Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски район сайчӗ - чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 27.03.2010 20:27 | 1594 хут пӑхнӑ
Трак ен сайт сӑн-сӑпачӗ
Трак ен сайт сӑн-сӑпачӗ

Красноармейски район сайчӗ виҫӗ чӗлхепе ӗҫлеме пуҫларӗ. Вырӑсли официаллӑ ӗҫлӗ сайт шутланать, ӑна, паллах, район администрацийӗн яваплӑ ӗҫченӗсем тытса пыраҫҫӗ. Чӑвашлине вара Михайлов Алексей, Чӑваш Республикин Президенчӗн 2010-мӗш ҫулхи стипендиачӗ йӗркелесе пырать. Вӑл Красноармейскинчи 2-меш шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренет. Алеша Пӗтӗм тӗнчери веб-сайтсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи те. Сайт редакторӗ тата администраторӗ — ҫак шкултах чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.М.Михайлов. Акӑлчан чӗлхипе сайт тытса пыма вара ҫӑмӑлах мар. Анчах та ҫак пархатарлӑ ӗҫе Красноармейски 2-мӗш шкулӗнчи 8-мӗш класра вӗренекен Никифорова Анастасия пуҫӑннӑ. Ӑна амӑшӗ (сайт редакторӗ, акӑлчан чӗлхи вӗрентекен) пулӑшса пырать.

Сӑмах май, ку пулӑм Чӑваш Республикипе пӗрремӗш темелле. Ытти район сайчӗсем вырӑсла кӑна (уйрӑм статьясене шута илмесен). Ман шутпа, темиҫе чӗлхеллӗ сайт тума йывӑр мар, ӑна йӗркелеме пуҫаруллӑ ҫынсене ҫеҫ тупмалла. Тавах ҫак маттур чӑваш ачисемпе вӗсене пулӑшакансене. Уйрӑмах — Красноармейски район администрацийӗн информатизаци секторӗн пуҫлӑхне Владимир Тимофеевич Никифорова. Вӑл шухӑш тытнипе тата ӑна пурнӑҫлама ҫине тӑнипе пулнӑ ку япала.

#сайтсем, #Красноармейски районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

Комментари:

Чунтупай // 2113.80.8650
2010.04.03 11:59
Маттур, Красноармейскисем! Трак ен ятне сая ямастăр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем