Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Библи куҫӑрӑвӗпе паллаштарчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.04.2010 21:40 | 1878 хут пӑхнӑ
Библи страницисем
Библи страницисем

Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Библи чӑвашла пичетленсе тухнӑ ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ пурне те чунтан саламлать. «Тӑван сӑмах пире тӑванпа ҫыхать: чӗррисемпе, кайнисемпе, ӳлӗмхисемпе. Ҫыхӑну татӑлсан — тӗнче тӗнӗлтен тухать».

Йывӑр та кӑткӑс куҫару ӗҫне институт ӗҫченӗсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ. А.А.Тимофеев (Ыхра), Ю.В.Яковлев ячӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче ӗнер иртнӗ савӑнӑҫлӑ Пухура пӗрре кӑна мар асӑннӑ, Г.А.Дегтяревпа Г.Ф.Юмарта Шупашкар тата Чӑваш Ен Митрополитечӗн Варнава архиерейӑн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Хӗрлӗ питлӗ хулӑн Кӗнекери ҫӗн сывлӑш илнӗ чӑваш чӗлхи тӑван халӑха та, тӗпчевҫӗсене те малашнехи пурнӑҫӑмӑрта вӑй-хӑват кӳрсе тӑтӑрччӗ.

#ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #Библи, #кӗнекесем, #Чӑваш патшалӑх академи театрӗ

 

Комментари:

2010.04.23 21:51
Аçтахар Плотников
Сас-хура пĕлтернĕ тăрăх, пуху вырăсла иртнĕ. Малтан ăна йĕркелес ĕçе правительство хăй çине илесшĕн пулнă. Каярах вара мероприятие ирттерме Варнавăна панă. Фёдоров презентацие чăашла тăвасшăн пулнă тет, епархи вара вырăсла йĕркеленĕ. Вырăсла ирттернĕшĕн Президент питĕ хытă кӳреннĕ пулать — унта пыман та. Вара ун сăмахне культура Министрĕ Лизакова вуласа панă.
Фёдоров чылай чиркӳ хăпартрĕ, анчах та кунашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ уява пыман... Чăн та вара чăваш чĕлхишĕн пăшăрханать-ши?
Тата хăшĕсене пупсен йышĕ ытла нумай пулни килĕшмен — çĕр ытла унта вĕсем пулнă тет. Хам курман...

Библине сутмаççĕ. Парнелеме çеç пултараççĕ. Çичĕ пинпе кăларнăскер (Китайра пичетленĕ) хăш-пĕр çын аллине çеç лекет пулас.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем