Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Районти таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцийӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera 18.05.2009 21:36 | 3351 хут пӑхнӑ

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Елчӗк районӗнчи тавра пӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Курнавӑшри халӑх музейӗн ертӳҫи А.П.Смирнов пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ — шкул ачисене тӑван ен историне, йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне тӗпчеме хӑнӑхтарасси. Тӑван тӑрӑхри аваллӑха тишкерсе малашлӑх валли ҫул уҫма пулать.

Конференци ӗҫне районти паллӑ тавра пӗлӳҫӗсем — Елчӗкри историпе тӑван ен халӑх музейӗн ертӳҫи В.Г.Вастулова, Курнавӑшри шкулта нумай ҫул директор пулса ӗҫленӗ, кунти музея уҫакансенчен пӗри, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ П.М.Смирнов, Вырӑскассинчи учитель-пенсионер Н.С.Кириллов, Ҫуткӳл шкул директорӗ Е.И.Никифорова, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый, Курнавӑш шкул директорӗ П.В.Кузнецов хутшӑнчӗҫ.

Конференцире Курнавӑш, Ҫуткӳл, Елчӗк, Ҫирӗклӗ Шӑхаль, Лащ-Таяпа, Кӗҫӗн Таяпа, Тӑрӑм, Патреккел тата ытти шкулсенчи ачасем хастар пулчӗҫ. Вӗренекенсем йӑх-несӗл, авалхи ӗҫ хатӗрӗсем, тӗрӗ-эреш, ялсен историйӗсем, паллӑ ҫыннисен ӗҫӗ-хӗлӗ тата ытти темӑсене те хускатнӑ. Тӗпчев ӗҫӗсене ҫырнӑ май вӗсем ялти ватӑсемпе курса калаҫнӑ, архиври материалсене тишкернӗ, кивӗ сӑнӳкерчӗксемпе, ҫырусемпе паллашнӑ. Жюри членӗсем ачасем кӑсӑклӑ ӗҫсем ҫырнине палӑртрӗҫ. Кӗҫӗн класри ачасем хушшинче Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнче виҫҫӗмӗш класра вӗренекен М.Кузнецова «Манӑҫ тусанӗ ан виттӗрччӗ» (вӗрентекенӗ — З.А.Фомкина), Курнавӑш шкулӗнче иккӗмӗш класра вӗренекен Е.Мясникова «Ҫӗр ӗҫӗн мухтавлӑ ҫынни» (вӗрентекенӗ — В.Е.Горшкова) малти вырӑнсене тухрӗҫ.

5-8 классем хушшинче А. Курчина «Манӑн йӑх-несӗл» тӗпчев ӗҫӗ (вӗрентекенӗ — Н.Н.Круглова, Курнавӑш), М. Корнилова «Асанне арчинчи пуянлӑх» (вӗрентекенӗ — В.Н. Воронова, Курнавӑш), К. Сазонова «Недаром прожитая жизнь» (вӗрентекенӗ — В.О.Сазонов, Ҫирӗклӗ Шӑхаль), М. Николаев «Известные люди моего рода» (вӗрентекенӗ — Е.Д.Николаева, Лащ-Таяпа), К.Садовникова «Не быть современной школе без музея» (вӗрентекенӗ М.А.Галкина, Кӗҫӗн Таяпа), Е. Лазарева, М.Крылова «Чӑваш мунчи — сиплев мунчи» (вӗрентекенӗ — Г. Л.Енейкина, Патреккел) пысӑк хака тивӗҫрӗҫ.

9-11 классем хушшинче М.Федорова «Ҫуткӳл ял историйӗ» (вӗрентекенӗ — А.В. Лакачев, Курнавӑш), А.Локтев «Герои родных полей» (вӗрентекенӗ — Л.В.Кудрявцева, Елчӗк), О.Павлова «Земледельцы нашей деревни» (вӗрентекенӗ — В.П.Краснова, Чӑваш Тӑрӑм), О.Кудряшова «Пӗр тӑван Турхансем» (вӗрентекенӗ — Н.Н.Круглова, Курнавӑш), В.Осипова «В.Ф.Михеев — паттӑр партизан» (вӗрентекенӗ — И.А.Леонтьева, Лащ-Таяпа), А.Кириллова «Родная сторона» (вӗрентекенӗ — Р.В.Федорова, Ҫуткӳл) чи хастаррисем пулчӗҫ.

Вӗрентекенсем те айккинче юлмарӗҫ. Н.Н.Кругловапа В.Н.Воронова «Чӑваш сӑмахлӑхӗ» проект (Курнавӑш), Р.В.Макарова «Раскулачивание и судьба семьи Купцовых» (Таяпа Энтри), В.В.Петров «В.Андреев ячӗллӗ шкул историйӗ» (Лащ-Таяпа) ӗҫсемпе палӑрчӗҫ.

#Елчӗк районӗ, #Курнавӑш, #Елчӗк, #Вырӑскасси, #Ҫуткӳл, #Ҫирӗклӗ Шӑхаль, #Лащ Таяпа, #Кӗҫӗн Таяпа, #Тӑрӑм, #Патреккел, #шкулсем, #Чӑваш Тӑрӑм, #Таяпа Энтри, #таврапӗлӳҫӗсем

 

Комментари:

ewnik // 3961.26.2736
2009.05.21 20:01
Лайăх ĕçлетĕр çав эсир, Елчĕксемпе Курнавăшсем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем