Кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура палӑртнӑ.
Тытӑма Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районӗ кӗрӗ. «Каяшсене тирпейлесси» ятлӑ Мускаври предприяти утӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствипе ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта сӑмах йӑлари хытӑ каяшсене муниципалитетсем хушшинче тирпейлемелли тытӑм туса хурасси пирки пырать.
Тытӑма виҫӗ ҫулта йӗркелемелле. Мускав компанийӗ проекта 750 миллион тенкӗпе хакланӑ. Комплекса йӑлари хытӑ каяша ҫулталӑкра 100 пин тонна вырнаҫтармалли полигон, ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар каяш уйӑрмалли комплекс тата ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар ҫӳп-ҫап тиесе уйӑракан станцирен тӑмалла. Йӑлари хытӑ каяшӑн 80 процентне тирпейлесшӗн тата сиенсӗрлетесшӗн.