Паян, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районне СССР халӑх артисчӗ Андрей Яковлевич Эшпай килсе кайӗ. Паллӑ кӗвӗҫӗ районти «Раҫҫей йӗлтӗрӗ» ӑмӑртӑва уҫма хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех Андрей Яковлевича Сӗнтӗрвӑрринчи пӗрремӗш гимназире кӗтеҫҫӗ. Ку гимнази уншӑн питӗ паха — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче шӑп та лӑп ҫакӑнта вӗренме тивнӗ. Эшпай гимнази вӗрентекенӗсемпе тата унта ӑс пухакан ачасемпе, вырӑнти культура ӗҫченӗсемпе тӗл пулӗ.
Андрей Эшпай Сӗнтӗрвӗррине пӗрремӗш хут килмест ӗнтӗ. Сӗнтӗрвӑрри уншӑн иккӗмӗш кил вырӑнне — кунта унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑх ҫулӗсем иртнӗ, кунтанах вӑл хӑй ирӗкӗпе фронта кайнӑ.
Эшпай Андрей Яковлевич — СССР халӑх артисчӗ, СССР Патшалӑх премийӗн лауриачӗ. Унӑн чи паллӑ юрри — «Сережка с Малой Бронной». Ҫавӑн пекех хор, кӗвӗ инструменчӗсем валли ҫырнӑ хайлавсем чылай. Эшпай кинофильмсемпе театрсем валли ҫырнӑ юрӑсемпе кӗвӗсемпе паллӑ. Балет та, кантата та пур ун пултарулӑхӗнче. Пӗлтӗр ӑна «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.