Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Аня Васильевӑпа Дима Якимов Нарспипе Сетнер сӑнарӗсене выляса пачӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.02.2015 17:12 | 1827 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Упири пӗтемӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта литература ҫулталӑкӗ уҫӑлчӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне К.В. Иванова халалласа ирттерчӗҫ.

Ертсе пыраканӗсем Аня Никифоровӑпа Юля Фомина пулчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче «Нарспи — чӑваш литературин палӑкӗ» поэзи каҫӗ кӑтартрӗҫ, вӑл куракансен кӑмӑлне кайрӗ. Ҫак уявра К.В.Иванов пултарулӑхӗн пурнӑҫне, «Нарспи» поэмӑна туллин уҫса пачӗҫ. Сетнерпе Нарспи рольне 11-мӗш класра вӗренекен Аня Васильевӑпа Дима Якимов вылярӗҫ. Тӑхтаман рольне 10-мӗш класра вӗренекен Дима Архипов калӑпларӗ. Михетерпе карчӑкки рольне 8-мӗш класра вӗренекен Коля Васильевпа Лиана Николаева вылярӗҫ. Хӗр ҫумсемпе туй арӑмӗсен ташши-юрри те куракансене савӑнтарчӗ.

Каласа хӑварас пулать, ҫак уява сцена ҫине чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Васильева Вера Вениаминовна тата Петрова Светлана Валерьяновна хатӗрлесе кӑларчӗҫ.

#литература, #уявсем, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Литература ҫулталӑкӗ, #Упи, #культура, #Красноармейски районӗ, #шкулсем, #Упи ял тӑрӑхӗ

 

Комментари:

петр // 5059.3.5746
2015.02.03 17:22
Пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ Упире. Маттур!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем