗр.
- Ҫӑкӑр-тӑвар те!
- Ан калаҫ! Ҫӑкӑр-тӑвар, хам куҫпа хам куртӑм!

(Н.И.Ашмарин. ЧСК, XIII, 13 с.)

Ҫӑкӑрпа тупа туни

Ҫӑкӑр сӑмси, илмен эп ӑна!
(Н.И.Ашмарин. ЧСК, XIII, 13 с.)

Ҫӑкӑрпа тупа туни

Ҫӑкӑр-турӑ, курман.
(Н.И.Ашмарин. ЧСК, XIII, 13 с.)

Ҫӑкӑрпа тупа туни

Хам сӑмаха тытаймасан хам умра ҫӑкӑр-тӑвар тытмасӑр пурӑнӑп.
(ЧПГӐИ ӐА, I, 187, 71 с.)


Ҫӑкӑрпа тупа туни

Ей-пух, уйӑх-хӗвел, пылпа кулаҫ, ҫӑкӑр!
(ЧР Шупашкар р-чи Станьялӗнче
В.М. Майоров (Майор Ваҫки)
1946 ҫ. Морос Онтрине каланине
В.П. Станьял ҫырса хунӑ.)


Кӑвак тӗнче япӗпе каламалли кӗлӗсемпе сӑвапсем

Эй, Мӑн Турӑ, Мӑн ТурӑАмӑшӗ! Эй, ҫӳлти таса хӑватсем, пире те ырӑ сывлӑшӑра парӑр…
Эй, Ҫӗр хуралӗ тӑракан Турӑ! Эсӗ ирӗн-каҫӑн хурал тӑратӑн, эсӗ хӗлӗнҫӑвӗн хурал тӑратӑн.
Эй, Ҫӗр Ашшӗ, Ҫӗр Амӑшӗ! Ҫӗр канлӗхне хускатма ан пар эсӗ…Ҫӗр ҫинчен нумай калаҫатпӑр, кирлӗ мар сӑмахсем ытлашши пулсан вырӑнсӑр пупленӗшӗн каҫарӑр…
Эй, Ҫил Амӑшӗ, Ҫил Ашшӗ! Ҫил-тӑвӑлна ытла хаяр ан яр, тӑрӑшса тунӑ ҫуртсене тапранмасӑрах ӗмӗр ларт…
Эй, Вут Ашшӗ, Вут Амӑше! Вутна ҫилленсе ан яр! Вут-кӑвар тытмасӑр пирӗн пурӑнӑҫ та ҫук. Эй, Сӳлти таса хӑватсем! Авалтанпа Ырӑ тӗнче пулнӑ. Малашне те тӗнче ырӑ пултӑр…
( Кӗскетнӗ вариант:
1910 ҫ. Шӑмат вулӑнсӗнче М.Николаев ҫырса илнӗ.-
ЧПГӐИ ӐА, I, 179, 144-146 с.)


Вут сӑвапӗсемпе кӗллисем

Вут ама, ҫырлах, ан пӑрах, килӗм-ҫуртӑм, ачам-пӑчам сывлӑхне пар!
(1783 ҫ.
Чӗмпӗр таврашӗнче
К.С.Милькович ҫырса илнинчен.-
ЧПГӐИ ӐА,I, 197, 223)

Вут сӑвапӗсемпе кӗллисем

Эй, пӗсмӗлле, аминь, Турӑ! Ырӑ Вут ашшӗ, ырӑ Вут амӑшӗ ырӑ вырӑнтах ларччӑр. Ырӑ турӑ! Сыхласа упрасӑнччӗ. Ырӑ Вут ама, ырӑ вырӑнтах лар.
(1928 ҫ.
ТР Ҫарӑмсан р-чи Ҫӗнӗ Шешкелте
М.Николаев ҫырса илнӗ.-
ЧПА, 334, 21, 78 л.)


Вут сӑвапӗсемпе кӗллисем

Вутран-кӑвартан сыхла! Ырӑ Вут ама, инкертен-синкертен сыхла! Ырӑ Вут ама, ҫурта тӗрӗс сыхла! Ҫырлӑх!..
(Н.И.Ашмарин. ЧСК, V, 280.)

Вут чӳкне вӗҫлемелли кӗлӗ


Ҫил ашшӗ-амӑшне чӳкленӗ чухне каламаллисем
Ҫил ашшӗ-амӑшӗпе, ҫил ачисемпе ҫыхӑннӑ сӑвапсемпе кӗлӗсем йышлах мар.
Вӗсем хаймак-хачмака, унтан юмахсене хӑвӑрт куҫса пӗтнӗ. Тинӗсри, шыв ҫинси ҫил-тӑвӑла каланисем чӑвашсем сахал упранса юлнӑ.
Юр-пӑр, пӗлӗт, сывалӑм, тӑвӑл ырлӑхӗпе шырлӑхне хакланӑ чухне малтан Ҫиле, Ҫил ашшӗпе амӑшне асӑнаҫҫӗ. Вӗсене тыр-пулпа ҫурт-йӗрӗ тустармасса тилмӗреҫҫӗ.
Н.С.Колесникова вӗрентӳҫӗ (ЧР, Сӗнтӗрвӑрри районӗ) «Авалхи сӑмах-лӑхпа вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курасси» тӗпчев ӗҫӗнче (1989) Ҫил туррине Вӑй тесе палӑртӑ. «Вай питӗ вӑйлӑ асар-писер ҫил-тӑвӑл кӑларса усал-тӗсел-семпе хаяр вӑйсене хирӗҫ тӑнӑ» . Чӑваш чӗлхинче «вӑй» сӑмах ячӗ «вай-хай» тесе тӗлӗннинче тел пулать. Вал сӑмахран «вай пӳрен», «хай пӳрен» сӑмахсем пулса кайнӑ.

ЧПГӐИ ӐА, I, 573, 52-54 с.

Ҫил калмакӗ

Ҫил калмакне Киремет йывӑҫӗ умӗнче калаҫҫӗ; алӑсене ҫӗклесе, ҫӳлелле пӑхса сывлӑш ҫавӑрса илеҫҫӗ.
Аслӑ Киреметӗн таса чатӑрӗ айӗнче ҫилпе хӗвел хаярӗсене чӗнсе калатӑп. Итлӗр, пирӗн шухӑша пӗлӗр, ҫырлахса пурӑнӑр.Тӳпе хуҫипе тарҫи, ҫил лупанӗ, ҫил чупанӗ, ҫил ҫавранӗ, ҫил касанӗ, ҫил хӑванӗ, ҫил сехмечӗ, ҫил ехвечӗ, ҫил шӑрчӗ, ҫил пӑшӗ, ҫил усалӗ, ҫил амакӗ, ҫил пулкки, ҫил хулкки, ҫил шӑрчӑкӗ, ҫил пӑрчӑкӗ, ҫил тӑвӑлӗ, ҫил хӑвӑлӗ, ҫил ҫаппи тата ытти хаярсем! Тӳпе тасалӑхне юрӑхсӑра ан ярӑр, ҫил хапхине виҫеллӗ уҫса хупӑр, тӑвӑлтан-пӑртан систерсе тӑрӑр, хӗвелпе ҫумӑр черетне ан пӑтратӑр. Сире паян виҫӗ чӑкӑт паратӑп. Ҫырлахӑр.

Чӑкӑта йывӑҫ ҫине ҫӳлерех хураҫҫӗ, халӑх «Ҫырлахӑр!» тесе алӑсене ҫӗклесе тарӑн сывлать.
(1993 ҫ.
Пичетленнӗ
«Чӑваш сӑмахлӑхӗ»
(10-мӗш класс, I пай)
кӗнекерен илнӗ.)


Шыва хисеплемелли сӑмахсем

Эй, пӗсмӗлле, ҫырлах, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Ҫак картлӑ-кӗртлӗ пашалӑва паратпӑр. Эсӗ курайман кукӑр-макӑр хурӑн вуттипе пӗҫернӗ мимӗре паратпӑр. Усалли шыв тӗпӗнче вырттӑр, ырлӑхӗ ҫак пирӗн чирлӗ ҫынна ҫиттӗр.
Н.И. Ашмарин сӑмахсарӗпе ҫырнисенчен илнӗ.

Шыва хисеплемелли сӑмахсем

Эй, ырӑ Шыв, Сернепие каҫар. Ак сана пӳ вырӑнне пӳ паратӑп, сӑн вырӑнне сӑн паратӑп, шӑмӑ-шакӑ вырӑнне шӑмӑ-шакӑ паратӑп – хӗн ан пар.
Н.И. Ашмарин сӑмахсарӗпе ҫырнисенчен илнӗ.

