Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Республикин Президенчӗ — Трак енре, Алманч тӑрӑхӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 27.03.2010 19:44 | 2205 хут пӑхнӑ
Н. Фёдоров Трак тӑрӑхӗнче
Н. Фёдоров Трак тӑрӑхӗнче

Паян, пушӑн 27-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче ӗҫлӗ визитпа Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В.Федоров пулчӗ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.А.Николаев тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И. Федоров кӗтсе илчӗҫ. Кун хыҫҫӑн Николай Васильевич «Шетмӗ» хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Ҫак хуҫалӑх ертӳҫи Владислав Германович Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта халӗ 5 ҫын ӗҫлет. Ӑна 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче йӗркеленӗ. 2008 ҫулта унччен усӑ курман 208 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Пӗлтӗр 240 гектар тӗш тырӑ акса пӗр гектартан кӗлет виҫипе 20 центнер тухӑҫ пухса илнӗ. Кӑҫал 350 гектар акасшӑн. Пушӑн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра 181 пуҫ шултра мӑйракаллӑ выльӑх шутра тӑрать, вӗсенчен 70 пуҫӗ - сӑвакан ӗне. 2009 ҫулта кашни ӗнерен 4984 килограмм сӗт суса илнӗ. Укҫа ҫине куҫарсан хуҫалӑх 5472 пин тенкӗлӗх продукци туса илнӗ. (2008 ҫулта - 4006 пин тенкӗлӗх), ӑна сутса 3967 пин тенкӗ тупӑш илнӗ, таса тупӑш вара 910 пин тенкӗпе танлашнӑ.

 

Президент Алманч ял тӑрӑхне те ҫитсе курчӗ. Кунта вӑл Алманч ялӗнче ҫурт-йӗр ҫӗклес енӗпе йышӑннӑ комплекслӑ программа мӗнле пурнӑҫа кӗрсе пынипе паллашнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Президенчӑн 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ «Об осуществлении пилотного проекта по комплексной компактной застройке и благоустройству сельских поселений в Чувашской Республике» Указӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫак программӑна пурнӑҫлама 18 миллион укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Прогаммӑна 2010 ҫулхи Республика кунӗ тӗлне пурнӑҫламалла.

Халӗ Алманчра 125 хуҫалӑх, 258 ҫын пурӑнать. Ялта тӗслӗхлӗ вулавӑш, ветеринари участокӗ, райпон тата икӗ уйрӑм ҫын лавккисем, кану центрӗ, вӑтам шкул пур. Объектсене ҫӗклес ӗҫре «Волга Транс-Ч» ТМЯО, «Алекс сервис-строй» ТМЯО, «Воддорстрой» ТМЯО тата «Регионстрой» ХАО (гендиректорӗсем — Геннадий Борисович Батраков, Александр Львович Кириллов, Анатолий Николаевич Федоров и Владимир Иванович Куваев) вӑй хураҫҫӗ. Николай Васильевич административлӑ центрти фельдшерпа акушер пунктне, куну центрне тата «Алманч пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗ» муниципаллӑ вӗрентӳ учрежденийӗнче пулса курчӗ. Шкулта вӑл районти театр коллективӗсен ертӳҫисемпе тата унта ҫӳрекен пултаруллӑ ачасемпе тӗл пулчӗ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ «Театр — ачасене» культурӑпа искусство эрнелӗхне уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗ.

#Мӑн Шетмӗ, #шкулсем, #ял хуҫалӑхӗ, #Красноармейски районӗ, #Алманч

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем