Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енсен вун пилӗк шкулӗ те ачасене йышӑнма хатӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 24.08.2009 01:21 | 2033 хут пӑхнӑ

Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, учительсемшӗн яваплӑ тапхӑр — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарать. Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 1-мӗшӗнче районти шкулсенчи партӑсем хушшине 1950 яхӑн вӗренекен ларӗ. Вӗсенчен 150 ачи — пӗрремӗш хут. Районти шкулсенче пӗлӳ илекенсен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 70—80 вӗренекен сахалрах пулӗ. Сакӑр шкулта пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ парӗҫ. Чатукассипе Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗсем кӑҫалтан тӗп пӗлӳ паракан шкулсен шутне кӗрӗҫ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе, районти шкулсенче ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсен пысӑк калӑпӑшне пурнӑҫланӑ. Вӗренекенсене тарӑн та ҫирӗп пӗлӳ илме условисем туса парассишӗн сахал мар тӑрӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10 шкулти пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗн кабинетне, мӗн пур шкулсен пуҫламӑш класӗсене вӗрентӳпе кӑтарту пособийӗсемпе, оборудованисемпе, кунсӑр пуҫне пуҫламӑш классене сӗтел-пукансемпе тивӗҫтернӗ.

Района тепӗр 27 аудит доски илсе килмелле.

Ҫурлан 10—13-мӗшӗсенче районта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене ӗҫе йышӑнчӗҫ. Тӑватӑ кун хушши комисси членӗсем вӗсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне мӗнле хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ. Комисси йышӗнче Роспотребнадзорпа патшалӑх пушар надзорӗн, ӗҫ сыхлавӗн службин, район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн, строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх секторӗн представителӗсем пулчӗҫ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: 15 шкулӗ те вӗренекенсене йышӑнма хатӗр. Уйрӑмах ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне Алманчпа Еншик Чуллӑ вӑтам (директорӗсем — О. В. Димитриевпа Т. А. Беззубова), Упири хупӑ йышши ятарлӑ шкул (Ю. А. Васильев) шкулсем лайӑх хатӗрленнӗ. Хӑш-пӗр шкулсене Роспотребнадзорпа патшалӑх пушар надзорӗн яваплӑ ӗҫченӗсем предписанисем ҫырса пачӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен палӑртнӑ ҫитменлӗхсене вӗсенче пӗтерме ҫине тӑрасчӗ. Вырӑнсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Чатукасси, #Кӗҫӗн Шетмӗ, #шкулсем, #Красноармейски районӗ, #Упи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем