Кӑҫал Крымри ача-пӑча лагерӗнче Чӑваш Енри ача ҫурчӗсенчи 80 шӑпӑрлан канӗ. Пӗрремӗш ушкӑн, 10 ача, Хура тинӗс хӗррине ҫӗртме уйӑхӗнчех тухса кайнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче тата тепӗр 23 шӑпӑрлан ҫула тухӗ. Ҫулла вӗҫлениччен тепӗр 47 тӑлӑх ачана канма каймашкӑн путевкӑсем парӗҫ. Чиновниксем каланӑ тӑрӑх, ушкӑнсенче — чи лайӑххисем, ӑмӑртусене, конкурссене, олипиадӑсене хастар хутшӑннисем.
Ачасем «Тимуровец» уйлӑхра канӗҫ. Вӗсем 21 кунра Хура тинӗсре шыва кӗрӗҫ, хӗвел ҫинче хӗртӗнӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем валли спорт тата культура программисем хатӗрленӗ.
Кӑҫал ачасене лагере каймашкӑн 578,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 15 процент нумайрах. Пӗтӗмпе лагерьсенче 149 пин ача канӗ.