Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейӗн ҫӗнӗ карттине хатӗрленӗ. Вӑл — литература картти.
Карттӑра ҫӗршыври чи нумай кӗнеке вулакан регионсене палӑртнӑ. Танлашӑма (рейтинга) кӗнеке вулакан ҫынсен йышне кура мар хатӗрленӗ. Регионта вулавӑшсен, издательствӑсен, кӗнеке лавккисен, кӗнеке мероприятийӗсен хисепне шута илнӗ.
Кӗнеке нумай вулакан регионсен йышне Мускав, Псков, Ленинград, Вологда, Ярославль облаҫӗсем, Чӑваш Ен кӗнӗ. Юлакан тӑрӑхсем — Ҫӗпӗр тата Ҫурҫӗр Кавказ.
Шупашкарта кӗнеке акцийӗсене нумай ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе малашне те юласшӑн мар.
Сӑмах май, паянхи куна пирӗн республикӑра патшалӑхӑн 3 вулавӑшӗ, муниципалитетсен 535 вулавӑшӗ шутланать.