Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шупашкар районӗнчи Янӑшри вӑтам шкула кӑҫалхи ҫурлан 15-мӗшӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ пирки тӗрлӗрен сӳтсе явакан-калаҫакан пулчӗ. Пысӑках мар ялта 165 ача вӗренмелӗх шкул кирлӗ мар текенсем те ҫав шутра тупӑнчӗҫ.
Тӗрӗссипе вара Янӑшри 9 клас вӗренмелли хальхи шкул та, кӳршӗллӗ Мӑн Мамӑшри вӑтам шкул та тахҫанах кивелнине вӑл тӑрӑхрисем аван пӗлеҫҫӗ. Янӑшри ача пахчи вара пӗчӗк кӑна ҫуртра вырнаҫнӑ. Унччен йӗркеллӗ ача пахчиех ялта пулнӑ-ха, кайран ҫав учрежденисене урӑх тӗллевпе ӗҫлеттерме тытӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫынсене хваттер тума тесе сутса янӑ.
Янӑшра халӗ ҫӗклесе лартнӑ ҫӗнӗ шкулта шкул ҫулне ҫитменнисем валли 40 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Ачасемпе шӑпӑрлансем валли икӗ бассейн тунӑ, шкул умӗнче спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗ те пур. Унта ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Паян шкулти строительство ӗҫӗсемпе паллашма Янӑша республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫитсе килнӗ.
Аçтахар Плотников // 2784.32.1444
2015.07.07 21:28 | |
Ку шкул мана яланах Геннадий Максимовӑн «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» романӗнчи сыпӑка аса илтерет: http://chuvash.org/lib/haylav/1372.3.html :) | |