Шыва хисеплемелли сӑмахсем

Ҫак кӳлӗре хуҫа пулса тӑракан шыв пуҫӗ, сана тархаслатӑп: усӑ курмалӑхне пар мана, усӑ кӑтарт. Ҫак кӳлӗсенчи пулӑсене пурне те кунта хуса килсе пар. Сана эрехпе, кулачӑпа чӳклетӗп, ҫырлах!
Н.И. Ашмарин сӑмахсарӗпе ҫырнисенчен илнӗ.


Ҫӗре тав туни

Ҫӗр Турри, Ҫӗр Пӳлӗхҫи, Ҫӗр Турӑ амӑшӗ, Ҫӗр Турӑ ҫулӗ, Ҫӗр Пихампарӗ, Ҫӗр Хӗрлӗ ҫырӗ, Ҫӗр ашшӗ, Ҫӗр амӑшӗ, Ҫӗр йышӗ, Ҫӗр сулу, Ҫӗр-шу кӗтен, Ҫӗр ними, Ҫӗр кӑвапи, Ҫӗр укҫи, Ҫӗр мӑйӑрӗ, Ҫӗр хирӗҫӗ. Ҫырлахӑр!

Ҫӳлти тӗнче туррисемпе ыррисене асӑнни

Турӑсемпе ырӑсене харкам сӑвапсенче, кил-йыш кӗллисенче, ял-йышпа халӑх чӳкӗсенче асӑнаҫҫӗ. Вӗсен тӗсӗсем пӗр пек мар. Кӗске те ансат сӑвапсем, вӑрӑммӑн каламалли кӗлӗсем пур. Кама чӳкленине, мӗн сӑлтавпа пухӑннине кура уйрӑм турӑсемпе ырӑсене малтан асӑнаҫҫӗ. Паллӑрах турӑсене кирек хӑш вӑхӑтра та ятран калама юрӑхлӑ кӗлӗсем пур.Вӑл кӗлӗсенче Турра, Турӑ Амӑшне, Мӑн Турра, Мӑн Турӑ Амӑшне; Пӳлӗхпе пӳлӗхҫине, Кепепе Пихампара, Хӗрлӗ ҫыра, Аша турра, Ашапатмана, Хӑт, Ана, Атам турӑсене, Тала турра, Турсулупа пирӗштисене чӗнсе каланисем тӗл пулаҫҫӗ.
Турӑсен ретӗнчех ырӑсемпе несӗл пуҫӗсем тӑраҫҫӗ. Ҫывахра тата аякра выртан пысӑк ырӑсене, вӗсен ячӗллӗ киреметсене турӑсемпе пӗрле чӳкленӗ чухне (аслӑ чӳксем тунӑ чухне) кӗлӗсен ҫаврисем вӑтӑр пиллӗк таран пулаҫҫӗ. Вун пӗр вырӑнта вӑтӑр виҫӗ хуранпа апат пӗҫернӗ чухне тӑхӑр вун тӑхӑр турра асӑнаҫҫӗ.
Кӗлӗ ҫаврисен йӗркисем (инемӗ) чӳке мӗн ретпе тунине кура йӗркеленеҫҫӗ. «Тыр-пулпа ҫыншӑн» тата «Тур тавраш тасатас» ретсемпе тӑвакан чӳксен кӗллисем тӗп тата вӑтӑр пилӗк ҫум ҫаврасенчен тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен кашни пилӗкшер турӑпа ырӑ, несӗлпе усал ятӗнчен тӑнӑ чухне инемре ҫӗр сакӑр вынӑ ят ытла пулса каять.
Ку пайри сӑвапсемпе кӗлӗсене пӳртре Уша юпи умӗнче, вӑй киллинче кунтӑк умӗнче, тӳр киллинче е киреметре харкам пӗччен калама юрать. Вӗсене пысӑк чӳксенче уйрӑм та, ытти ретри турӑсемпе пӗрле те калаҫҫӗ.
К.В. Элле ҫырнисем. – ЧПГӐИ ӐА, I, 619 10 с.


 
Категорисем: Вӗрӳ-суру чӗлхи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Tkumva тӳрлетнӗ, информацие 2018-03-27 12:39:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5751 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org