Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 60-мӗш шкулти музее йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.02.2010 23:07 | 2768 хут пӑхнӑ
шкул музейӗпе паллашатпӑр...
шкул музейӗпе паллашатпӑр...

Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти 60-мӗш шкулта вырнаҫнӑ музее йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ. Ку куна палӑртса нарӑсӑн 18-мӗшӗнче шкулта чаплӑ уяв иртрӗ.

Мероприяти шкул ачисен пултарулӑхӗпе пуҫланчӗ — ачасем юрӑ юрласа пачӗҫ, ташласа та кӑтартрӗҫ. Чӑвашла сӑвӑ каласа тӑван халӑх чӗлхине лайӑх пӗлнине ҫирӗплетрӗҫ. Шкул ачисен пултарулӑхӗпе акт залӗнче вырнаҫтарнӑ куравра та паллашма май пурччӗ — тӗрленӗ кӗпесем, ӳкерчӗксем, алшӑлисем унта пурччӗ.

Официаллӑ пая Кончулизова Любовь Александровна директор пуҫларӗ — шкулӑн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Шкул уйрӑмах этнографи музейӗпе, столовӑйпа мухтанать иккен. Столовӑй чӑн та хӑтлӑ, ҫитерме те тутлӑ ҫитереҫҫӗ.

Унтан сӑмах Федотов Михаил Николаевич илчӗ. Вӑл музее йӗркеленӗ чухнехи самантсемпе паллаштарчӗ. Кудряшов Сергей Владимирович музее йӗркелесе тата тытса пыракан Федотова Людмила Аркадьевнӑна хисеп хучӗ пачӗ. Валентина Минеевӑран (вӑл — музейӗн ӑслӑлӑх консультанчӗ) та телеграмма пулчӗ — ӑна мероприятине килнӗ хӑнасене вуласа пачӗҫ.

Людмила Аркадьевна музей ҫинчен тунӑ презентаципе паллаштарнӑ хыҫҫӑн хӑнасене унӑн экспоначӗсемпе паллашма чӗнчӗҫ. Экскурсие шкул ачисем ирттерчӗҫ — экспонатсем ҫинчен те, чӑвашсен авалхи пурнӑҫӗ ҫинчен те тӗплӗн каласа пачӗҫ.

Акт залне таврӑннӑ хыҫҫӑн музей ӗҫне ертсе пыракан Людмила Аркадьевнӑна нумай парне пачӗҫ, тӗрлӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ, тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Ҫакӑн пек йывӑр ӗҫе ӳркенмесӗр туса пынӑшӑн Федотовӑна республикӑн тава тивӗҫлӗ учителӗ ятне пама та сӗнчӗҫ.

 

60-мӗш шкулти этнографи музейне 2000 ҫулта йӗркеленӗ. Унта паянхи кун тӗлне пин ытла экспонат пухӑннӑ. Музей экспоначӗсен тӗп пайне Вӑрмар районӗнче пухма тӳр килнӗ, япаласене 80 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ялсенчен илсе килме те ҫӑмӑл пулман. Хальхи вӑхӑтра та музей экспонатсемпе пуянланать — хӑнасем, шкул ачисем тӑтӑшах хӑйсен асламӑшӗсемпе тӑванӗсен килӗнче тупӑннӑ япаласене парнелеҫҫӗ.

Кунта хӑнасем те сахал мар пулнӑ — ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем, общество ӗҫченӗсем, ӑсчахсем тата ыттисем те. Республика тулашӗнчен пынӑ хӑнасем те музейпе сахал мар паллашнӑ, вӑл шутра чикӗ леш енчи хӑнасене те асӑнма пулать. Ҫавӑнпа та ку музей ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнни никама та тӗлӗнтермест пулӗ.

Музейри экспонатсемпе шкул ачисене вӗрентнӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. Шкулӑн тулаш мероприятийӗсене те музей сахал мар хутшӑнать — экспонатсем темиҫе хут та республика тулашӗнчи музейсенче пулса курнӑ, тӗрлӗ шайри мероприятисене хутшӑннӑ.

Шкул музейӗ республикӑри ытти музейсемпе те ҫыхӑну тытать — Наци музейӗпе, Бичурин музейӗпе тата ыттисемпе те.

 

Сӑнӳкерчӗксемпе каярах паллаштарӑпӑр...

#музейсем, #60-мӗш шкул, #шкулсем, #юбилейсем, #Вӑрмар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем