Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Акнӑ вӑрӑ путланман

Васкавлӑ ӗҫ пулсан та...

Хресчен ҫемйинче ҫитӗннӗ Степан Степанов, хӑй ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, 4-5 ҫулсенчех пиччӗшӗ пулӑшнипе вулама вӗреннӗ. Ялти пуҫламӑш шкула сукмак такӑрлатнӑ вӑхӑтра тантӑшӗ Ваҫҫили (Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ Василий Васькин поэт) Степана ҫырма хӑнӑхтарнӑ. Вӗренес туртӑмлӑ пулнӑ вӑл. Шӑхасанти колхоз ҫамрӑкӗсен тӗслӗх шкулӗнче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.

Тӑватӑ ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑскер яш чухне почтальонра тӑрӑшнӑ. Хаҫат-журналпа куллен паллашнӑскер хӑй те статьясем ҫырма тытӑннӑ. 1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Канаш район хаҫатне ӗҫлеме чӗннӗ. 1938 ҫулта Совет ҫарне тӑнӑ. Унтан ҫуралнӑ тӑрӑхӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнсан вӑрҫа кайнӑ.

Унӑн кун-ҫулӗ ялтах иртнӗ. Шел, унта пурӑнакансенчен ӑна лайӑх ас тӑвакан ҫукпа пӗрех. Апла пулин те ҫыравҫӑ ятне, ӗҫне манмаҫҫӗ ентешӗсем. Тури Сурӑмри вулавӑшра пысӑк стенд пур. Ӑна курсан-вуласан писательпе ҫывӑхрах паллашма пулать.

Сӑмах ӑсти ҫуралнӑ ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ Шуркасси шкулӗнче вӗренекенсем пултаруллӑ ентешӗсене пӗлеҫҫӗ-ха. Анчах чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ каланӑ тӑрӑх — пӗлӳ ҫуртӗнче Степан Аслан ячӗпе пӗр стенд та ҫук. Унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпчесе ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене те хутшӑнман.

«Ҫӗр кисренет» повеҫ авторӗн Зеленовкӑра пурӑнакан ывӑлӗпе калаҫрӑм.

— Аттене чирлӗрех пулнӑран ялта Хӑрӑк Ҫтаппан тетчӗҫ. Вӑл ачасене питӗ ҫирӗп тытатчӗ. Ҫынсем килсен пире хӑнасемпе пӗрле лартман, урама кӑларатчӗ. Аннене вӑл асаттенни пек вӑрӑм шур сухал ӳстересси ҫинчен каланӑ. Шӳтленӗ пуль, — аса илчӗ Валерий Асланин. — Атте ҫарта чухне тӑванӗсем патне ҫырусем ҫӳретнӗ. Пӗррехинче вӗсене аннепе иккӗшӗ вуланӑ, хыҫҫӑн ҫунтарнӑ. Ҫакӑншӑн вӗсем кайран питӗ кулянатчӗҫ. Ҫырусене килте упрамасан та музейсемпе архивсене пама пулатчӗ-ҫке.

Кӗнеке шӗкӗлчеме юратаканскер, вӗсене ҫыхӑну уйрӑмӗ урлӑ ҫырӑнса илекенскер сӑн ӳкерчӗк альбомӗсене кӑларчӗ. Вӗсен хушшинчен пӗр ҫыру тухса ӳкрӗ. Ӑна ҫыравҫӑ хӗрӗпе кӗрӗвне ҫемье ҫавӑрнӑ ятпа саламласа шӑрҫаланӑ. «Ҫирӗп, телейлӗ ҫемье пултӑр тесен пӗр-пӗрне пулӑшӑр, хисеплӗр тата юратӑр. Ҫапла кӑна эсир ҫирӗп те тулли пурнӑҫ йӗркелеетӗр», — тенӗ вӑл Зойӑпа Сергее телей, ӑнӑҫу сывлӑх сунса.

Степан Степанович Аслан хушма ята епле тупнипе кӑсӑклантӑм. Валерий Степанович каланӑ тӑрӑх — унӑн ашшӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ чухне чи малтан «Яратай» тесе алӑ пуснӑ. Пӗррехинче вӑл Кавказ тӑрӑхӗнчи ҫынсем ҫинчен ҫырнине вуланӑ. Унта Аслан йытӑ пирки каланӑ йӗркесене асӑрханӑ, ҫавӑнтанпа вулакансем Аслан пултарулӑхӗпе паллашма тытӑннӑ.

1956 ҫулта Канаш районӗн мухтавлӑ ҫыннине СССР писателӗсен союзне илнӗ. Ҫавӑн чухне Мускава Степан Степанович мӑшӑрӗпе Ульяна Павловнӑпа кайнӑ. Кил хуҫине арӑмӗ ялан пулӑшса пынӑ. Хайлавсем шӑрҫалас ӗҫре те унӑн тӳпи пур. Хӗрарӑм ялти сас-хурана илтсен юратнӑ ҫыннине тӳрех пӗлтернӗ. Халап ҫапма юратакансем патне ҫӳреме тӑрӑшнӑ. «Ялавра» (1997, 11№) Степан Асланӑн «Хамӑр палла-тӑрансем» шӳтсен ярӑмӗ пичетленнӗ. Вӗсенче вулакансем хӑйсем пӗлнӗ ҫынсене — Тавӑт Кирилине, Раман Мишшине, Тимакка Сахрунне, Мӑтяк Петтине — асӑрханӑ. Степан Аслан, литература ӗҫне пикеннӗскер, пуҫра кӑсӑклӑ шухӑш ҫуралсан васкавлӑ ӗҫ пулсан та сӗтел хушшине вырнаҫнӑ.

Шупашкарти агрегат заводӗнче 26 ҫул ӗҫленӗ Валерий Степанович ашшӗпе пӗрле Тюмень тӑрӑхне вӑрман касма ҫӳренине аса илчӗ. Унтан пӗренесем илсе килнӗ, йывӑҫ ҫурт хӑпартнӑ. Анчах кил хуҫи ҫӗнӗ пӳртре нумай савӑнса пурӑнайман, ӑна лартнӑ ҫулхинех ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Ульяна Павловна 87-ре куҫ хупнӑ. Упӑшкипе арӑмӗн вил тӑприсем юнашар.

Пурнӑҫра тӗлӗнмелли пулӑм сахал мар. Ҫыравҫӑпа арӑмӗ саккунлӑ мӑшӑр пулсан та пӗр уйӑх иртсен ҫеҫ пӗр килте пурӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑн пек епле пулса тухнӑ-ха? 1919 ҫулта кӗркунне ҫуралнӑ Ульяна Павлова Шӑхасанта ҫар хатӗрлевӗн курсӗсене пӗтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пикене ҫара ярасшӑн пулнӑ. Ӑна Степан «ҫӑлнӑ» — хӗрпе каччӑ пӗрлешнӗ. Анчах пӗрле пурӑнма васкаман. Кайран вара Ульяна Павловнӑпа Степан Степанович ултӑ ачана ҫут тӗнчене илсе килнӗ. Шел те, Василийпе Виталий ывӑлӗсем ҫӗре кӗнӗ.

Ульяна Павловна колхозра шутлавҫӑра, бригадирта тӑрӑшнӑ. Чылай ҫул почтальонра вӑй хунӑ. Пӗр вӑхӑт Степановсем 25 кӑларӑм ҫырӑнса илнӗ. Вӗсенче ял-йыш пьесӑсем шыраса тупса спектакльсем лартнӑ. Савӑк вӑхӑта ҫыравҫӑ ывӑлӗ Владислав ӑшшӑн аса илчӗ. Вӑл та спектакльсене хутшӑннӑ.

Шупашкарта ҫемйипе пурӑнакан Владислав Асланин аслашшӗ Степан Васильевич (1879–1965) улшуҫ пулнине асӑнчӗ. Вӑл пӑрахӑҫ тихасене туянса ура ҫине тӑратнӑ, самӑртнӑ, унтан вӗсене сутса тупӑш тунӑ. Ӗҫчен хресчен пурнӑҫа лайӑхлатма май пур таран тӑрӑшнӑ. Вӑл вӑрман уҫланкинче те тулӑ ӳстерсе вырнӑ, ӑна Канаша, Хусана ҫити илсе кайса сутнӑ.

Ҫыравҫӑ 40 ҫул тултарнӑ кун яла Николай Евстафьев, Валентин Абашев, Илпек Микулайӗ ҫитнӗ. Вӗсен «тимӗр урхамахӗ» лачакана кӗрсе ларнӑ. Вӗсене пулӑшма Владислав та тухнӑ. 50 ҫулхи юбилее те хӑнасемпе паллӑ тунӑ. «Хура ҫӑкӑр» роман авторӗ пуҫтарӑннисене менелник ҫинчен пӗр сехет ытла каласа кӑтартнӑ.

Владислав Степанович ӗлӗкхи сӑнӳкерчӗксене кӑтартрӗ. Арҫын ҫывӑх ҫыннисенчен юлнӑ тупрана тирпейлӗ упрать. Ашшӗ шӑрҫаланӑ сӑвӑсене хулӑн тетраде пухнӑ, унтах ҫывӑх ҫыннин кун-ҫулӗ ҫинчен кӗскен ҫырнӑ. Писатель пултарулӑхӗ ывӑлне те куҫнӑ. Сӑмах май, Степан Аслан сӗрме купӑс калама та пӗлнӗ. Кӗҫӗн Асланин пуҫа килнӗ шухӑшсене шурӑ хут ҫине куҫарать. Музыкӑна хӑй тӗллӗн вӗреннӗскер ҫаврӑмсене кӗвӗлесе юрра хывать, вӗсем валли нотӑсене те хӑех ҫырса хатӗрлет. Пултаруллӑскертен ашшӗ мӗншӗн Шупашкарта тӗпленменни пирки ыйтрӑм. Ара, ҫыравҫӑсенчен чылайӑшӗ унта туртӑннӑ-ҫке.

— Ял халӑхӗ ун чухне хӑйне хӑй тӑрантарма пултарнӑ. Хулара пурӑнакансем вара выҫӑпа аптӑранӑ, — терӗ вӑл.

Тӗрлӗ ӳсӗмри валли

Степан Асланӑн пирвайхи калавӗ («Сӑмакка айӑкки») «Сунтал» журналта 1937 ҫултах пичетленнӗ. Литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ чи малтанах тетралогипе ҫуталса тӑрать: «Ахрат» (1957, 1983), «Алла-аллӑн» (1958), «Хӑват» (1961, 1987), «Сехмет» (1967). «Ман атте пулас романри тӗп геройӑн Макаҫ Макарӗн прототипӗ пулса тӑчӗ. Макар амӑшӗн Сӑпанин прототипӗ — мӑнакка. Ҫапах ку малтанлӑха кӑна-ха. Кусем мана романа пуҫласа яма пулӑшрӗҫ, ӗҫлеме ҫул уҫса пачӗҫ...» — «Ахрат» романа епле ҫырма пуҫланине ӑнлантарнӑ автор.

Ҫак хайлав чӑваш хресченӗн ӗлӗкхи, революцичченхи пурнӑҫӗ ҫинчен. «Алла-аллӑн» кӗнекере ялсенче колхозсем йӗркелени пирки каланӑ. «Хӑватра» иртнӗ вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсене куратпӑр. Писатель, хӑй те салтакра пулнӑскер, хаяр ҫав кунсем ҫинчен ҫырмасӑр пултарайман. «Ҫук! Раҫҫее никам ҫӗнтерекен пулман, пулас та ҫук. Авӑк ҫилӗ тулса ҫитсен эпир хамӑр та хаяр аҫа-ҫиҫӗм. Тӗнче кисренӗ! Ҫакӑ вӑл пирӗн хӑват. Пирӗн хӑват — халӑх хӑвачӗ!» — ҫапла палӑртать ывӑлӗпе кӗрӗвне вӑрҫа ӑсатнӑ Макар. Вӑрҫӑ темине хускатнине «Вӑрман кайӑкӗсем» хайлавра та куратпӑр, Николай Веселов пек йӑрӑ та паттӑр, хастар арсемпе мӑнаҫланатпӑр. Сӑмах май, ӑна Уҫырма ҫынни пулӑшнипе ҫырнӑ. Акил Григорьев ентешне сведенисем тупса панӑ.

Калав-повеҫ, романсем ҫырнӑскер очерк, шӳтлӗ калав, фельетон жанрӗсене те аван пӗлнӗ. «Кулас килет», «Ик пуҫана — пӗр ҫуна», «Пӑтӑ пиҫмерӗ» тата шӳтлӗ ытти хайлав та кашнин кӑмӑлне ҫӗклеме тивӗҫ.

Вун-вун хайлав ҫырнӑ Степан Степановичӑн ӗҫӗсене тишкернӗ май вӑл мӗн тери пуян чун-чӗреллӗ пулни сисӗнет. «Ҫыраканӑн, пурнӑҫран юлас мар тесен, вулама вӑхӑт тупмаллах. Кӗнеке, патша вӑхӑтӗнчи пурнӑҫ ҫинчен пулсан та, ӑна паянхи вӑхӑт шайӗпе кӑтартса памалла-ҫке. Унсӑрӑн кама кирлӗ пулӗ вӑл?» — ҫапла каланӑ Степан Аслан. Чӑнах та, истори хайлавӗсене ҫырма тар нумай тӑкмалла. Ҫапах кӗҫӗн ҫултисем валли хайласси те ҫӑмӑл ӗҫ мар. Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш арӗ ку енӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Пӗчӗккисем валли илемлӗ, интереслӗ хайлавсем ҫуралнӑ унӑн: «Пулла кайсан», «Илемли», «Маруҫпа Валерик», «Павӑл савӑнӑҫӗ»...

«Илемли» калавра ачасем шап-шурӑ качака путеккине юратаҫҫӗ, ӑна пӳртре усраҫҫӗ. Кил хуҫин арӑмне купӑста кукӑлӗ пӗҫерме кансӗрленӗрен пӗчӗкскере картише кӑлараҫҫӗ. Тепӗртакран ӑна аран шыраса тупаҫҫӗ. Ӑҫта пулнӑ-ха вӑл?

«Пирӗн Илемли пӳрт тӑрринче, мӑрье ҫумӗнче тӑра парать. Аслӑк хыҫӗпе, ҫатрака купи тӑрӑх улӑхса кайнӑ-мӗн вӑл унта. Анчах мӗншӗн хӑпарнӑ-ши?

— Э-э, — терӗ анне, — ара унта мӑрьерен купӑста кукли шӑрши тухать-ҫке».

«Маруҫпа Валерик» хайлав ачасене тирпейлӗ пулма, таса ҫӳреме вӗрентет. Итлемен Валерик пек пулсан, апат ҫинӗ хыҫҫӑн пите ҫумасан шӑна-пӑван сырӑнать, вӗлле хурчӗсем сӑхаҫҫӗ...

Степан Аслан чӑваш литературинче акнӑ вӑрӑ путланман. Вӑл тӗрлӗ ӳсӗм валли паха чун ҫимӗҫӗ хӑварнӑ.

Елена Трофимова.

«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2013, чӳк


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-10-09 20:37:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3305 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org